Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
В страхе и опасности мы более склонны верить в чудеса...
(Цицерон)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124398 просмотров

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Вихтăр // 1160.63.0741
2014.01.02 13:02
Çырманччĕ нумай пулать, анчах Акапасар ыйту пани кăмăла каймарĕ."Апла пулсан мĕншĕн ăна кунта ертсе килтĕр тата(Аршинована)?Госдумăна ун вырăнне Тимере, Якура е Микулая янă пулсан пин хут усăллăрах пулатчĕ".Ертсе килекенĕсем пулнă Архипов и Леонтьев пеккисем-хирĕç пĕр сăмах та хушмарĕç. Вырăнĕ пулнă Олимпиада Иванован Чăвашран,ăна темскер парса астарнă та "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕ,вара чиксе хунă Аленăна.Кунта Акапасар пĕлмесĕр çырни килĕшмерĕ те виç сăмах хушас терĕм.
Agabazar // 3512.26.8922
2014.01.02 15:03
Agabazar
Migulaj:"Admin! Эсĕ урăх çыннăн куçĕнче пĕчĕк шăрпăк пĕрчине куратăн, анчах та хăвăн куçăнти пĕренене асăрхамастăн."

Кунта эпир Admin мĕн каланисене шĕкĕлчеместпĕр. "Хыпар" хаçат тата ăна ертсе пыракансем çинчен пырать сăмах.

Тата çакна асра тытмалла: 1)Admin яланах тĕрĕс калать; 2)Admin тĕрĕс мар калать пек туйăнсан — пĕрремĕш пункта пăхăр.
Agabazar // 4211.09.0448
2014.01.02 16:41
Agabazar
Вихтăр:"...анчах Акапасар ыйту пани кăмăла каймарĕ..."

Акапасар нимле ыйту та паман! Парсан та - риторикаллине çеç! Аршинована Чăваш Ене илсе килесси-килесмаррине Леонтьевсем мар татаса параççĕ. Кунашкал ыйтусене чылай çÿллĕрех вырăнсенче шĕкĕлчеççĕ! Кулмалла пулса тухать: Леонтьев Пензăна командировкăна кайнă та, унта Аршинована тупса килнĕ пулать! Ха-ха-ха-ха-ха-ха-ха!!!!
Agabazar // 4211.09.0448
2014.01.02 18:52
Agabazar
Вихтăр // 1160.63.07412014-01-02 13:02 <<Ертсе килекенĕсем пулнă Архипов и Леонтьев...>>

Ак мен тенĕ леш Вихтăр....

Эх-ха-хай! Çапах та пурнас тетпĕр эпир те...
Тимӗр // 2612.29.0420
2014.01.02 22:02
Вихтăр тĕрĕс калать.Вăл асăннă çынсем чач-часах Патшалăх Канашĕн депутачĕсен сессийĕсенче е ытти сумлă кĕрекесенче ларнă ун чух.Пĕри ЧНК президенчĕ,тепри çумми.Халăх ячĕпе витĕннĕ пулсан та пĕр сăмах та калама пултарайманни пирки каланă ĕнтĕ маттур çын Вихтр.
Якур // 2965.43.7736
2014.01.02 22:11
Акапасар каллех шăртать, вăл çырать:"<<Ертсе килекенĕсем пулнă Архипов и Леонтьев...>>". Анчах та Вихтр çырни пач урăхла:"Ертсе килекенĕсем пулнă Архипов и Леонтьев пеккисем-хирĕç пĕр сăмах та хушмарĕç. Вырăнĕ пулнă Олимпиада Иванован Чăвашран,ăна темскер парса астарнă та "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕ,вара чиксе хунă Аленăна". Акапасар ĕмĕрех ухмаха персе ирттерет.
Agabazar // 1545.79.4031
2014.01.02 22:46
Agabazar
Timer // 2612.29.0420
2014-01-02 22:02
<<Вихтăр тĕрĕс калать>>
Курăр-ха, ку та Аршинована Пензăран Архиповпа Леонтьев илсе (ертсе) килнĕ тесе шутлать иккен.

Эх-ха-хай! Çапах та пурнас тетпĕр эпир те...
Якур // 2965.43.7736
2014.01.02 23:15
Аршинова пире ним те тума кирлĕ мар. Унсăр пур ГД-ра Шурчанов,Семенов,Аксаков,Тихонов - пурте чăвашсем, кусене кам илсе килнĕ( Аршинови хуть темиçе хутчен Шупашкара килсе кайрĕ, халăхпа тĕл пулам пекки турĕ). Акапасар Аршинована илсе килнĕ, только Акапасар хăйĕн юлташĕсемпе.
Тимӗр // 1094.20.4285
2014.01.03 22:01
Акапасар.Аршиновăна эсĕ асăннă çынсем пеккисем,е урăхла каласан, чăвашлăх çине тахçанах алă сулнă çынсем илсе килме килĕшнĕ.Сансăр пуçне кăна пурте тахçанах ăнланнă.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 22:36
Agabazar
Сайтри сынсене тепĕр хут аса илтеретĕп: Эп çак Тимĕре хама "эс" теме нихçан та ирĕк паман.

Аршинова патне кайтăр та —тăраниччен унпа "эс" тесе калаçтăр!

"Илсе килме килĕшнĕ" (?!) тени ун çăварĕнче ак çапларах илтĕнет (аналоги вырăнне...):"Сталин кукка пит лайăх çын пулнă, вырăнти пуçлăхсем çеç çулпуç сăмахне итлемесĕр усал ĕçсем тунă".

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики