Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.30 01:31 | |
Эп ăнланнă тăрăх телевизор пăхакансем пурте Украинăри лару-тăрăва пĕрешкел хаклаççĕ. Зомбоящик хăйĕн ĕçне тăвать... | |
Agabazar // 3704.38.3994
2014.01.30 10:45 | |
Майдана тĕрĕс ăнланас тесен Зомбоешчĕкпе çеç çырлахмалла мар. Интернетра ытларах уçăлса çÿремелле. Зомбоешчĕк вăл —пропаганда. Вăл Раççей влаçĕн позицине çеç палăртать.
Халлĕхе киле ĕç сайтçăсене: Мĕншĕн Газпром Украинăна газ Германиерен пысăкрах хакпа сутнă? (Ара, Германи Украинăран аяккарах вырнаçнă вĕт-ха чăннипе). | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.30 17:29 | |
Акасапара в Президенты! Унашкал пĕтĕмпех ăнланакан çын халлĕхе чăвашра çуралман-ха. | |
Аксар Чунтупай // 1219.21.7263
2014.01.30 18:59 | |
Хахолсене пит лайăх пĕлетĕп эп (Украинăра çар хĕсмĕтĕнче пулнă): вĕсем пурте влаçшăн, уншăн пĕр-пĕрне кăшласа яма хатĕр, ним те мар сутма пултараççĕ. Мазепăна аса илĕр. Кĕскен, Раççейсĕр йĕрке пулмĕ. Ялан çапла пулнă. Пулать те... | |
Agabazar // 3926.72.5424
2014.01.30 19:18 | |
Мĕнле "йĕрке" кирлĕ вара сире Украинăра? Влаç тени вăл "хаххулсене" çеç мар, пурне те илĕртет. Ав Аршинова Пензăран Чăваша пырса çитнĕ. Влаç çук пулсан ним те тăваймастăн. Расчашкă тухса çапасси те ав пысăк проблема влаç çук чухне.
Аксар Чунтупай:"Мазепăна аса илĕр..." Анна Политковская журналистăн хĕр чухнехи хушамачĕ Мазепа пулнă. http://ru.wikipedia.org/wiki/Политковская,_Анна_Степановна | |
Agabazar // 3926.72.5424
2014.01.30 19:27 | |
Хÿри татăлса ÿкнĕ пулсан та каçă ĕçлет.
Аксар Чунтупай:"Кĕскен, Раççейсĕр йĕрке пулмĕ..." Куратпăр ĕнтĕ Раççей мĕнлерех "йĕрке" тунине: Газ пуринчен те хаклăрах хакпа сутать, ытти суту-илĕве йывăрлатать, Крыма, Севастополе, Тузла утравне, Азов тинĕсĕн акваторине хапсăнать, лешсем украинлах калаçма тăрăшнăшăн вăрçăнать... Украина — суверенлă, пăхăнманлăхлă патшалăх. | |
Тимӗр // 2159.72.9502
2014.01.30 22:22 | |
Латви,Литва,Эстони пирки те çапла шктланăччĕ эпир:пĕтеççĕ пирĕнсĕр тесе.Тем лешсем васкамаç пирĕн юратнă Раççей ытамне тепĕр хут кĕрсе ÿкме.Айвансем ăнланмаççĕ:кунти пек лайăх пурнăç ниçта та çук.Пенси параç,ирĕклĕ суйлав,стабильнăй пурнăç. | |
Agabazar // 3926.72.5424
2014.01.30 23:40 | |
Timer:"Айвансем ăнланмаççĕ:кунти пек лайăх пурнăç ниçта та çук.Пенси параç,ирĕклĕ суйлав,стабильнăй пурнăç."
Эчсемри, ку хоспочын пиртен куçкĕрет кулать вĕт! Мăшкăллать! Епле чăтмалла ку намăса! | |
Владимир // 5353.5.8076
2014.01.31 06:56 | |
Украина ятлă патшалăх нихăçан та пулман, Киевская Русь тата Украинская ССР пуçне. Вĕсем, казаксем, таркăн хреçченсем, вăрă-хурахпа кăна тăранса пурăннă халăхсенчен пуçтарăннă. Казацкая вольница -хальхи вĕсен Майданĕ. 13-17мĕш ĕмĕрсенче Польша (Речь Посполитая), Турция (Османская империя)тата Россия халăхăсем хушшинче тĕркешсе майланкаласа пурăннă. Хĕссе çитернĕ те вĕсене поляксемпе туркăсем, вара вырăс патшине, Алексей Михайловича, пуç çапнă 1654-мĕш çулта. | |
Agabazar // 1193.29.1441
2014.01.31 08:50 | |
Володя:"Украина ятлă патшалăх нихăçан та пулман, Киевская Русь тата Украинская ССР пуçне."
Чăннипе каласан "Киевская Русь" текен патшалăх та нихçан та пулман. Пĕрремĕш хут вăл ăнлава 1837-мĕш çулта ШУТЛАСА КĂЛАРНĂ. "Русь" тесе Скандинавирен килнĕ варягсене каланă. Вара мĕн? <br>Володя:"...вара вырăс патшине..." Вырăс патшисем украинсенне турккăсемпе поляксенчен те ытларах тĕнкине илнĕ. |