«Adme» проект (рекламӑри пултарулӑха ҫутатса параканни) нумай пулмасть ҫухалма пултаракан халӑхсен сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Эп ҫав статьян куҫарӑвӗпе сире паллаштарасшӑн.
Раҫҫӗйре 200 яхан тӗрлӗ халӑх пурӑнать, вӗсен кашнин хӑйӗн чӗлхи, хӑйӗн культури пур. Юлашки халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ май хӑш-пӗр халӑхӑн йышӗ 10 ҫынран та сахаллине курма пулать. Ҫак халӑхсем ҫухалсан пӗрле вӗсен пӗлӗвӗ те культури те таврӑнайми пӗтет.
Вӗсен кун-ҫулӗ пурӑнма йывӑр тӑрӑхсенче иртнӗ, ӗмӗртен ӗмӗр хӑйсен йӑлисене упранӑ. Adme.ru ҫак халӑхсен сӑнӗсемпе паллашма сӗнет, вӗсене курсан Раҫҫей мӗн таран анлӑ пулнине те туйма пулать.
Хантсем
Шаман
Ҫемье портречӗ евӗрех
Пӗчӗк йети
Ку йыша илсен вӗсем чи нумаййисем. Раҫҫейре 31 пин хант пурӑнать. Вӗсем Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр енче тӗпленнӗ, пӑлан ерчетеҫҫӗ, пулӑ тытаҫҫӗ, сунара ҫӳреҫҫӗ.
Мансисем
Манси ҫарҫи
Манси кил-йышӗ
Манси ҫурчӗ, (с) Сергей Анисимов
Мансисем (унччен — вӑкулсем /вогулсем/) — Хант-Манси Автономи округӗн (Югра) кӑк халӑхӗ. Хантсем вӗсемшӗн — тӑванла халӑх. Паянхи кун тӗлне манссен йышӗ Раҫҫейре 12 пине яхӑн.
Эскимоссем
Эскимоссен кил-йышӗ
Инуитсен кил-йышӗ, 1894 ҫул, (с) William Dinwiddie
Эскимоссен ташши, (с) Новости РИА
Раҫҫейре вӗсен йышӗ 2 пинрен те сахалрах юлнӑ. Хӑйсене «инуит» теҫҫӗ. «Эскимос» вара «пӗҫермен пулла ҫиекен» тенине пӗлтерет иккен.
Тӗнче ҫанталӑкӗ ӑшӑнма пуҫлани эскимоссен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ — Ҫӗр чӑмӑрӗн сивӗ полюс тӑрӑхне куҫакан чӗрчунсене ятсем пама та ӗлкереймеҫҫӗ.
Ленинград облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсен йышӗ ҫитмӗл ҫынран ҫеҫ кӑшт нумайрах.
Нивӑхсем (е киляксем)
Уяв тумне тӑхӑннӑ нивх
Хабаровск енӗнчи Амур шывӗн вӑрринче тата Сахалин утравӗнчи ҫурҫӗр енче пурӑнаҫҫӗ. Халӑх ячӗ «ҫын» тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех хӑйсене «гилэми» — «кӗсменлӗ ҫын» — тенӗ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра 4 пин ытларах нивӑх пурӑнать.
Красноярск (Хӗрлӗ Ҫыр) енӗн Таймыр районӗнчи тухӑҫ енче тата Дудинка хула администрацийӗн ҫӗрӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Ӑнканасансем — Евразинчи чи ҫурҫӗр енче пурӑнакан халӑх. Раҫҫейре 860 ҫын шутланать. Хӑйсене «ня» теҫҫӗ, чӑвашла «тус-юлташ» тени пулать.
Чи ҫурҫӗрелле пурӑнакан тӗрӗк чӗлхеллӗ халӑх шутланать. Православи тӗнне илсе килнӗ хусахсем (казаксем) тулхансене хӑйсен хушамачӗсене панӑ пулать: Кудряков, Жарков, Чуприн, Поротов. Вӑл хушаматсем хальхи вӑхӑтра та сыхланса юлнӑ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра вӗсем 8 000 патнелле. Тулхансем Хӗрлӗ Ҫыр енӗнче тата Саха Республикинче пурӑнаҫҫӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.