Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Великая цель образования - это не знания, а действие.
(Герберт Спенсер)
 

Софья Савнеш: Чӑваш чӗлхи пирки

Софья Савнеш30.04.2014 21:2018716 просмотров

Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».

1. Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин пӑлхар ушкӑнне кӗрет. Ҫак ушкӑнра вӑл – пӗртен пӗр «чӗрӗ» чӗлхе.

2. Чӑваш чӗлхинче музыка инструменчӗсемпе «вылямаҫҫӗ» - «калаҫҫӗ». Тӗслӗхрен, флейтӑпа кала.

3. Чӗлхере «да» сӑмах ҫук. Ун вырӑнне глагола тепӗр хут калаҫҫӗ. Тӗслӗх: Эсӗ килетӗн-и? – Килетӗп. («Ӑхӑ» сӑмахпа усӑ курма юрмасть-ши вара?)

4. «Ҫиллен» сӑмах «ҫил» сӑмахран пулнӑ. Вырӑсла «ветриться». (Сӑмах «ҫилӗ» («обида») сӑмахран пулнӑ мар-и?).

5. Литература чӗлхин никӗсӗ – Тутарстанри Буинск хулин чӗлхи. (Анатри чӑвашсен чӗлхи мӗнле-ши вара?)

6. Чӑваш чӗлхинче «красивый» сӑмах валли 50 синоним тупма пулать. (Тӑрӑшсан – чӑннипех те пулать!)

7. Чӑваш чӗлхинче атте тата анне енчи ватӑ ҫынсене расна сӑмахсемпе палӑртаҫҫӗ: асанне, кукамай. Вырӑсла «дедушка» ҫеҫ. (Мӗнех, илемлӗ сӑмахсем).

8. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхи авалхи чӑваш чӗлхинчен (пӑлхар) 100 яхӑн сӑмах йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – «жемчуг», «овраг», «серьга, «хозяин»…

9. «Радуга» чӑвашла «мост Азамата» куҫать – «Асамат кӗперӗ». (Шухӑша ячӗ. Мӗншӗн ҫапла куҫарнӑ-ши?)

10. Чӑваш чӗлхинче «р» сас паллинчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен. (Кун пек сӑмах шыраса тупма хӑтлантӑм – хальлӗхе тупаймарӑм-ха).

11. Чӗлхере янӑравлӑ хупӑ сасӑсенчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен.

12. «Урай» сӑмах этимологийӗ – ура айӗ.

13. Чӑваш чӗлхинче местоимени арҫын е хӗрарӑма палӑртмасть. «Вӑл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тӗлӗнмелли ҫук пек).

14. Чӑваш чӗлхинче вӑрӑм сӑмахсем тума пулать. Тӗслӗхрен, «ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрсем», куҫарсан «вы мои, ненаглядные». (Халӗ чӗлхери ҫӗнӗ правилӑсем ку сӑмаха уйрӑм ҫырма ыйтаҫҫӗ-ха та…)

15. «Воскресение» сӑмах «русская пятница» пек куҫать – «вырсарникун». Чӑваш чӗлхинче «хӑрах» сӑмаха «один из двух» куҫарма май пур.

16. Чӑваш чӗлхинчи глаголсен (ӗҫхӗл) тӗп формине словарьте хушу наклоненийӗпе кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «лар» - сиди. Глаголӑн палла мар форми «ларма» пулать.

17. Чӑваш чӗлхинче вырӑслинчи пек вид категорийӗ ҫук. Тӗслӗхрен, «делать» тата «сделать» сӑмахсене контекстра ҫеҫ ӑнланма пулать. Тӗслӗхрен, он видел (сам лично) – вӑл курчӗ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вӑл курнӑ.

18. Чӑваш чӗлхинче синоним нумай. Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – «ҫу» - 1. Масло; 2. Лето; 3. Май. 4. Некрещеный. 5. Мыть; 6. Идти (об осадках).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 1517.53.6164
2014.05.09 09:12
Чăваш чĕлхи пĕтсех лариччен Н.Хведереффа Çуралнă кун ячĕпе саламлама манса ан кайăр. Чăваш чĕлхипе телеграмма ямалла,кам хастарри?
2014.05.09 10:09
Аçтахар Плотников
Якур, темăна ан пăр.
Agabazar // 1575.43.6135
2014.05.10 10:51
Agabazar
17. Чăваш чĕлхинче вырăслинчи пек вид категорийĕ çук. Тĕслĕхрен, «делать» тата «сделать» сăмахсене контекстра çеç ăнланма пулать. Тĕслĕхрен, он видел (сам лично) – вăл курчĕ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вăл курнă.

Чăваш чĕлхинчи глаголсен вид (аспект) категорийĕ ПУР! Çитменнине пĕрре çеç те мар, темиçе! Анчах та вĕсен сĕмĕ вырăс чĕлхинчи пек мар, кăшт урăхларах. Кам çакна ăнланса илес тет, тархасшăн, Википедине пăхса илĕр. http://ru.wikipedia.org/wiki/Вид_(лингвистика)
Agabazar // 1562.39.2036
2014.05.11 14:34
Agabazar
Чăваш чĕлхинчи глаголсен, сăмахран, ак çакнашкал АСПЕКТСЕМ ("ВИДСЕМ") пур.
Пурлă-çуклă аспект: Тăватăп/Тумастăп.
Хутлăх аспекчĕ: Тăватăп/Тукалатăп.
Пултараслăх аспекчĕ: Тăватăп/Тăваятăп.

Калас пулать, Аспектсем ("видсем") глаголсен çеç мар, ытти пуплев пайĕсен те пур.
Серте Унтри // 4310.8.1159
2014.05.11 23:43
Найти бы горсточку Земли,
Как мы чуваши сторонимся,
Своих таких же чувашей
попав однажды на чужбину.

Agabazar // 7356.5.6343
2014.05.12 09:15
Agabazar
Эх, Серте Унтри, Ия çав, Ия...
Анчах таçти çичĕ ютра мар, хамăр çĕр çинчех çавнашкал.
Эсир те, ав, темĕнле империлле сăвă пеккисене туртса кăларасшăн. Мĕн пур унта, "Клеветникам России" тенинче (Пушкин) чăваша юрăхли?
Петĕр Хусанкая тăнлас пулать:
ТĂВАН ЧĔЛХЕ ВĂЛ — ЧУН ТУЙИ —
ВĂЛ СИСТЕРЕТ ЫР-УСАЛА....
2014.05.12 10:39
Аçтахар Плотников
темăран ан пăрăнăр!
Agabazar // 2343.3.5634
2014.05.12 16:32
Agabazar
Admin: "темăран ан пăрăнăр!"

"Тăван чĕлхе" тесе Петĕр Хусанкай шăпах ЧĂВАШ ЧĔЛХИ пирки калать. Ытларах "Клеветникам России" текенсене мар, Петĕр Хусанкайсене тăнлас пулать.
Agabazar // 1969.14.3540
2014.05.13 21:58
Agabazar
Глаголсен "вид" категорийĕ пирки малалла. Нимĕç, акăлчан чĕлхисенчи перфект, имперфект, перфектив, имперфектив тенисене илтнĕ ĕнтĕ. Вăт çавсене шута илсен курăнать ĕнтĕ "вид" тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕ пулни. Тĕрлĕ сĕмлĕ. Унта пур, кунта çук теме васкамалла мар.
Agabazar // 1195.39.4183
2014.05.14 23:26
Agabazar
Майăн 16-мĕшенче Чĕлхе комиссийĕн ларăвĕ пулать тенĕ.

Мĕн пирки калаçĕç-ши?

Урăхла каласан, ларăвăн кун йĕрки епле-ши?

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики