Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.11.23 12:02 | |
Игорь Сайман // 1367.9.8936
2012.11.23 14:52 | |
Паллă ĕнтĕ, тĕрлĕрен йăх-ях çил ăçталла вĕрнине пит аван сисет. Ятарласа юри "ăсталанă" япаласем те пурах кунта. Пурте хăй тĕллĕн(спонтанлă майпа) пулса иртет тесе шутламалла мар. | |
Атнер // 3792.8.1678
2012.11.28 12:40 | |
Паянхи чăваш паттăрĕ?Ачисем атте-анне чĕнеçĕ хулара пурăнсанта.Скажи по русски темеççĕ.Хăй вара хуть те ăçтата чи малтан тăван чĕлхепе сăмахлать. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.28 17:34 | |
Суварсен нумайĕшĕн папа-мама текен ачисем халĕ атте-анне теме пуçларĕç.Чăвашлăхшăн пĕр май радио-телевиденипе калаçакан пĕр ЧĂВАШĂН пур-и кун пек пулăм? | |
Игорь Сайман // 2785.21.5760
2012.11.29 20:45 | |
Ман паян тепĕр чăваш паттăрне аса илес килет. Вăл - Василий Васильевич Николаев(1939-2007), "Оренбурггазпром" пуçлăхĕ пулнăскер. Унăн ачисем чăвашла калаçаççĕ-ши - пĕлместĕп. Кирек мĕнле пулсан та, В.В.Н. - чăн-чăн паттăр! | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.29 22:21 | |
В.В.Николаев,паллах,паттăр.Ачисем чăвашла пĕлмеççĕ пулинте.Иван Яковлевăн та пĕлмен.Анчах та эпир Яковлев та Николаев пек ĕç туман.Пире çылăх ачамăрсене те чăвашла вĕрентименшĕн тата папа=мамашăн. | |
Игорь Сайман // 1897.0.5470
2012.11.30 13:57 | |
Мĕнле логика ку: Пысăк ĕç тунă - ачусене чăвашла вĕрентмессе те пултаратăн, туман - çук сан унашкал право... | |
Игорь Сайман // 1897.0.5470
2012.11.30 14:05 | |
Иван Яковлев пирки хаяр чăнлăх пĕлтерем: Хайĕн вĕренекенĕсемпе те вăл вырăсла çеç калаçнă(Мĕтри Юман аса илет). Вулăр Трубина Мархвин "Ача чухнехи" хайлавне:Ялти шкулти вĕрентевçĕпе вырăсла пуплет "улăп". Вăт çавнашкал пирĕн еткерсем. Халĕ те хăтăлса çитейместпĕр çав "тупраран"... | |
Васса // 2509.36.4499
2012.11.30 15:02 | |
Папа-мама тени аванах мар тейĕпĕр, вăл çавах та эй тесе чĕнни мар.Эпĕ хам та папа-мама тесе чĕннĕ,халĕ те çаплах чĕнетĕп,анчах та мана вĕсем чăваша хисеплеме , чĕлхене юратма вĕрентнĕ,хăйсем те çавнах тунă. | |
tvn // 2159.03.3815
2012.11.30 21:16 | |
Иван Яковлевича арăмĕ вырăсла калаçтарнă пулас... |
Ман шутпа ку вăл — ятарлă политика. Çав шовинистла шухăшсене ятарласа чĕртме тăвакан ĕç. Халь, ав, Шупашкарта та унашкаллисем хăйссем пирки уççăнах пĕлтерме тытанчĕç...