Agabazar // 1193.29.1441
2014.01.31 08:50 | |
Этот комментарий удален. Причина: Хам кăларнă: Ăнсăрт дубль | |
Владимир // 2122.45.1486
2014.01.31 20:13 | |
Ку Майдан революци хăçан та пулса пĕтет пулĕ-ха.Анчах та, кайран мĕнле çулпа утасшăн ши вĕсем? Çĕнĕ правительство ик майлă пулма пултарать ĕнтĕ: е,1-мĕшĕ-Раççейе хирĕç, е, 2-мĕшĕ- Раççей майлă. Урăхла каласассăн- е Раççей укçипе, е Европа укçипе. Кусем вара унтан та кунтан та усă курасшăн. Анчах та ик тенкел çинче нумаях ларса пĕтерейĕç-ши? | |
Владимир // 2122.45.1486
2014.01.31 20:19 | |
Самай хăрушши, паллах украин халăхĕ ик пая пайланса кайма пултарать. Ахальте унта çурри вырăс чĕлхеллисем тата православи йĕркипе пурнаканнисем. Кусем вырăс халăхĕнчен нимле ылтăн сĕнсен те уйрăлмаççĕ. Вара мĕншĕн ха Украина миçе çул хушши кут вырăнне тупаймасть, лăпланмасть. | |
Тимӗр // 1639.25.8139
2014.01.31 21:51 | |
Хохолсем пирĕнсĕрех татаса парĕç хăйсен шăпине.Пирн ĕç çук унта.Хамăрăн проблема сахал-им? | |
Agabazar // 1324.01.3933
2014.02.01 08:47 | |
Володя:"Ку Майдан революци хăçан та пулса пĕтет пулĕ-ха." Нихçан та пĕтмест.
Володя:"1-мĕшĕ-Раççейе хирĕç, е, 2-мĕшĕ- Раççей майлă" Тĕрĕссипе вара Раççĕйĕн икĕ çул: е Украинăна хирĕç, е Украинăна чăрмантармасăр... Володя:"Раççей укçипе, е Европа укçипе..." Никам та пустуй (условисĕр) укçа памасть. Укçана кивçен параççĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.01 09:10 | |
Акасапарĕ тата пит нумай пĕлнĕ пек тыткалать хăйне, Володя ним те пĕлместь имĕш. Вот çавăн пек тыткалаççĕ те хăйсене Галици хохолĕсем, Акасапарпа пĕрешкел ĕнтĕ, çавăнпа вĕсен урапине кустарать Акасапар.Пуçсене каçăртнă,кăшкăраççĕ-пакартисем курăнаççĕ. | |
Agabazar // 2111.73.8654
2014.02.01 11:13 | |
Володя:"Самай хăрушши, паллах украин халăхĕ ик пая пайланса кайма пултарать." Мĕн апла-капла шахвартса тăратăр? Калăр тÿрех: Пайланасса çĕрĕн-кунĕн кĕтетĕп, тейĕр.
Володя:"Ахальте унта çурри вырăс чĕлхеллисем" Сире мен ытларах килĕшет: украинсем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçни е украинла калаçни? Тепĕр майлă: вĕсем вырăсла калаçни усăллăрах е тăван чĕлхепе калаçни? Чăвашсем тĕлешпе çав ыйтăвах парсан мĕн тенĕ пулăттăр? Шет пирĕн чăвашсем тăван чĕлхерен пăрăннишĕн те савăнмалла? Володя:"Кусем вырăс халăхĕнчен нимле ылтăн сĕнсен те уйрăлмаççĕ." Вара çавсем вырăс халăхĕн пайĕ-ши е украин халăхĕн пайĕ??? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.01 11:24 | |
Эп çакна пĕлетĕп, хисеплĕ Володя. Темле ылтăн сĕнсен Акасапар та Илле Иванов та Чăвашлăх çинчен манса каяççĕ. Вĕсене сĕнсе пăхаканнисем сайра, таçта аякра. | |
Agabazar // 2111.73.8654
2014.02.01 11:39 | |
bor1959:"Галици хохолĕсем,"
Галици хаххулĕсем украин чĕлхине сыхласа хăварнă. Вĕсем пулмасан украин чĕлхи тахçанах вилĕ шăтăкĕнче выртмалла. Кубаньти пек. Е Белоруссири белорус чĕлхи пек. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.01 14:44 | |
Володя статьяра питĕ ĕнентерÿллĕ çырса кăтартнă,маттур виçĕ хутчен!!!Акасапар пеккисем,мартен патĕнче пĕр смена та пулин тăрса курманнисем,шахтăна анса хуть пĕр уйăх та пулин кăмрăк тусанне çăтманнисем,стройкăра раствор йăтса кирпĕч хурса курманнисем, бетон пирки каламастăп та. Вăт çавăн пеккисем пăтратаççĕ Майданра çамрăксен пуçĕсене.Акасапара тахçанах ялхуçалăх экономикине хăпартма хутшăнтарасшăн,çук, унта вăл ăшă кантуртан ма каять? |