Agabazar // 9629.9.0865
2013.05.26 12:49 | |
Agabazar // 1265.66.7264
2013.05.26 12:59 | |
Енчен те сирĕн ачăрсем чăвашла мар, вырăсла пурăнаççĕ пулсан, шăпах çакă ĕнтĕ чăвашран тата чăвашлăхран вăтаннине пĕлтерет. Эсир тата сирĕн ачăрсем "вăтанман" пулнă пулсан чăвашлах пурăннă пулăттăр. | |
Стаппан // 4186.57.1361
2013.05.31 10:44 | |
Володяна. Хамăрта чăвашла пурăнаймастпăрта ачасене чăвашла пурăнма мĕнле вĕрентмелле?! Нухайкапа-и? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.01 09:23 | |
Акасапара: Глобализаци мĕнне хыпашлама "тĕттĕм"( çулсăр, газсăр,Ильич çутисĕр)яла кайса пĕр-ик çул пурăн: кĕнеке çыратни унта, уйра-пахчара ĕçлетни, выльăх-чĕрлĕх( хурт-хăмăрпа аванрах пулĕ) ĕрчететни- хăвăн ирĕк. Глобализаци мĕн тесе ухмаха пеме пăрахăн вара. | |
Agabazar // 5207.6.0431
2013.06.01 11:49 | |
Википедирен глобализаци пирки çырса илер каштах:"Некоторые черты глобализации проявились уже в эпоху античности (Александр Македонский)..." Глобализаци ЯЛАНАХ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАШНЕ ТЕ ПУЛĔ. Вăл халăхсене аталанма чăрмантармасть. | |
Agabazar // 5207.6.0431
2013.06.01 11:55 | |
Глобализаци пирки "сÿпĕлтетсе" эпир пулăмсен чăн сăлтавĕсенчен пăрăнса каятпăр. Калăпăр, Илле Иванова темĕнле "глобализаци" мар, КОНКРЕТЛĂ ÇЫНСЕМ суда панă, следстви ирттернĕ, килĕнче шыранă-тустарнă, прокурорсем айăплавсем тăратнă... Глобализаци кунта "ни при чём". | |
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.06.03 10:37 | |
Акапасар веçех пĕлсе тăрать. Асăрханăр. | |
Agabazar // 2282-5450
2013.06.03 15:50 | |
Камăн асăрханмалла? Мăйракаллă шуйттан-им вара эпĕ? Манăн нимĕнле вăрттăн информаци те çук. Пĕтĕмпех уçă çăлкуçсенчен. Тата паллах шухăшлама пĕлес пулать, тăрăшас пулать. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.05 11:04 | |
Акапасара: глобализацин тепĕр енĕ Çурçĕр Африкăри тата халь Турцири пăтăрмахсем. Тĕнчери пур çĕршывра та глобализацине хирĕççисен шучĕ ÿссе пырать( Магнит лавккисен сечĕ-глобализаци), Акасапар çеç чухлама вăтанать. | |
Agabazar // 3766.76.4600
2013.06.05 12:46 | |
Ну пăлханаççĕ пултăр. 100 çул каялла та пăлханнă çынсем, 1000 çул каялла та. Модăри глобализаци сăмаха вĕсен çумне çыпăçтарса хуни мĕн парать? |
Экономика вăл яланах пур. Мĕншĕн Тимер чăвашла пурăнма пултараять, Володя тата унăн ачисем пултараймаççĕ? Мĕн вăл глобализаци? Ăçта курнă эсир ăна? Манăн та хыпашласа пăхасчĕ çав япалана? Нивушлĕ çав таранах хăрушă япала вăл?