Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Знание умножает скорбь, седину и морщины.
(Мавпа)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124395 просмотров

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 22:48
Agabazar
Ĕнтĕ Тимер пулнă пулсан пуçлăхсен вырăнĕнче нихçан та кунта ютсене сăлтавсăр илсе килес çукчĕ. Çапла-и? Матросов пек амбразура çине выртатчĕ пуль, сăнарлă каласан.

Эпир вара çакна калама пултараймастпăр.

Апла-и, капла-и — А. юлташа кунта Архиповпа Леонтьев мар илсе килнĕ.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.03 23:25
Admin! Чăваш чĕлхине пĕтернĕ вăхăтра шовинизм пирки шутлани вăл миçе питлине кăтартаь?
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.04 12:26
Архипповпа Леонтьевăн хăйсен статусĕ тăрăх тивĕç пулнă çав майра пирки татăклă сăмах калама.Е вĕсем влаçĕнне çулама кăна пĕлеç.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 16:10
Admin! Манăн тĕп уйрăмлăхсенчен пĕри - Турă панă илемлĕ чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи çăтса ан ятăрччĕ тени çеç пулать. Çавăнпа эпĕ каллех сана Чăваш чĕлхин комиссийĕнче чăваш кун ячĕсене каллех пĕрле çыртарасси пирки сӳтсе явассине çĕклемелле тесе аса илтересшĕн. Атту кая юлма пултарать. Ху çырман-им çакна:" Чи япăххи — халь вĕрентекенсем те каялла куçасшăн мар, хирĕç. Университет ĕçченĕсем те уйрăм çыртарасшăн"?
2014.01.04 16:23
Аçтахар Плотников
Чăваш чĕлхин комиссийĕ иртнĕ çул ПĔРРЕ те пухăнмарĕ. Кун пирки çырасшăн-ха, анчах епле майпа çутатмаллине пĕлместĕп.
<br>Унта, Микулай, йывăртăрах. Тепре çĕклесен те çавсемех хирĕç тăрĕç. Шухăшне улăштарман вĕт вĕсем. Маларах тавлашуллă ыйтусене татса памалла: мĕншĕн пĕрле çырмалла, мĕнле концепци çине таянмалла. Пĕрле çырассинче те унта йывăрлăхсем çук мар. //кунта «Хыпар» теми
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 18:09
Вара мĕн сăлтав пирки çав манкуртсем (Леонтьевсем)чăваш кун ячĕсене уйрăрса çырма тĕл тунă пулнă?
2014.01.04 18:30
Аçтахар Плотников
Ансан каласан, малтан вырăс чĕлхинче пĕрле çырăнсан, чăвашлинче те пĕрле çырнă: ялхуçалăхĕ, вăрман хуçалăхĕ. Паллă ĕнтĕ, хăшĕсене ку килĕшмен: ма пĕри уйрăм, ма тепри пĕрле? ыйтнă вĕсем. хайхи пĕр никĕс тупас тесе пулинех Иван Андреевич Андреев пур сăмаха та уйрăм çырма сĕннĕ (унччен вăл сĕннипех маларах та çак йĕркене икĕ хут кĕртсе пăхнă, анчах ун чухне вăл йĕрке нумай тытăнса тăман).
Ку пысăк ыйту, ун валли ятарлă уйрăм статья кирлĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.04 18:59
Акасапар хăта,кутăна ан пер!Только сан пек йĕкехÿресем,сан патронсем Архипăфффпа Леонтьăфф пеккисем Аршинована илсе килнĕ.Сăмах майĕн каласан,эс Акасапар Тимĕрĕн чĕрни вĕçне те тăмастăн,пуплен кăна.Тимĕр пĕрре кăна мар амбразурăна выртнă чăвашлăхшăн!Юлашки хут пулнă нумай пулмасть:çулталăк каярах Архиппăфф ирĕк панипе Реклама кампанийĕ ЧНК çурчĕ умĕнче котлован чавнăччĕ,ара темле вырăс-еврей рекламин Щитине лартас тесе.Бетон ярас умĕн Тимĕрпе тепĕр юлташ çав шăтăка кĕрсе выртрĕç.Акасапар мар,вăл чĕç туса яратчĕ,латнă уна чĕнмен.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.04 19:06
Чăн та,латнă Акасапара чĕнмен.Аттун Акасапар-паттăр тесе чĕнмелле пулатчĕ уна.Вара çав Реклама кампанийĕн ним те тумалли юлмарĕ,как ретироваться несолоно хлебавши.Хотя Архиппăффне кăшт укçа хĕстерсе парам пекки тунă хăйсем.А лешне нумай кирлĕ мар вĕт, пулштух кăтартсанах сутса яма хатĕр такама та.Нумайрах панă пулсан хăпмаççехчĕ ĕнтĕ леш кĕрешÿçĕ-хастарсем.Акасапар,слабо шăтăка кĕрсе выртма, когда уже миксер с бетоном готовы тебя завалить,А?
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.04 20:08
Апла халĕ Вăтаçĕр тинĕсе (The Mediterranean Sea) мĕнле тĕрĕс çырмалла? Улатаккана, йĕкехӳрене? Тавтапуçа? Ăмăрткайăка?Вунпиллĕке?
Çавсем (Андреев, Леонтьев) чăваш чĕлхине мăшкăлани пулать.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики