Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +8.3 °C
Без зажиточной жизни в народе не воспитаешь добрых качеств.
(Сюнь-цзы)
 

Аçтахар Плотников: «Хресчен сасси» те Республика кунӗ хӑҫан пулнине пӗлмест

Аçтахар Плотников10.01.2014 19:3619973 просмотров

Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.

Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ). Кун хыҫҫӑн вулавӑша кайса ытти хаҫатсене те тӗрӗслес килет — республикӑра тухакан хаҫатсем Республика кунӗ пирки астӑваҫҫӗ-и, е ҫук?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 3913.58.4645
2014.01.22 11:37
Васса,пулмасть пуль нимте.Пăлхарти Яклычевăна аври хыççăн пулăшма чĕнсе каланăччĕ ку сайтра.Бор,Тимер пулăшни паллă пулчĕ.Акапасар тем те шутласа кăларчĕ ялани пекех.Килĕшмерĕ.Якура шанма пулать.Пуяна.
Тимӗр // 4108.77.3149
2014.01.22 12:41
Пулнăччĕ кун пекки.Май килнĕ таран реально пулăшрăмăр.Йывăр вăхăтра та пĕр-пĕрне пулăшмасан мĕнле пурăнмалла чăвашăн.Тав турра пур-ха маттурсем ,чăваша пулăшма хатĕррисем.Конкретлă ĕç тăвакансем нумай.
Agabazar // 1261.69.4223
2014.01.22 15:01
Agabazar
Timer:"Пулнăччĕ кун пекки.Май килнĕ таран реально пулăшрăмăр..."
Атнер:"...Бор,Тимер пулăшни паллă пулчĕ..."
Чăннипе нимĕн те паллă мар. "Хыптарса" ларма эп те пултаратăп. Гаишник, Аршинова, Иванов, Петров, Сидоров та панă теме пултаратăп, сăмахран. "Попробуй доказать обратное!"

Пулăшу çавăнпа пулăшу вăл: ăна каппайланма, пиар тума мар, пулашма параççĕ. Тепĕр тесен, эп пиар тунине те хирĕç мар-ха. Вăл та кирлĕ япала. Çапах та каппайланăва йышăнма хĕн.
Васса // 1054.74.7148
2014.01.22 16:42
Нимĕн те тумаççĕ тесе каланăран кăна çырас терĕм, нимĕн те кирлĕ мар сиртен, хамăр шкултах 2 пин тенкĕ пухрăмăр, Тăхăрьялăн ытти шкулĕсенчен тата пухăнать.Хамăр вăйсемпех Урташа, Юмана, Ухлие,А.Назула, И.Петрова-Нарса,Кăлкана,Юркина, Тимофеева,Н.Петровскаяна асăну хăмисем уçнă эпир.
Тимӗр // 5098-4118
2014.01.22 21:28
Иван Юркинăн музейне район пуçлăхĕпе пĕр пысăк чăваш бизнесменĕ ремонт тăватпăр тенине илтнĕччĕ.Унта çити пырса хамран музея валли парне панăччĕ.Ашмаринăн вăрçă вăхăтĕнче тухнă словарĕ тата В.В.Николаевăн"Чувашский костюм" кĕнеки.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.23 08:52
Акасапар,мĕн чăн-чăн "чăваш хĕрарăмĕ" пек кĕлмĕçленсе ларан? Анлăрах тата ансатрах пулма тăрăш-ха.Акасапар:"Гаишник, Аршинова,Иванов,Петров,Сидоров та панă теме пултаратăп, сăмахран." -эс апла ан кала,чăвашлăх тĕнчинче ытлашши нумай пулăм пулсах пымасть,эп шутланă тăрăх Акасапар пĕтĕм пулăмсене пĕлсе тăрать.Акасапар:"Попробуй доказать обратное!" -çапла калас вырăнне хăв мĕн тунине пире каласа пар та ĕçĕ те пĕтнĕ.Каласа парас килмесен ан кала, çилленессĕм çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.23 09:09
Акасапар питĕ Аршинована хирĕç калаçать.Эп Аршинована хамăн кумир теместĕп.Анчах хамăр чăваш хĕрĕсем Патшалăх Думине кайма пăрахăç тунă вĕт,вĕсене пĕремĕк кăтартнă та.Акасапар хатĕрле "хăвăн" кандидарурине(тăван-пĕлĕшсене,пĕрле вĕреннисене,пĕрле ĕçлекеннисене), унсăрăн мĕн çыран?Ав Федераци Советĕнче пирĕн Николаева текен хĕрарăм ларать, именно ларать.Мĕн енчен вăл кăмăллăрах Аршиноваран?
Тай // 3913.58.4645
2014.01.23 09:23
Ман шутпа Аршиновăна депутатсем ырланине пурте пĕлеççĕ.Конгресс хирĕç пулман.Акасапар плакатпа тухман.Халь тин мĕн кăшкăрса ларатăр кунта
Agabazar // 2893.64.7402
2014.01.23 12:22
Agabazar
Кунта та кĕрсе кайнă иккен хайхи тепĕр "сÿпĕлтетевçĕ".
Килсе çитеççĕ ак хайхи борсем те Якурсем кăшкăрашма. "Тай тĕрĕс калать! Тай молчеццă!" —текелĕç. Çапла ĕнтĕ вăл, намăс-симĕсе йăлтах манса кайсан.

Йĕкĕлтешсе тенĕ пек "ман шутпа" текелеме те ÿркенмест-ха ку сайтçă.

Тай:"Акасапар плакатпа тухман" Ах, шалккă Тай текенскере: ăна Акапасар пысăк хуйха ÿкернĕ иккен. Хальчченех хурланатар-и вара Акапасар плакатпа тухайманшăн пăшăрханса? Шалккă, шалккă çынна...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.23 19:13
"Акасапар плакатпа тухайманшăн пăшăрханмастпăр-ха эпир"-тесе çырма пултарать Тай.Эпир пăшăрханатпăр çакăншăн: Акасапар тухмасть ниçта та плакатпа та, плакатсăр та,анчах та тухаканнисене витлесе çырса ларать ăшă пÿлĕмре.Пăшăрханатпăр çын куçĕнче çÿп кураканни хăйĕн куçĕнче пĕренене асăрхама пултариманнишĕн.Вот çапла Акасапар-хăта.Çав хушăрах сана хирĕç мар эп,мораль правипе килĕшсе пурăнмалла тесе çеç каласшăн.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики