Шкулта мана ҫын упӗтерен пулса кайнӑ тесе вӗрентрӗҫ. Дарвин тӑрӑх. Чӑнах-и ку суйни-ши халӗ никам та тӗплӗн мана ӑнлантараймаҫҫӗ те ӗнентереймеҫҫӗ. Хамӑн та ӗненес килмест. Чилай шутланӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫинсем сыснаран пулса кайнӑ пулӗ тетӗп. Упӑтерен мар. Мӗншӗн тесессӗн сыснапа ҫиннӑн пӗрпеклӗхӗсем куҫ умӗнчех. Кӗлеткинче те пурнӑҫӗнче те. Ӑслӑ ҫинсем тишкернӗ тӑрӑх этем кӗлетки тата ӑшчикки сыснанпе пӗр евӗрлех: юн тымаррисем те, хӑй юнӗ те, чӗри те, ӳпке-пӗверӗ те, шӑлӗ-ҫӑварӗ те, куҫӗ-сӑмси те. Ӳтӗ-тирӗ вара пуҫҫех пӗрпек - сысна та этем евӗрлех хӗвел ҫинче шӑранса пиҫӗхме (загорать) пултарать те кӑмӑллать те!
Этемлӗх диабетпа чирлесенех ҫӗр ҫул каяллах инсулина сыснаран тума тытӑннӑ. Таҫта та шырарӑм, урӑх пӗр чӗрчун та этеме сысна чухлӗ усӑ параканни тупӑнмарӗ. Упӑтен вара пӗр пуслӑх усси те ҫук, ку тӗлӗшӗпе. Этемлӗхӗн чирӗсене сиплемелли эмелсене те сысна ҫинче тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ иккен. Сысна ҫинчех эрех, наркӑмӑш, никотин, радиаци сиенлӗхӗсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Сыснана айӑкран сӑнасассӑн вӑл этем-этемех: кахал, ҫӑткӑн, тирпейсӗр. Пӗр мӑнтӑрланса шыҫӑннӑ упӗте те ман куҫ умне лекмен. Пӗр хыткан начар сысна курнӑ -и эсир. Паллах, чирли шута кӗмест. Этем эрехе ытларах сыпрӗ пулсассӑн ӑна сыснаран уйӑрса илме пит йывӑр. Ҫапла мар-и? Вӑл тӳрех лапра-пылчӑк ӑшне туртӑнать. Ӑна эрех мар туртать пылчӑк ӑшне - авалхи пӗрпеклӗх! Ман шутпа ӑсчахсем юри этемлӗхе сыснаран уйӑрасшӑн. Ытла та сӑнсӑр тата киревсӗр япала пулса тухать-ҫке. Ҫав тӗллевпех сысна гриппне те (свиной грипп) шутласа кӑларнӑ вӗсем, мурсем. Ҫук! Май килмест ҫав-ҫавах вӗсен.Этем тӗнчи ҫине тинкеререх пӑхӑр-ха: сысна евӗр пурӑнмастпӑр-им эпир?
Тӑмсай.
Кану кунӗччӗ. Ирҫинче вӑрантӑм та тапранмасӑр мача ҫине пӑхса выртатӑп. Мӗнле паха! Ниҫта та каяс ҫук, нимле ӗҫ те чӑрмантармаҫҫӗ! Ерипен тӑтӑм та тӗпелелле утрӑм. Килте никам та ҫук. Куҫ умне ҫуп-ҫап витри курӑнса кайрӗ. Лӑк тулли. Виҫ кун каяллах арӑм пушатма хушнӑччӗ -ха: кайса силлерӗм. Витре тасамар пек курӑнчӗ те чӳхесе лартас терӗм. Чӳхерӗм те ваннӑна кӗрсе тухасах терӗм. Кам мана хыпалантарнӑ - ши вара? Шӑпи ҫапла ӗнтӗ манӑн, ухмахӑн! Ҫӑвӑнтӑм та тухас тесе хӑрах урине ваннӑ урлӑ каҫарса урай ҫине пусас вырӑнне витрене пусрӑм-лартрӑм! Малтан кулӑ килчӗ. Кайран тарӑхса кайрӑм- кайлах шыва кӗрес пулать! Витререн вӗҫерӗнес тесе урана силлекелерӗм- ҫук, ниепле те уйрӑласшӑн мар, мур илесшӗ. Силлеме те кансӗр- пӗр ури шуҫӑк ваннӑра-ҫке. Тарӑхнипе кайлах ваннӑна витрипех кӗрсе лартӑм. Ларсан-ларсан пуш урипе урайне пусрӑм та ваннӑ хӗррипе витрене тӑпӑлтарма тытӑнтӑм. Туртса кӑларасшӑнччӗ ӗнтӗ. Пуш ури йӗпе пулнӑран урай ҫинче шуса кайрӗ те эпӗ мӗнпур кӗлеткепе ваннӑ янаххи ҫине пӗҫ хушшипе анса лартӑм. Ёк-кӑ-лӑ-мӑ-ны! Чӑтма ҫук ыратнӑран ҫухӑрса ятӑм. Ҫав хушӑра урай тӑрӑх тем мечӗк евӗр сиккелесе ваннӑ айне йӑванса кӗчӗ. - Ну пӗтрӗм халӗ! Хӗрарӑмсен хорӗнче юрласси кӑна юлчӗ ӗнтӗ, - тесе куҫҫулӗ витӗр аялалла пӑхса илтӗм. Сывлӑш ҫавӑрса илсен тин ура ҫумӗнче шампунь кӗленчи йӑванса выртнине асӑрхарӑм. - Турра шӗкӗр! Пурте хӑй вырӑнӗнчех! Витри те. Ҫапла ҫуралнӑ тейӗн, ниепле те ман ураран уйрӑласшӑн мар, шуйтан! Ним тума аптраса кайлах витрене шыв тултартӑм- йывӑрпа хӑйех анса ӳкӗ терӗм ӗнтӗ, шеремет. Анчах та шывпа ман ура пушшех тачкаланса сарӑлса кайрӗ пулас- ниепле те капкӑнран ҫӑлӑнаймасть. Типӗтсен меллӗрех пулӗ тесе ҫывармалли пӳлӗме фен патне утрӑм. Урара тулли витрепех. Анчах пӗр-ик утӑмран каялла ваннӑйне таврӑнма тиврӗ- канлех мар -ҫке. Шывне тӑкас тесе кайлах шала кӗрсе лартӑм. Эсир урари витререн шыва тӑкса курнӑ-и? Туса пӑхӑр, кайран калаҫӑпӑр! Выртса пӗҫҫе ҫулелле йӑтмасӑр сирӗн нимте пулмасть. Пахи сахал ӗнтӗ, паллах. Мӗн пур шыв хусамӑр ҫине. Пулчӗ. Пуш витрене кӗмсӗртеттерсе фен пӳлӗмне уттартӑм. Ҫур сехет яхӑн урана хӗртни ахалех пулчӗ- витре ниепле те манран хӑпасшӑн мар! Хуть макӑр, хуть кул! Фена пӑрахрӑм та арӑм сӗтелӗ ҫинчен крем кӗленчине ярса илтӗм,алла лекнине. Самай хакли пулнине кайран тин пӗлтӗм ӗнтӗ. Сӗрӗп те, хӑйех тухса ӳкӗ- терӗм ӗнтӗ. Хальхи тӑвӑр ҫӗрӗрен хӑтӑлнӑ евӗр. Сӗртӗм лайӑхах, кӗленче тӗпӗ курӑничченех! Пӳлӗмре шуман япала юлмарӗ пулӗ: сӗтел ҫийӗсем те, диван тайлӑкӗ те, хыҫлӑ пуканӗ те, мӗнпур алӑк хӑлӑпӗсем те. Хам пирки каламалли те ҫук- ураран пуҫласа пуҫ таранах. Мӗн пур пӳлӗм! Витре кӑна ман ура ҫумне пӑталаннан евӗр пӳлӗм тӑрӑх кашни ӳкес -тӑрас чух кӗмсӗр-кӗмсӗр тӑвать. Кайлах ваннӑйне уттартӑм- шыва чикеп те, шыҫсан-шыҫсан ҫурӑлса ватӑлӗ терӗм хама хам. Ҫапла ҫур сехет пек тӑнӑ хыҫҫӑн ура чӑтма ҫук ыратма тытӑнчӗ. Витри вара- хӑнк та тумаҫҫӗ! Шывне тӑкас - кайлах ваннӑ ӑшне кӗрсе выртас пулать, пӗҫҫе тӑратса. Выртма пулӗ ха, шутлатӑп хам, каялла тӑрийӗп-ши? Тӑр крем вӗт-ха. Тулли витрепех залри компьютер патне шӑмпӑлтаса кӗмсӗрттертӗм.Пулӑшу тупийӗп тесе. Витре пирки Авалхи Египетран пуҫласа вуласа тухрӑм анчах та мӗнле ҫӑлӑнассине пӗлеймерӗм, мур илесшӗ вӗсене! Мӗн ҫинчен ҫырмаҫҫӗ тулӗк! Ман ыйту ҫине пӗр хурав та ҫук. Тарӑхнипе макӑрса ярас патнех ҫитрӗм. Кулли кулӑ таха, анчах та ури кӑвакарах пуҫларӗ. Татас енне ан кайтӑр тесе МЧСа шӑнкӑравларӑм. Йышӑнакан хӗрарӑмӗ ӗненмесӗр пӗр пилӗк минут ахӑрса муритлерӗ пулин те тепӗр ҫур сехетрен виҫӗ каччӑ персе ҫитрӗҫ. Алӑкран шӑнкӑравласан сиксе тӑтӑм та хам ҫаракапартан пулнине тин асӑрхарӑм! Эсир витре ҫийӗн труҫҫи тӑхӑнса курнӑ-и? Анта пикенӗр! Эпӗ куна тӑватӑ йӗм чӗрсе вакласассӑн тин ӑнкартӑм. Хамӑнне те, арӑмӑнне те, хуняманне те. Пӗррин те юрӑхлӑ мар. Юлашкинчен халат тӑхӑнтӑм та алӑка уҫрӑм. Ним те каламас, хӑйсен ӗҫне ку каччӑсем маттур пӗлеҫҫӗ. Савӑннипе чӗркуҫлансах лартӑм, кӑштах куҫҫуль те юхса анчӗ пулас ха. - Эээ! Ан куллян, - теҫҫӗ лешсем. Санпа пулни темех мар ха, ун пеккипе эпир кашни кун тенӗпекех тӗл пулатпӑр. Сехет каялла, ак, пӗр ухмаххи пуҫӑпе морозилнике кӗрсе кайнӑ та каялла тухайман. Шалта лампочка мӗншӗн ҫунманнине пӗлесшӗн пулнӑ, шеремет. Сан ӗҫӳ вара пӗрре сурма кӑна! Мӗн тери савӑнтӑм вара эпӗ ун чух: пулаҫҫӗ вӗт тӗнчере тӑмсайсем. Холодилике пуҫа чикекенсем! Паянхи куна та ӑнкарса илейместӗп: морозилникрен вара мӗнле ҫав тӑмсай МЧСа шӑнкӑравлама пултарнӑ?
Ҫулҫуревре.
Пӗр каҫхине маршруткапа хӑнаран таврӑнаттӑм. Шалта лӑк тулли халӑх, сас ҫук, кашни хӑй шухӑша путнӑ. Тӗлӗрсе лараҫҫӗ.Чарӑнура малти вырӑнтан пӗри тухрӗ те ун вырӑнне ҫамрӑк хӗрарӑмпа пӗчӗкҫӗ хӗрача вырнаҫрӗҫ. Вырӑнӗ халӑха хирӗҫле пулнӑран иккӗшӗ мӗн калаҫни пурне те йӑлт курӑнчӗ. Тапраннӑ-тапранман ача нӑйкӑшма пуҫларӗ: -анне, Барби илсе пар-ха! Илсе пар-ха Барбии-и-и-и! Пӗр чарӑнмасӑр, тӗрлӗ саспа. Тӑса-тӑса. Амӑшӗ те хӗрӗ евӗрлех тӑсӑклӑн: - Мӗн тума сана тата тепӗр Барби? Ахальте килте виҫ пуканик пур вӗт-ха-а-а? Пӗр ик-виҫ чарӑнуран ача амӑш ҫине урӑх майпа тапӑнма шутларӗ: тутине тӑсса кантӑк еннеле ҫаврӑнчӗ те пӗр-ик чарӑну ӳлесе ларчӗ.Амӑшӗ ним каламасӑр ларнине курса ун енне ҫаврӑнчӗ те:- Барби илсе памастӑн пулсассӑн, эпӗ сан пирки асаннене веҫех каласа паратӑп,- тесе хучӗ. - Вара мӗн калӑн-ха асаннӳне,-кулкаласа ыйтрӗ амӑшӗ. -Калатӑп, калатӑп! Веҫех калатӑп. Пӗр япала курнине каласа паратӑп. Маршруткари халӑх хӑлхине сарса хучӗ. - Мӗн куртӑн-ха вара?
- Эсӗ ӗнер аттен чӗҫ-чӗҫне чуп тунине куртӑм! Вӑт! Салонри халӑх каҫса кайса кулма пуҫларӗ. Хӗремесленсе кайнӑ майра ачине йӑтрӗ те маршруткӑна чартарса тухса виркӗнчӗ. Ҫак самантпа камит вӗҫленчӗ пулӗ текенсем йынӑшаҫҫӗ: автобус ҫине ҫамрӑк ашшӗпе пӗчӗк ывӑлӗ ларчӗҫ- пушаннӑ вырӑнах. Халӑх кулма пӑрахмарӗ: унта-кунта салон тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ахӑлтатаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫин ыттисене кура хӑйте шӑл йӗрсе пӑрахрӗ, уна-куна ӑнкармасӑрах. Ҫак самантра ача сасси илтӗнсе кайрӗ: Атте, машин илсе пар-ха-а-а-а? Маршруткӑ халӑх ахӑлтатса кулнипе кисренсе илчӗ, самантрах чарӑнса ларчӗ, мӗншӗн тесен водителӗ те чӑтаймасӑр вырӑнӗ ҫинчен кайса ӳксех ахӑлтатрӗ. - Тӑванӑм, илсе парах ачуна машин! Тем тӑрне пырса ҫакланиччен! Ашшӗпе ачи пӗр сӑмахсӑр тепӗр тӑватӑ чарӑну автобусри ахӑлтатса кулакан халӑх ҫине хӑрушшӑн пӑхса ларчӗҫ. Кам пӗлет ӗнтӗ халӗ- мӗнле шухӑшсем явӑнатчӗҫ вӗсен пуҫӗсенче?
Пылак вӗҫӗнче.
Автобус Пылак ял еннеле вӗҫтерет. Пӗр пушӑ вырӑн та ҫук. Хула вӗҫӗнче пӗр кинемей алӑ йӑтрӗ те, шала кӗрсе тӑчӗ: - Ывӑлӑм, Кӗски Пылак -и? Салон тӑрӑх хихиклетни илтӗнсе кайрӗ. - Пӗлместӗп, тет водителӗ, тутанса пӑхман. Салонта ахӑлтатса ячӗҫ. Кинемей салона сиввӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ те:- Пылак пулсан, эппин, тӑрсах. Ме, тыт 50 тенкӗ. Водитель ахӑлтатса кулнипе алӑкран тухса юр ҫине ӳкрӗ. Салонра вара хӑшӗ-пӗри урайнех йӑванса анчӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Чăнах та йанăшсем пулкалаççĕ. Паянхи куна, ман шутпа, пирĕн умра икĕ тĕллев тăрать: халăхăмăр тăван чĕлхемĕрпе вулама тата калаçма ан мантăрччĕ. Вулама интереслĕ пултăр тесессĕн, ман шутпа, калавсене кĕскен тата пурнăçлăн калăпламалла. Ÿкерчĕкĕсем хальхи ял-хула урамĕсенчен пулмалла.
Пĕрре кунта каланăччĕ эпĕ: чăваш чĕлхи урокĕсенче ытла та нумай вырăн тата вăхăт тĕрĕс çырма вĕрентессипе иртет. Саспа вулама тата калаçма пачах вĕренеймеççĕ.
Эпĕ хам чăваш, чăваш çемьинче çуралса ÿснĕ. 70мĕш çулсенче ачасен чăвашла вĕренес е веренесмар ирĕк пурччĕ, эпĕ 7мĕш класс таран вĕренмерĕм. Анчах та атте çине тăрсах мана 8мĕш хыççăн экзамен тытмалла пулать терĕ. Тытрăм, ик çул çырма вĕренсе.
"Капкăн" пирки килĕшместĕп, ман çамрăк çулсенче питĕ паха-ччĕ. Куçарусем пирки. Вырăс классикин (Пушкин, Лермонтов....) "шуршухалĕсем" 70% вăйпитти çулне çитиччен урăх чĕлхерен куçарса мăнаçланнă..