Agabazar // 4247.73.9091
2014.05.04 23:22 | |
Софья Савнеш // 2637.94.8479
2014.05.05 10:50 | |
10-мĕшĕнче пирки. Форумра, ахăртнех, чăн чăваш сăмахĕсем пирки унта. Икĕчĕлхелĕх пирки нимĕн те каламастăп. "Р"-ран пуçланаканни нмай паллах. Ав, Agabazar, эсир илсе кăтартнă тĕслĕхсенче те чăн чăвашла - Ăрсай, Ăракасси... | |
Agabazar // 4287.98.9253
2014.05.05 15:47 | |
13. Чăваш чĕлхинче местоимени арçын е хĕрарăма палăртмасть. «Вăл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тĕлĕнмелли çук пек).
Чăнах та тĕлĕнмелли çук. Çитменнине тата ку "местоименисене" çеç мар пырса тивет: глаголсене, япала ячĕсене ытти ят сăмахсене.... | |
Agabazar // 4287.98.9253
2014.05.05 15:53 | |
14. Чăваш чĕлхинче вăрăм сăмахсем тума пулать. Тĕслĕхрен, «ытарсапĕтермеллемарскерĕмĕрсем», куçарсан «вы мои, ненаглядные». (Халĕ чĕлхери çĕнĕ правилăсем ку сăмаха уйрăм çырма ыйтаççĕ-ха та…) Чăннипе вара çĕнĕ правилăсем апла çырма ыйтсах каймаççĕ. Ыйтаканни, пытармасăр каласан, пĕртен-пĕр çын: Виноградов хоспочын. | |
Софья Савнеш // 2637.94.8479
2014.05.06 10:44 | |
"Виноградов хоспочын" ыйтать пуль-ха, шкулта та çаплах ытаççĕ вара )) | |
Agabazar // 8119.3.2384
2014.05.06 11:23 | |
Кунта вара çакăн пек ыйту сиксе тухать: Мĕн тума кирлĕ "Правилăсем", енчен те эпир вĕсем çине мар, тĕрлĕрен "хоспочынсем" ("юлташсем") çине таянатпăр пулсан? "Правилăсене" ячĕшĕн çеç ăсталанă пек пулса тухать капла. Мĕн усси "Правиласене" пĕлнинчен, енчен те "Хыпарта" текстсене пурпĕрех Леонтьев хоспочын (юлташ) хушнă майлăн улăштараççĕ пулсан? http://chuvash.org/blogs/comments/2039.html | |
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 18:41 | |
16. Чăваш чĕлхинчи глаголсен (ĕçхĕл) тĕп формине словарьте хушу наклоненийĕпе кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, «лар» - сиди. Глаголăн палла мар форми «ларма» пулать.
Сăмахсарсенче "лар" тенисене "сиди" мар, "сидеть" тесе палăртаççĕ. Çапла йышăннă. (Тутарсен принципĕсем, сăмахран, пачах урăхла: Глаголсене унта лару, тăру, калаçу, мухтану евĕрлĕ палăртаççĕ; ман шутпа, пирĕн ăнăçлăрах). Инфинитива глаголăн паллă мар форми тени чăтма çук ăнăçсăр!!! Ытах "чăвашлатас" тесен ГЛАГОЛĂН ПАЛЛĂЛĂХСĂР ФОРМИ теме пулать. | |
Аксар Чунтупай // 1413.70.4490
2014.05.07 18:57 | |
Чĕлхе саккунĕсене пĕлмен çын сÿпĕлтетĕвĕ ку... Çавă çеç. Нумайрах итлĕр кун пек дилетантсене - ухмаха юлатăр. Вулăр филологи наукисен кандидачĕн Эдик Фоминăн "Чи илемлĕ чĕлхе" кĕнекине - тĕлĕнсе те савăнса çеç ларăр вара... | |
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 22:04 | |
Аксар Чунтупай // 1413.70.4490
2014-05-07 18:57 <<Чĕлхе саккунĕсене пĕлмен çын сÿпĕлтетĕвĕ ку...>> Ну ăнлантарса парăр, кам сÿпĕлтетет: 1)18 пункта шухăшласа кăларнă çын? 2)Скобкăсенче çав 18 пункта хак паракан Иринук? 3)Комментарисем çыракан Акапасар? 4)Комментарисем çыракан Админ? 5)1 комментари хăварнă Васса? Ну, хăшĕ? | |
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 22:07 | |
Тата мĕн килĕшменнине пÿрнепе тĕллесе кăтартăр, тархасшăн. Атту курттăммăн палăртатăр та, темĕн ăнланмаллах мар.... |
Тутарсем Салават кÿпперĕ теççĕ.