Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Ни что мы не раздаем с такой щедростью, как советы.
(Ларошфуко)
 

Аçтахар Плотников: Прохоров та республикӑсене пӗтересшӗн...

Аçтахар Плотников27.10.2012 18:1618287 просмотров
Вӑт мӗнпе республикӑсем вырӑссене чӑрмантараҫҫӗ-ха? Мӗн япӑххи? Нивушлӗ шовинизм текенни вӗсен ҫав териех пысӑк?
Сӑмахӑм ман Прохоров каланӑ сӑмахсем пирки. Унӑн шухӑшӗпе республикӑсене пӗтерес пулать — вӗсем, имӗш, экономикӑпа туслӑ мар, эффекливлӑ ӗҫлемеҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсене влаҫ тытӑмне пухаҫҫӗ иккен. Жириновскийрен ун пек сӑмахсем илтме яланах пулать, Прохоров та ҫапла сӑмахлать пулсан — чӑн та влаҫ ҫак еннелле туртӑнать пулас?
Ыйтас килет: мӗн ытти регионсенче апла мар-им? Тӑванӗсемпе пелӗшӗсене влаҫа чӗнмеҫҫӗ-им? Ак Чулхуланах илес — унта та тусӗсем, тӑванӗсем малта. Урамӗсем ҫуп-ҫаплӑ, «беспредел» текенни питӗ вӑйлӑ. Шупашкарта, сӑмахран, тьфу-тьфу та, ҫурт лартас шухӑшлисем ҫуртсене ҫунтармаҫҫӗ пулсан — Чулхулара кашни эрнере чӗртеҫҫӗ. Айӑплине никам та тупаймасть... Пыратӑн вара урамсем тӑрӑх — пӗр кӗлленнӗ ҫурт, юнашар тепри... Хитре ҫуртсене те шеллемеҫҫӗ. Укҫа-тенки енчен, паллах, вӗсем вӑйлара-а-ах, унта тупӑшмалли те ҫук. Ҫавнашкалли ытларах илӗртет-ши вара?
Республикӑсене пӗтерсе пирӗн пек чӑвашсем вара мӗн, ЧНК шайне анса ларса Акатуйсем ҫеҫ ирттерме тивӗ-и? //Чӗлхене те пусмӑрлаҫҫӗ. Пушкӑртра, ав, патшалӑх чӗлхине кам вӗренес текенсене кӑна вӗрентесшӗн... Ҫак шухӑша ытти республикӑсене сарсан — тулать те ӗнтӗ вӗсен ӗмӗчӗ: пурне те пӗр чӗлхепе калаҫтарасси. Чӗлхене мансан вара — ӑҫта унта чӑваш культури юлтӑр?
Пӗтӗмлетсен — Прохоров шухӑшӗпе чӑваш культури пур чухне укҫа-тенкӗпе эффективлӑ усӑ курманнине палӑртать пулас.
Эх... халӗ те «чурасем лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ» текен шухӑш вырӑс пуҫӗнчен сирӗлмест (вӗсем темиҫе ӗмӗр крепостной правӑпа пурӑннӑ та, самай вӑйлӑ тымар янӑ пулас...).
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 6687-8682
2012.11.06 19:10
Вăлах: "не лучше ли нам честно и открыто обсудить этот вопрос и перейти к изменению территории с точки зрения экономической целесообразности. Да, для этого придется менять конституцию, да, нужны радикальные изменения межбюджетной системы с переносом основных средств и доходов в муниципальные образования".
Владимир // 6687-8682
2012.11.06 19:14
Ман шутпа пит тĕрĕс калать. Тулĕк конституцире халăхсен культурипе йăла йĕркисене çирĕплетес пирки манас марчĕ.
Игорь Сайман // 3964.38.5589
2012.11.06 20:22
Мĕншĕн культурăпа йăла-йĕркене çеç? Чĕлхене ăçта хуратăр? Тепĕр тесен, унашкал "конституципе" этноса упраса аталантараймастăн! Республикăна пĕтерсен пуйса каятăп тесе шутлать-ши ку? Е кăнттам провокаци-ши?
Владимир // 3210.81.0183
2012.11.07 18:51
Пирĕн тăрăхра нихăçан та, Пăлхар юмахĕ пуçсăр, çĕршыв пулман. Çирĕп тымарăн çирĕп çеçке пулмалла!
Игорь Сайман // 1982.27.0126
2012.11.07 19:48
"Пăлхар" тени юмах-и, юмах мар-и - ку ниме те пĕлтермест. Халăхсем пурпĕрех пĕртан пулма тивĕçлĕ!
Васса // 3156.68.0739
2012.11.07 19:50
Мĕн тесшĕн ку çын?Ăçта вăл сирĕн тăрăх,мĕнле Пăлхар юмахĕ,уçăмлăрах çырăр-ха...
Игорь Сайман // 1982.27.0126
2012.11.07 21:01
"Пăлхар" - юмах мар. "Чăваш" тени XVI ĕмĕрте çеç пуçланса каять. Унччен пирĕн несĕлсене "пăлхар" тенĕ. Ку - чăн сăмах.
Игорь Сайман // 2326.01.4695
2012.11.14 14:58
Демарш Прохорова - скорей всего, пробный шар. Проверяют нас на прочность: проглотим ли очередную несправедливость или всё-таки пытаемся как-то сопротивляться?
ТИТТА ГРИШШИ. // 4293.30.0009
2018.12.09 09:01
ÇАКăНТА ХУШăНСА çЫРАКАН ВЛАДИМИР ИСТОРИНЕ КЕРСЕ ЮЛАСШăН ПУЛАС.ПУçĕУНăН ĕçЛЕТ-ШИ, Е ПРОХОРОВПА КАЛАШНИКОВ АНА -ВĕР-ВĕР. САНА ТÿЛЕТПĕР ТЕРĕç-ШИ?
ЗАЧЕМ ВМЕШИВАТЬСЯ В ИСТОРИЧЕССКИЙ ПРОЦЕСС И ПЫТАТЬСЯ СУБЬЕКТИВНОИЗМЕНИТЬ ТО, ЧТО СЛОЖИЛОСЬ ТЫСЯЧЕЛЕТИЯМИ НА ЭТИХ ПРОСТРАНСТВАХ?КАКБЫ "ЭТИ"
НЕ ГАВКАЛИ,ИСТОРИЧЕСКИ СЛОЖИВЖИЕСЯ ЯЗЫК И КУЛЬТУРУ НЕВОЗМОЖНО. ПО ЖЕЛАНИЮ МАЛО ОБРАЗОВАННЫМИ ВЫСКОЧКАМИ УНИЧТОЖИТЬ ИЛИ ПЕРЕДЕЛАТЬ,-ЭТО-АКСИОМА. ВАМ. В СПЕЦ ШКОЛУ НАДО ДОУЧИВАТЬСЯ, ВЛАДИМИР. ПРОХОРОВ. В ПАРЕ С МАТВИЕНКО.
2018.12.18 14:11
Игорь Сайман тĕрĕсне çырать. Анчах çавна каласа хăвармалла, Прохоров умĕнчен маларах хамăр пыратпăр, ача-пăчана чăвашла калаçтармаççĕ, юрăсенче "чу-чу" йышши сасăларăмсене çĕнĕ чăваш сăмахĕсем те темек шкĕн хускалчĕç. Капла эпир вырăса мар, çаврăнасси те инçе юлмасть

Страницăсем: 1, 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики