Ӗпхӳри Уес училищи (унта Чӑваш вырсарни шкулӗ вырнаҫнӑ) хӑйӗн истори сӑнне ҫухатма пултарать. Кун пирки «Ӗпхӳри арххӳтӗлев» юхӑм представителӗ пӗлтернӗ.
Ҫак ҫурта Ӗпхӳри уес училищи валли 19-мӗш ӗмер варринче хута янӑ. Кунта 1892 ҫултанпа чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа 1990-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ҫурта Чӑваш вырсарни шкулне панӑ. Таврапӗлӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫурт унчченхи сӑнне ҫухатӗ.
— Ҫурт япӑх мар сыхланса юлнӑ. Кӗперне вӑхӑтӗнчи аркӑсем, рамӑсем, чӳрече ҫинчи фурнитурӑсем, юман алӑксем юлнӑ, — теҫҫӗ «Арххӳтӗлевҫӗсем». — Ҫурта юсамалла, анчах ҫӗнетмелле мар.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче таврапӗлӳҫӗсем чан ҫапма тытӑннӑ. Чӑваш вырсарни шкулне йӳнӗпе тара пама шухӑшланӑ-мӗн: 1 тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ. Таврапӗлӳҫӗсем, «Ӗпхӳри арххӳтӗлевҫӗсем» юхӑм, Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳлӗхӗ тата ыттисем ҫакна хирӗҫ. Анчах Ӗпхӳ мэрийӗ хӑйӗн шухӑшӗ ҫинчех тӑрать. Хула канашӗ культура еткерӗн япӑх ҫурчӗсене тара пама йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш вырсарни шкулӗ пӗрремӗш пулӗ. Хулан юхӑннӑ ҫуртсене юсама укҫа ҫук теҫҫӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ыйту каллех ҫӗкленнӗ. Чӑваш общественникӗсем каланӑ тӑрӑх, вырсарни шкулне путвалти темиҫе пӳлӗме куҫма сӗннӗ.
— Чӑваш ачисем тата аслӑ ӳсӗмрисем ҫак шкула 22 ҫул тӑван килне ҫӳренӗ пек килеҫҫӗ. Кунта Ӗпхӳри тата Пушкӑртстанри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Кунти пӳлӗмсем паллӑ Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Пире урӑх ҫӗре куҫарсан чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе пыма пӑрахасран шикленетӗп. Ку чӑваш ачисем хӑйсен халӑх культурине, йӑлине вӗренессине япӑх витӗм кӳрет, — тенӗ Чаваш вырсарни шкулӗн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова.
Ашшӗ-амӑшне вырсарни шкулӗ ӑҫта пуласси пӑшӑрхантарать. «Тепӗр ыйту канӑҫсӑрлантарть: юсав ӗҫӗсем вӗҫленсен вырсарни шкулӗ валли мӗн юлӗ? Планпа килӗшшӳллӗн ҫуртӑн пӗчӗк пайне ҫеҫ — туалет ҫывӑхӗнчине — пире валли уйӑрӗҫ. Пире ку ытла хака кайса лармӗ-ши?» — шухӑшлаҫҫӗ общественниксем.
Agabazar // 2735.35.3842
2014.03.23 13:58 | |
Ĕнтĕ малашне чăвашсен "Крым пирĕн!" тесе мухтанасси çеç юлать пуль. Урăх нимĕнле шанчăксем те умра курăнсах каймаççĕ. Апла-капла сăмах хушма хăтлансанах "Килте чăвашла вĕрент!" тесе кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе сике-сике ÿкеççĕ. Уйрăм çынсем çеç мар, ушкăнĕ-ушкăнĕпе.... |