Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Семейные соры - штатный ремонт ветшающей семейной любви.
(Василий Ключевский)
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250995 просмотров
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 5574.4.5423
2012.11.21 22:24
Тымарлана 20çул хушшинче пĕрре те курман трибуна çинче.Кирлĕ те мар.Вăл конкретнăй ĕç тăвать.Кÿрентереç чăваша лавкара е тÿре-шара: тÿрех суда парать.Судра чăвашла кăна калаçать.Пур çĕртете чăвашла кăна калаçать.
Васса // 5742.3.0592
2012.11.22 11:26
Пирĕн пек ухмахсем валли çырса парăр-ха:кам вăл, хут çинчи ячĕ-шывĕ мĕнле, ватă -и, çамрăк-и,ăçта ĕçлет,хăш енчи чăваш?Тен, пĕлнĕ çынах....
Игорь Сайман // 3644.5.6482
2012.11.22 14:06
Чăн малтанах çакна каламалла пуль. Пил Тымарлан - псевдоним мар, уйрăм çыннăн паспортри ячĕ. Вăл икĕ вуз пĕтернĕ, юрист, адвокат. Эп шутласа пăхнă тăрăх,пĕр 50 çулсенче пулма пултарать. Тен, çамрăкрах та-и... Вăрнарпа Канаш енчен тухнă чăваш.
Игорь Сайман // 3644.5.6482
2012.11.22 14:17
Темиçе çул каялла Пил Тымарлан лавккари сутăçпа судлашса тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Лешĕ пирĕн героя "йĕркеллĕ чĕлхепе, вырăсла калаç!" тесе вăрçса тăкнă иккен. Тымарланăн çумра магнитофон пулнă. Ну, кайнă вара суда. Çĕнтернĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ. Паянхи кун пулсан çĕнтереес çукчĕ пуль...
Васса // 3506.47.3879
2012.11.22 18:34
Апла,чăнах та , тĕлĕнмелле этем.Интернетра та тупкаларăм ун çинчен...
така // 2285.89.2643
2012.11.22 19:10
Ку юмахăн вĕçĕ пур, леш ухмахĕн çук.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.22 20:57
Вурнартан мар вăл-Нурăсран.52 çулта.Чăваш халăхне кунĕн-çĕрĕн хÿтĕлекен Пил Тымарлан.Чăвашла кăна калаçнăшăн автбусран хĕне-хĕне кăларса пăрахнă ăна.Лавкка сенчен таварне илмесĕрех тухса кайма лекнĕ:"скажи по русски"-тесе.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.22 21:00
Темиçе процесра судра пĕрле хÿтĕлеме лекрĕ чĕлхемĕре.Питĕ йывăр ĕç.Тымарлан судра та чăвашла кăна калаçать.Чи йывăрри-чăвашсемех пирĕн çине "тапăнни".
2012.11.22 22:03
Тавтапуç çак информацишĕн, пур апла пулсан çын чăваш ятне çÿле çĕклекен! Юлашки вăхăтра чăвашла калаçакан çынсене питех курмастăп Шупашкарта...
Игорь Сайман // 3438.34.8939
2012.11.22 23:58
Мускаври телеканалсем хушăран скинхедсен тата ытти шовинист-расист-фашистсен алхасăвĕсем çинчен пĕлтеркелеççĕ. Тымарлан инкекĕсем çинчен ма никам та пĕлтермест? Журналистсем ăçта? Уççăнлăх кирлĕ кунта...

Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики