Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Не могут понять жизнь в этом мире те, кто никогда не жил в нем.
(Дж.М.Джилберт)
 

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2729221 просмотров

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2014.02.19 12:25
Аçтахар Плотников
Еххĕм, эс ĕнтĕ самăй çанă тавăрса ĕçлекенни пулас...
Бор: «А эсир унтан "Кумир" тăвасшăн»
Кам кумирĕ тăвасшăн ара? Эсир хăвсамăр ун вырăнне лекейменшĕн кĕвĕçетĕр. Вара сире пропогандăлатчĕç те сирĕн кăмалу тулĕччĕ ĕнтĕ. Анчах эсир мар, теприне чăваш чĕлхишĕн суд турĕç, сирĕн мар чăваш чĕлхине хӳтĕлеме тиврĕ... Çавăншăн кĕвĕçетĕр те. Чи хăрушши кунта: пулăшас вырăнне кĕвĕçес туйăм мала тухни. Çавăнпа та хавшак эпир...
Якур // 1061.3.2177
2014.02.19 21:16
Админ юлташ! Третейский суд пулса кунта ыйтусене татса пама кирлĕ мар. Юлатăр форумра Акапасарпа иксĕр кăна. Бор кăна мар, эпĕ те Иллерен кумир тумалла мар тесе татăклăн калатăп.
Верук апппа // 4186.57.1361
2014.02.19 21:47
Пĕррехинче колхоз пасренче майрасем пĕр чăваш хĕрарăмне чăвашла калаçнăшан ятлаçма тытăнчĕç, мĕн тулькă каласа пĕтермерĕç, намăслантарчĕç. Чатаймарăм, хупа-хушша кĕрсех сăпайлă чăваш хĕрарамне хÿтĕлесе ятлаçса илтĕм.
Серте Унтри // 2995.1.5962
2014.02.19 22:42
Ĕçлекеннинчен тимлекенни ытларах кирлĕ тенĕ ваттисем!!!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.20 09:29
Админ:"Эсир хăвсамăр ун вырăнне лекейменшĕн кĕвĕçетĕр. Вара сире пропогандăлатчĕç те сирĕн кăмалу тулĕччĕ ĕнтĕ. Анчах эсир мар, теприне чăваш чĕлхишĕн суд турĕç, сирĕн мар чăваш чĕлхине хӳтĕлеме тиврĕ... Çавăншăн кĕвĕçетĕр те. Чи хăрушши кунта: пулăшас вырăнне кĕвĕçес туйăм мала тухни"-Админ кунашкал çырни Ăна чыс тумасть. Хавшакрах аналитик шайне валли.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.21 22:46
Халиччен пасарта сутуçăсемпе вырăсла калаçса курман.Аллăмри укçасенне ктартса ретсем тăрăх чăваш сутуçи шыраса нумаях утма тивместь.Чăвашла пĕлменнисене пĕчĕк урок лекеть:иккен чăвашла пĕлни тупăша ÿстереть.Кун пек тума Тымарланран вĕреннĕчĕ.Чылай чухне лавккаран таварне илмесĕрех туха-туха каять вăл,енчен те ăна "не понимаю по чувашски"тесе кÿрентерсен.
Анатсем // 4222.14.2191
2014.02.22 10:19
Тĕрĕсси куçа çиет теççĕ.Çапла, ял пурăнсан -чăваш пĕтместех!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.26 10:27
Ю.Михайлов çырать:"Ялта ачасем пĕчĕкрен пĕр-пĕринпе тата çемьере тăван чĕлхепе калаçса ÿсмесен каярахпа унран писесси куç кĕрет. Чăваш чĕлхипе литература урокĕнче кăна тăван чĕлхене юратма вĕрентеймĕн. Вырăслатас туртăм ытти чăваш районĕнче те вăй илнĕ тата ыт. те"-питĕ тĕрĕс, эпир те çавнах çыратпăр кĕске çырусенче. Анчах Акасапар Аршинова çинчен,Майдан çинчен,Тислĕк çинчен тата ыт. çинчен çырать, анчах çак çырури йĕркесене шĕкĕлчесе пĕр йĕрке те çырмарĕ.Сăмаха урăх çĕре пăрса ярать!Засланный казачок!
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.03.05 23:57
Пĕр-пĕр ялта "сăра лаççи" уçмалла. Вара унта мухмăр чĕртме арçынсем туртăнĕç. Урăх мĕнпе илĕртен-ха весене? Э?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 10:49
Çук пуль, хамăр халăхăн нумайăшне "сăра лаççи" те,"эрех лаççи" те пулăшаймĕ.Культура-сăпайлăх-ĕçченлĕх текеннисем пирĕн кукамайсемпе-аннесемпе таçти тĕнчене ăсанчĕç пулмалла. Паянхи кун ялти(хулари те ĕнтĕ) ĕçчешсен "çитĕнĕвĕсене" курсан чĕре çурăлса каять(эрехпе ашкăнакансене курсан чунĕ яланах ыратать-ха вăл).

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики