bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.09 18:09 | |
Вот тĕрĕс çырать Петюк пичче. Интернетра вĕрентекенсем нумайланса пыраç,ĕçлес шухăш сахалтарах. Вĕсенчен пĕри Акасапар-хăта. Интернетра палкаса ларасси те профеççи пулса пырать. Тĕлĕнмелле, пĕр 5 çул та иртмерĕ интернет анлă сарăлса кайни. Кун пек темпсемпе кайсан выçса вилеппĕр вĕт! | |
Agabazar // 4340.3.0022
2014.01.09 19:10 | |
"Борăн" тата ун умĕнчи сайтçăн тăнлантарăвĕ акă мĕне аса илтерчĕ.
...1941-мĕш çул. Кĕркунне. Мускав. Пурте фашистсен тапăнăвне сирсе яма хатĕрленеççĕ: баррикадасем, "чĕрĕпсем" ăсталаççĕ, сывлăш шарĕсем тата ытти çавнашкал ĕçсем... Çакăнта пĕри пырать те ÿкĕтлеме пуçлать:"Мĕн пустуй аппаланмалли пур, нимĕçсене пĕрех чараяс çук, тавайăр киле, ăшă çĕре!" Кам теме пулать çавнашкал "шептуна"? Тата ăна мĕнле шăпа кĕтет пек? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.09 19:23 | |
Акасапар,эс чăвашла вулама пĕлетни.Эпĕ тата Петюк шăп та шай сана ĕçлеме,"чĕрĕп" ăсталама, сывлăш шарĕ çакма чĕнекеннисем. Эс, яланах ухмаха перекен Акасапар, çын çине ан йăвантар. | |
Тимӗр // 1745.04.8624
2014.01.09 22:17 | |
акпасар,,баррикада тума тухмалла сан!А эсĕ саккун ирĕк панипе пĕр пин тенкĕ шеллетĕн мăнаçлă чăваш чĕлхипе çырнă банер валли.Вăт сан пеккисемпе вăрçă вăхăтĕнче мĕн пулатчĕ-ши Мускава хÿтĕленĕ чух?.Унта интернет пулман. | |
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:42 | |
Акапасар мана аса илтерчĕ леш хайхи вăрçă çинчен хывнă кинори Полипов персонаж çинчен. Шăп та каснă лартнă çав персонаж. Ыттисене хĕтĕртет, кавар тăвать. Анчах хăй тĕпсакайĕнче пытанать. Маттур Акапасар, пит пурнасшăн. А эпĕ, айванскер, ниепле те тăна кĕримастăп: мĕншĕн-ха Акапасар пухусене, пулăмсене, урамри митингсене çÿреместь? Паян паллă: пит нумай пурнасшăн. | |
Петюк пичее // 4186.57.1361
2014.01.12 20:14 | |
Эх-хе-хе, ачамсем! Мĕнле пурăнмалла тет ялăн чăваш ан пĕттĕр тесен? Питĕ аякра тăратăр çке ялтан.Мĕнле пурăнать паян чăваш ялĕ?! Мĕн çинчен шухăшлать ял çынни? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.13 10:30 | |
Петюк пичче, ял çыннине ĕç вырăнĕ кирлĕ. Пирĕн пеккисен, хулара пурăнса "мăкланнисен"(çав шутра Акасапар) яла тапранса уттармалла, ĕç вырăнĕсем уçмалла. Эп халлĕхе вырăн уçнă. Раççей Патшалăхĕ кăштах пулăшсан татах темиçе вырăн уçасшăн. Акасапарпа кунта тĕркĕшсе ларнипе нимех те пулаймĕ. Акасапарĕ гимнсем çыртăр, кĕввисене хума ĕç вырăнĕ хатĕрлетĕр. | |
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.01.13 20:46 | |
bor1959 шаллам, эсе пурнас сынних пулмалла. Яла ес кирле. Пер ырам ес туран пулсан -Турра шекер! Теприне тума Тура пулаштар сана. Ялта арсынсем сук ске, исмаса. Йокарный бабай тепер тесен. Пуррисем те хупхра-ескере. Ача-пача сасси мисе сул илтмен ялта. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.14 15:28 | |
Петюк пичче,ахальте чăваша упрас ĕçе ял çине йăвантарма пăхаç хулари чăвашлăхпа çыхăннă укçалла ĕçлекенсем.Килĕсенче чăвашла калаçма пуçламасăр улшăну пулас çуккине пĕлсе тăрсах тем пăтратаççĕ ĕтĕ. | |
Якур // 2786.34.2194
2014.01.14 23:16 | |
Тĕрĕс калаçатăр ĕнтĕ Петюкпа Атнер. Мĕн калассăм килет, енчен те ялти хастарсем те хулана сирпĕнчĕç пулсан, яла юлнисем çине шанчăк сахал. ĔÇ вырăнĕ çук ялта, арçынĕ-хĕрарăмĕ укçа çапма аякка каяççĕ. Сцена çинче Вихтăр Петровпа Виталий Сергеев ахăраççĕ: ялти юлнă хĕрарăмсем мĕн çапни пирки. Кунта пире Акапасар юмах ярать. |