Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Я вступаю в дружбу лишь с очень немногими, но зато дорожу ею.
(К.Маркс)
 

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720564 просмотров

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1436.50.2334
2013.11.20 18:24
Agabazar
Ку статьяна "Хыпар" -сем кунта килсе пăрахрĕç-ха та, анчах мĕншĕн хăйсем çакăнта çитсе витĕмлĕ сăмахĕсене каламаççĕ?
2013.11.20 19:50
Этот комментарий удален. Причина: пусламаше сухална
2013.11.20 19:55
Пурнăç çулĕ çинче эпĕ тĕлĕнмелле çынсемпе пĕрре кăна мар тĕл пулса. Геннадий Волков пирĕн района учительсен конференцине килнĕччĕ, район пуçлăхĕ пулăшнипе манăн пĕрремĕш кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекене Волкова парнелерĕмĕр. Вăл питрен чуп туса мана пил пани мана татах та çырма хавхалантарчĕ.Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке кăларма ал çырăвĕсене валли рецензи кирлĕ пулчĕ, писательсенчен илмелле, терĕç. "Хатĕр пул" журналта паллашнă Александр Медведевпа(декан чувашского факультета педуниверситета) Осип Алексеев(Ăсан Уçăпĕ) мана пулăшрĕç. Рецензисене халĕ те тирейлĕ упратăп
2013.11.20 19:57
Ман кĕнекене издательство планне кĕртрĕç, 13 çул каялла кунта кун çути курнă пĕртен-пĕр издательство кĕнеки мана валли ĕмĕр асăнмаллăх парне пулчĕ. 2012-мĕш çулта хам вăйпа кăларнă краеведени кĕнекипе республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма шутларăм. Конкурса хутшăнма рецензи кирлĕччĕ. Виталий Петрович Станьял, вăхăт çуккине пăхмасăр, манпа тĕл пулчĕ, рецензи çырса пачĕ.
2013.11.20 19:59
Пĕрремĕш вырăн никама та памарĕç, Шупашкарти пĕр учительпе иксĕмĕр иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Шутласассăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле, ман кĕнекене вуласа килĕштернĕ, питĕ паха рецензи çырса пама вăхăт тупрĕ! Мана, пĕчĕк чăваш хĕрарăмне , пысăк çынсем пулăшма кăмăл турĕç! Пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп. Пурнан пурнăçра тĕлĕнмелле тĕл пулусем, хам пурăнсан, татах та пулĕç-ха.
Галина // 1690.07.4282
2013.11.20 20:02
Ятлаçма пăрахăр, тархасшăн.Эсир пĕчĕк ачасем мар-çке.
Agabazar // 2926.69.8289
2013.11.20 22:54
Agabazar
Vyacheslavna:"Хатĕр пул" журналта паллашнă Александр Медведевпа(декан чувашского факультета педуниверситета)" Мĕнле Александр Медведев? Александр Мефодьев мар-и?
2013.11.21 19:22
Каçарăр, тархасшăн. Паллах, Александр Мефодьев! Алексей Фомич Медведев - писатель, ман ентеш. Вăл та мана ырă канашсемпе пулăшса.
2013.11.21 19:22
Каçарăр, тархасшăн. Паллах, Александр Мефодьев! Алексей Фомич Медведев - писатель, ман ентеш. Вăл та мана ырă канашсемпе пулăшса.
Agabazar // 1996.39.8991
2013.11.21 19:32
Agabazar
Темех мар! Пулать вăл ун пекки!

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики