Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Все можно познать, только не самого себя.
(Стендаль)
 

Владимир: Ачапа пӗрле вулӑпӑр-и?

Владимир11.08.2012 16:456633 просмотров
Салам, анне! Салам!
Тахҫан-тахҫан, ӗлӗк авал Кӗмӗл Кӳлӗ хӗрринче тӑр пӗччен чӑрӑш ӳҫнӗ. Кашни ир Хӗвелпе пӗрле тӑрса тухӑҫалла вырнаҫнӑ вӑрман енннелле пӑхса хӑй пепке-йӗпписене ҫапла каланӑ: - "Мӗн тери мӑнаҫлӑ, Мӗнтери хитре ҫав йывӑҫсем! " Анчах вӑрманӗ ҫитме май ҫукла инчетре, Кӗмӗл Кӳлӗ тепӗр енче - унта ишсе те вӗҫсе те ҫитме май ҫук. Кунран кун иртнӗ, ҫултан ҫул чӑрӑш хӑй йӗпписене ҫиле май сапнӑ, анчах та пӗри те шыв хӗрне те ҫитеймен. Ҫапла пӗррехинче ирхи уҫӑ ҫил чӑрӑш тӑррине хумхаткаланӑ чух вӑл хӑйне тем кансӗрленӗн туйса илнӗ - Кам унта? Пакша-и, кайӑк-и эс. Мӗншӗн ман туратсене турткалатӑн? - Мӗн эсӗ, аннеҫӗм. Эпӗ ку, санӑн пӗпкӳ-йӗппӳ,- илтӗнчӗ ҫултен. Амӑшӗ тинкерсе пӑхсан ку хӑйен ывӑлӗ пулнине тин асӑрхарӗ. Анчах та ывӑлӗ ытти ачисемле йӗп евӗрлен ҫаврӑнман - ҫуралнӑ вӑхӑтри пекех шулҫӑллӑ пулнӑ. - Мӗнле капла, санӑн пурин евӗрлех пулмалла! - Мана каплах килӗшет. Пӑх-ха ҫил епле мана юратать, халь тесен халь хӑй ҫине лартса вӗҫтерсе каять. - Пулма пултараймасть ку. Эпӗ ҫӗр ҫул ытла пӗр вырӑнта ларатӑп: кунта та никам та килмен, кунтан та никам та кайман. - Эпӗ пултаратӑп. Курӑн ав, ҫапах пултарӑп! Леш енне ҫитӗп те сире пысӑк салам ярса парӑп!
Акӑ кӗр кунӗсем те ҫитрӗҫ, аякри асамлӑ вӑрман ылтӑн-пӑхӑр-кӗмӗл тӗслӗн ҫутала пуҫларӗ. Пирӗн чӑрӑш ҫулҫи те симӗс кӗпине хывса хӗрлине тӑхӑнчӗ.- Вӑхӑт, анне,- пӑшӑлтатрӗ те, ирхи ҫил ҫунатти ҫине утланса Кӗмӗл Кӳлӗ урлӑ вӗҫсе кайрӗ. -Ывӑлӑ-ӑ-ӑм...йӗппӗмҫӗм-пепкеҫӗ-ӗ-ӗм...тесе йыхӑрма ҫеҫ пултарчӗ ватӑ чӑрӑш нумайччен леш ҫыран еннелле пӑхса. Анчах та пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ унтан. Пилӗк хӗл кӗтрӗ ывӑлне ватӑ амӑшӗ, улттӑмешӗнче куҫҫулӗсене шӑлчӗ те хӗвел анӑҫалла ҫаврӑнчӗ. Урӑх нихӑҫан та Кӗмӗл Кӳлӗ еннелле пӑхмӑп терӗ пулас хӑйне хӑй. Ҫакӑнпа вӗҫлеме те пулӗччӗ пирӗн калава, анчах та тепӗр ҫирӗм ҫултан хумсем ватӑ чӑрӑш ури умне пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ ҫулҫӑ пырса хучӗҫ.- Салам кукам! Салам мамак! Салам, салам, Салам! -ҫине-ҫине илтӗнсе кайрӗ пӗтӗм ҫыран тӑрӑх.
Ватӑ чӑрӑш Кӗмӗл кӳлӗ леш еннелле пӑхрӗ те ҫыран ҫийӗнчех ҫамрӑк чипер чӑрӑша асӑрхарӗ. Ун тӑрринчен хӑй тураттисемпе силленнӗн май вуншар хӗрлӗ ҫулҫӑс вӗҫерӗнсе пур тӑрӑхалла сапаланаҫҫӗ.-Салам, анне! Сала-а-ам!

Ыран мӗнле кун пуласси паян паллӑ.
Ҫӗнӗ Ҫул каҫӗ вӗҫленнӗ тӗлнелле Сашук вӑранса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ. Чӑнтӑр витӗр кун ҫути кантӑкран сӑрхӑнса пӳлӗме тултара пуҫларӗ. Чӑнтӑра хупса тепӗр хут ҫывӑрма выртас тесе ача кантӑк патнелле туртӑнчӗ кӑна, сӑмси умне темле пӗчӗкҫеҫ мечӗк евӗрлӗ ҫӑмламас чӗрчун сиксе тухрӗ. - Эсӗ кам? Эпӗ сан пек парне ыйтман - Мана чӗнмеҫҫӗ. Эпӗ хамах килетӗп. - Фу, епле сӑнсӑр-ҫке эсӗ. - Ху мӗнле ӗнерхи куна ирттертӗн, эпӗ те паян ҫавӑн евӗрлех сана курӑнатӑп.
Ҫак кунран Сашук кашни каҫ хӑй кунне мӗнле ирттернине аса илсе шӑннӑ кантӑк ҫине укерме тытӑнчӗ.

Шӑши куҫҫулӗ.
Хулара пурӑннӑ чухне ҫак лапкара эпӗ час-часах пулкалаттӑм. Ытларах йытӑпа кушак валли апат туянас тӗллевпе кӗреттӗм, хӑш чух вара ахаль- чуна кантарма. Анчахрах каҫ пулас умӗн кӗрсеччӗ. Паллах ӗнтӗ, кайӑксм патӗнче чилайччен тӑркаларӑм, унтан сарӑ шӑшисемпе. - Шӑши суйлатӑр-им? - ыйтрӗ манран ҫамрӑкахмар сутуҫӑ- Мӗн эсир, манӑн килте кушаксем пур вӗт! - Вара мӗн? - Мӗнле мӗн? Пирӗн мӗнешкел попугайсем пурччӗ! Пӗри "Кушакран хӑтарӑр!" тесе кӑҫкӑрма вӗренсе ҫитнӗччӗ. Сапах та сутса яма тиврӗ. - Вӑл попугай, а ку вара шӑши. Акӑ итле ха вӑхӑту пур пулсассӑн. Пӗррехинче ҫак вӑхӑтрах алӑкран пӗр сарлака та ҫӳллӗ арҫын кӗрсе тӑчӗ те хытӑ сасӑпа: - Кушак выҫса вилет! Хӑвӑртрах шӑши парӑр! -терӗ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм аллине лекнӗ шӑшие тытса хутаҫҫа хурса парса янӑ. Арҫын тухса кайсассӑн кӑна тӑна кӗнӗ хӑй. - Мӗн турӑм халӗ? Хам аллӑмпа хамах пӗчӗкҫӗ чуна вилӗм аллине патӑм вӗт! -тесе ҫул тӑршшипех, тата килте те хӑйне ӳпкеленӗ вӑл. Тепӗр кунне ҫак арҫын кайлах лапкана кӗнӗ-кӗмен:- Апат, хӑвӑртрах апат!- тесе ҫак сутуҫ патнех пынӑ.- Кушак валли-им? - тарӑхса ыйтнӑ хӗрарӑм. - Сук, шӑши валли! Самай хаклине! Самай тутлине!- юлашки сӑмахӗсем ытла та ҫепӗҫҫӗн те йӑвашшӑн илтӗннӗ хайхин. Сутуҫӗ ним калама аптраса тӑнине курса арҫинни: Эсир пӗлетӗр-и? Шӑшин куҫҫулӗ пур! Кунтан илнӗскерне киле илсе ҫитрӗм те тӳрех кушак умне урайне ятӑм. Пӗчӗкскер, сарӑскер урай варринче кушак аҫине асӑрхарӗ те хытса тӑчӗ. Кушакки те ун умӗнче хытса ларчӗ. Патнерех пытӑм та шӑши куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса аннине асӑрхарӑм! Шӑши куллянма, пӑшӑрханма, макӑрма пултарать иккен! Кам та пулин каланӑ пулсассӑн тӑрӑхласа кулӑттӑм ҫеҫ. Кунта вара, хам куҫӑмпа, хам куртӑм вӗт! - Кайран вара мӗн пулчӗ? - Кушакӗ ун умне выртрӗ. Шӑшийӗ ун ури тӑрӑх кӗлетки ҫине улӑхрӗ те ӗнси ҫине вырнаҫса выртрӗ. Ҫапла пурӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ ҫавӑнтанпа: пӗрлех ҫиеҫҫӗ, пӗрлех ҫывӑраҫҫӗ те. Тулӗк шӑши апчӗ ҫук ха манӑн. Тархасшӑн туянтарсамччӗ.
Тӗлӗнмелле! Нивушлӗ ҫак шӑшипе кушак иксӗмӗртен чунлӑрах, пуянрах, ҫынлӑхлӑрах?


Унтри шкула каять.
Пӗрремӗш класа кайиччен виҫ эрне маларах вӗрентекен ачасене хӑй патне пуҫтарчӗ. Паллашма. Пирӗн Унтри те кайрӗ. Тепӗр ик сехетрен мӑнаҫлӑн таврӑнчӗ. - Ну, ывӑлӑм, мӗнле, шкулта килӗшрӗ-им? - Кайма юрать, анчах та ытла та ухмахла ыйтусем параҫҫӗ унта. - Мӗнле ыйтусем тата? - Ак, итле. Сапур хыҫенче вунӑ чӑх ури курӑнать. Калаха, ыйтать вӗрентекен, миҫе кайӑк тӑрать-ши унта. - Эсӗ вара мӗн хуравларӑн? - Пӗльме май ҫук терӗм. Вариантсем пин таранах. - Мӗнле апла, тӗлӗнсе хытрӗ амӑшӗ?
-Малтан пӗлес пулать, мӗнле кайӑксем унта: алтансем, е чӑхсем уйрӑммӑн, е алтансемпе чӑхсем пӗрле, е чӑххисем ытларах, е автанӗсем. Тен пӗрер ураллӑ инвалидсем те пур. Кӗскен каласан, тӑруках каласа хума йывӑр.

Ҫул-йӗр йӗркисене пӗлес пулать.
Икӗ тус мотоциклпа юнашар яла каяҫҫӗ. Ҫуле пӗр вырӑнта шоссе тӑрӑх пырать. Вӗсен телейне ҫул ҫинче гаишник тӑра парать. Пурте вӗсем пӗр пек: усиллӗ тата анлӑ кӗсьеллӗ. Чарӑнма хушрӗ те хайхисене вӗрентме тытӑнчӗ. Ҫул, ачасем, тет хӑй, ача вӑйи мар. Пуҫа каскӑ тӑхӑнмасӑр ҫӳреме юрамасть. Авари пулсан мӗн тӑватӑр? Каскӑ вӑл 400 кило таран виҫекен япалана та чӑтма пултарать. Эсир вара каскӑсӑр… Кӗскен каласассӑн туссен штраф тулесех пулнӑ. Яла ҫитнӗ, паха хӑналаннӑ та килелле тапраннӑ хайхисем. Пӗрин куҫӗ умне резинӑ мечӗкӗ курӑннӑ: симӗс тӗслӗ, хӗрлӗ пайӑркаллӑ. Ҫурмалла кассассӑн шӑп та лӑп икӗ каскӑ пулать те! Каланӑ-тунӑ. Тепӗр самантран иккӗшӗ те ҫул тӑрӑх шӑхӑраҫҫӗ. Хирӗҫ кайлах пасӑрхи гаичник тӑра парать. Пӗр тусӗн пуҫри мечӗк ҫилпе вӗҫсе укнӗ пулнӑ , анчах та чарӑнас килмен кусен. Кайлах лекци, кайлах вӗрентӳ- укҫа илме сӑлтав кирлӗ-ҫке. Пӗрин пуҫӗнче каскӑ ҫуккине асархать те хайхи кайлах: «Каскӑ вӑл ахаль япала мар, вӑл 400 килограмм чӑтма пултарать, вилӗмрен ҫӑлать»,- тесе хай патаккипе мечӗклине мӗн пур вӑйӗпе пуҫӗнчен туртса ҫапать…. Ҫаплах, ачамсем , ҫул- йӗр йӗркисене пӗлес пулать!


Кукаҫӑн парни.
Унтри сӗтел хушшинче хӑйне мӗнле тытмаллине хӑвӑрт вӗренчӗ. Кукаҫа пысӑк тав. Апат ҫинӗ вӑхатра аллисем варалансассӑнах вӑл нихӑҫан та алшӑллипе усӑ курман. Мӗн тума? Ал айӗнче яланах йӗм пӗҫҫи е ҫавна. Тутине те, сӑмсине те шӑлма пит меллӗ те хӑвӑрт пулать. Хӑш- пӗр чух сӑмса юхса анчӗ пулсассӑн та: наш-та, пулчӗ те! Ҫавӑнпа Унтрин ҫавнисем яланах ҫупа йӑлтӑртатса ҫӳретчӗҫ. Кукамӗ те амӑшӗ те ачана сӑмсине ҫавнӑпа шӑлма ниепле те пӑрахтараймаҫҫӗ. Кӗпе ухнӑ чух ятлаҫса ыванаҫҫӗ. Кукаҫ хӑлхине кӗриччен. – Кӳрӗр ха мана унӑн кӗписене терӗ вӑл. Хӗрарӑмсем ватсухал пире япала ухма вӗрентме шутламарӗ пулӗ, текелесе кула-кулах кукаҫа Унтрин кӗписене хурса пачӗҫ. – Халӗ пысӑк тӳмесемпе йӗппе ҫип илсе килӗр. Пиншакӗсене те парӑр кунта,- хушрӗ лешӗ. Ним ӑнланма аптраса ват ҫын мӗн хушнине килтисем пурне те турӗҫ. – Парӑр, тӑхӑнтӑрах,- илтӗнчӗ тепӗр сехетрен. Унтрие ҫӗнӗ кӗпесем питӗ килӗшрӗҫ. Мӗн калӑн- ялти ачасен ун йышши нихӑшин те ҫук. Тӳмисем пысӑк, ҫаврака ҫавнисем ҫинче медальсем евӗр йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ача урама савӑнӑҫлӑ чупса кайрӗ. Тепӗр ик сехетрен каялла таврӑнчӗ, сӑмси хӗп-хӗрлех хӑйӗн. Анчах та кӗпин ҫавнисем тап-тасах. Кӗпине хыврӗ те урӑххине тӑаханчӗ. Кун ҫавнисем тата хитререх! Тӳмесене татса пӑрахма ача хӑйаймарӗ: кукаҫӑн туйинчен хараса. Сӗтел хушшине те халӗ Унтри алшӑллисӗр лармаҫҫӗ. Сӑмсана шел!

Йӗме тӗрӗс тӑхӑнас пулать!
Унтри ҫичӗ ҫула ҫитет пулсассӑн та йӗмне тӗрӗс тӑхӑнма вӗренеймерӗ ха. Килтисем унпа ятлаҫса та, тӗллетерсе те ывӑнчӗҫ. Анчах та, пӑх - Унтри кайлах кутӑн йӗм тӑхӑннӑ. Еҫе кукаҫ хӑй аллине илес терӗ. Унтрие хӑй ҫумне чӗнчӗ те: -Йӗмне хыв! - терӗ. Пирӗн ҫемьере ачасене ӗмӗрне те алӑпа тӗкӗнмен! Нивушлӗ кукаҫ ҫӗнӗ йӗрке пуҫласшӑн? Чӗтре-чӗтре Унтри йӗмне хыврӗ те кукаҫне пачӗ. Лешӗ манукӗн йӗмне ҫулелле ҫӗклерӗ - те,- Пӑхса астуса юл! терӗ. - Йӗм умра сарӑ тӗслӗ пулсассӑн - умалла пӑхать, хӑмӑр тӗслӗ тӑк- хыҫалла. Тӑхӑнах! Малашне Унтри йӗмне чӑнах та тӗрӗс тӑхӑнма тытӑнчӗ. Вӑт, кукаҫ тӑк, кукаҫ!


Ывӑл.
Виҫӗ хӗрарӑм калаҫа-калаҫа ял вӗҫӗнчи ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Нумай вахӑт иртмерӗ вӗсем ҫумне шур сухаллӑ ватӑ ҫын канма ларчӗ. Акӑ пӗр хӗрарӑмӗ сӑмахне ҫапла тӑсать: – Манӑн ывӑл вӗшле йытӑ еверлех: таҫта та ҫитет, тем те курма ӗлкӗрет. Ялта ӑна пӗр ачи те хуса ҫитеймест пулӗ. – Манӑн вара - хуравлать тепри- юрра шӑрантарма юратать. Сасси тата! Шӑпчӑк шӑпланса ларать. Виҫҫӗмӗш хӗрарӑмӗ сӑмах чӗнмесӗр лешсене итлет, ӑсма черет ҫитессе кӗтет.-Эс ма вара ху ывӑлу ҫинчен ним те каламастӑн?- тӗпчеҫҫӗ лешсем. – Мӗн калас ӗнтӗ. Нимпе те уйрӑлса тӑмасть ман ывӑлӑм. Ача ачах ӗнтӗ, пуринте ҫаплах пулӗ. Хӗрарӑмсем витрисене тултарса кӗвентесем ҫине ҫакрӗҫ те килӗсене ҫул тытрӗҫ. Ватӑ шурсухал та вӗсем хыҫҫӑн утрӗ. Йывӑр ӗҫпе аманнӑ аллисем ыратнипе чарӑна-чарӑна утаҫҫӗ хӗрарӑмсем, тулли витрисем унталла-кунталла сулкаланаҫҫӗ, урисем ҫине сив шыв сирпӗнсе пырать. Урам хапхи умӗпе виҫӗ арҫын ача вылляса иртеҫҫӗ: пӗри юрра шӑрантарать, утнӑ ҫӗртрех ташласа илет. Тепри вуник кукӑрӑлчӑк туса кӑтартать. Ҫапла вӑл, ачалӑх: чун та таса, шӑншак та ҫӑмӑл! Хӗрарӑмсем витрисене лартсах ачасене сӑнаса тӑчӗҫ. Виҫҫӗмӗш ачи хӗрарӑмсене асӑрхасанах чупса пычӗ те амӑшӗн аллинчи витресене йӑтрӗ те кил еннеле ҫӑмӑллӑн утара пачӗ. –Калаха ватӑ ҫыннӑм, хашин ывӑлӗ сана ытларах килӗшрӗ?,- ыйтаҫҫӗ хайхи хӗрарӑмсем ват арҫынтан. -Ывӑлӑрсем ӑҫта вара? Эпӗ пӗрне кӑна куртӑм ха. Ав, витресемпе утать. Ним те калимӑн. Арҫын ӳсет!

Иккӗн иккӗнех ҫав!
Икӗ тус урам тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. Ӗҫ тупаймасӑр унталла ҫитеҫҫӗ, кунталла тӑрӑнаҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ ӳсӗр арҫын утать. Пӗри теприне калать: «Айта ҫакна патак ҫитеретпӗр. Ҫавах кайран нимте ас тӑвимӗ. Пире вара кулӑшла пулӗ». Тепри хуравлать: «Пӑх-ха эсӗ мӗнешкел вӑл самӑр та ҫӳллӗ, аллисем пӗр пӑт туртаҫҫӗ пулӗ. Хамӑра тапкӑ –ҫупкӑ ан лектӗрччӗ тата». Пӗрремӗшӗ кулса: «Пире тата мӗншӗн хӗнемелле – ха?», -тет.


Нихӑҫан та? Нихӑҫан та.
Анук хаӑй сӗтелӗ патне пычӗ те чутах кӑшкӑарса яримарӗ: сӗтел сунтӑкӗ ҫурри уҫӑ, шала хунӑ хут листисем вараланса тӑрмаланнӑ, ӗнер кӑна туяннӑ сӑрӑсем унта- кунта йӑванаҫҫӗ. Сӗтелӗ вара хапхура. Ванюк!- кӑшкӑрса ячӗ хӗрача. – Ванюк! Урӑх ним тӑваймасӑр Анук пукан ҫине ларса макӑрса ячӗ. Ҫурри уҫӑ алӑкра Ванюкӑн шакла пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Пичӗ вараланса пӗтнӗ, сӑмси хӗп- хӗрлӗ. Намӑсран мар, сӑрӑшӑн. – Эпӗ ним те туман! – хӑвӑрт кӑҫкӑрчӗ те пӑрчӑкан евӗрлӗ урамалла тухса виркӗнчӗ. Анук ун хыҫҫӑн чышкине чӑмӑртаса чупрӗ. Лешӗ пахчаналла, унтан панулми йывӑҫҫи ҫине ухса кайрӗ. Кушак евӗр йывӑҫ чи ҫӳлти турат ҫине улӑхрӗ те йӑмӑкӗнчен юнаса кулма тытӑнчӗ. – Йӗпе сӑмса! Усал сӑрӑшӑн ӳлет! – Эпӗ сана ҫавах тытатӑп, вара лекет хӑвна,- йывӑҫ айне пырса тӑчӗ ӳсӗклесе хӗр ача. -Эпӗ макӑрӑп – и? Эс малтан тыт-ха мана, йӗпе сӑмса! – кӑшкӑрчӗ ҫӳлтен Йӑванӗ. Асӑрхамасла ача хӑрӑк турат ҫине пусрӗ те лешӗ ҫӑтӑрт турӗ те иккӗшӗте ҫӗр ҫине персе анчӗҫ. Анук ӳкне шӑллӗ патне чупса пычӗ те чӗтрен аллисемпе мӑйӗнчен ыталаса илчӗ. – Ванюк! Ванюк!,- кӑшкӑрчӗ вӑл. Ун куҫӗнчен вӗри куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. - Тӑр! Тӑр тетӗп сана!,- анчах пулса иртнӗ харкашу пуҫра та юлмарӗ унӑн. - Мӗн ыратать? Ӑҫта ыратать? Калаха хӑвӑртрах!,- пӑшӑлтатрӗ пӗчӗк хӗрача шӑллӗн пуҫӗнчен чуп туса. Пуҫне аллипе картласа шӑпӑрт ларакан Ванюк йӑмӑкӗ ҫумне ҫыпӑҫрӗ.- Каҫар мана, Анюк, эпӗ урӑх нихӑҫан та, нихӑҫан та сана кӳрентермӗп. Сан япалуна нихӑҫан та урӑх тытмӑп,- пӑшӑлтатрӗҫ унӑн тутисем.

Виҫӗ тус.
Унтри апат вӑхӑчӗ ҫитнӗ тӗлелле тин хӑй сунтӑкӗнче апачӗ ҫуккине асӑрхарӗ. Пысӑк переменӑ пуҫлансан мӗн пур шкул ачи апатланма ларчӗ ӗнтӗ. Унтри вара пӗччен кантӑк умӗнче кичеммӗн тӑчӗ. Юнашар Микулай тусӗ пырса ларчӗ. Хӑй аллинчи шур ҫӑкӑра аш татӑкӗпе ҫырта-ҫырта юлташӗ ҫимесӗр тӑнине курса интересленет хайхи: « Ма ҫиместӗн?». – Апата таҫта ҫухатрӑм. -Япӑх. Киле кайиччен пайтах ха. Аллинчи апата куркари чейпе сыпа-сыпа Микулай ытти ачасем патнелле утрӗ.- Эсӗ ӑна урӑх классра хӑвартӑн пулӗ. Халӗ кам та пулин савӑнать ӗнте,- текелесе. Влатюк вара тусӗ кӗтесре шӑпӑрт тӑнине асӑрхаса ним каламасӑрах Унтри патне пычӗ те хӑй аллинчи кукӑле ҫурмалла хуҫрӗ те: ,Ме, ҫисем.»,- тере кӑна.

Пӑр ҫинче.
Кунӗ таса та хӗвеллӗ. Ҫап ҫута пӑр куҫа шывлантармаллах ялкӑшса выртать. Анчах та халӑхӗ ҫукпа пӗрех. Пӗр пӗчӗк хӗр пӗрчи кӑна аллисене кулӑшла сарса пӑрахса пӗр сакран тепӗр сак патне куса-куса ҫӳрет. Ярӑнма кӑна вӗренет пулас –ха. Виҫӗ тус пӑр ҫине анчӗҫ те, васкасах урисене шуҫтукмаккисене сырма тытӑнчӗҫ. Пӗри маларах сырчӗ те ярӑнма пуҫларӗ. Паха ярӑнать каччӑ! Мӗн туса кӑтартмасть пулӗ: пӗр ури ҫине тӑрса кӑтартать, хӑй тавра ҫаврӑнать. Сисмесӗр сак патӗнче тӑракан хӗрачана пырса ҫапӑнче. Лешӗ пӑр ҫине ӳкрӗ. Ача хӑранипе чаранса тӑчӗ те: -Каҫар, эп асӑрхимарӑм сана терӗ. Ыраттартним? – Аха. Чӗркуҫҫине.- Тӑхтаха, эпӗ сана сак ҫине ларма пулӑшап, кайран килне те ӑсатӑп. Хыҫра кулӑ сасси илтӗнсе кайрӗ. – Мантан кулаҫҫӗ,- пырса ҫапрӗ каччӑн пуҫне. –Ха! Чӗркуҫҫи, тупрӑн куллянмалли,- сисмесесӗрех персе ячӗ те куҫне пытарса юлташӗсем патнелле ярӑнтарчӗ. Аллисенчен тытӑнса ачасем савӑнӑҫлӑн ярӑнма тытӑнчӗҫ. Хӗрача вара ыраттарнӑ чӗркуҫҫине шӑлкаласа сак ҫинче шӑппӑн макӑрса юлчӗ.

Пулӑшрӗ.
Света паян шкула пыман. Ҫавӑнпа Маринӑна юлташ хӗрачисем килне кайса курма хушрӗҫ. Пулӑшу кирлӗ-и, мӗн те пулса илсе каймалла-и. Светланӑ чирленӗ иккен. Грипп. – Ой, Светӑ! Санӑн пуҫ ыратать пулӗ ха. Шыв та ӗҫес килет ӗнтӗ. Ман та пӗлтӗр ҫаплахчӗ. Кунӗпе ӑшӑ чей ӗҫеттӗм, ҫамка ҫине йӗпетнӗ алшӑли хураччӗҫ. Кукам иртен пуҫласа каҫчен манран уйрӑлмарӗ вара. – Манӑн кукам ҫук. Анне вара ӗҫре, каҫхине кӑна таврӑнать. Вӗри чейне ӗҫӗттӗмчӗ ха ӗнтӗ хаваспах. Тӗпелте чейник вӗретме лартмата пулать. Чей пе пӗремӗк ҫисен аван пулӗчче. – Аха, Светӑ. Ӑшӑ чей самай пулӑшать. Маринӑ тӗпел еннелле утрӗ. Лерен ун сасси илтӗнсе кайрӗ: «Чейникӗ пушах ҫке, шывӗ вара ӑҫта? - Сӑл пахчара, витри ун пури ҫинчех. - Ай-уй! Урамра ҫумӑр пуҫланчӗ пулас. Пӑхам ха. Чӑнах та. Калуш тӑхӑнни паха пулчӗ вара. Пахчари курӑк халӗ йӗпе те сивӗ, лӑчах йӗпетӗ. Вара сан евӗрле чирлесе ӳкеме те пулӗ. Чупам ха хӑвӑртрах киле, ҫумӑр вӑйланса кайиччен. Ну, сывал вара хӑвӑртрах. Ыран тепре ҫапла килсе кайӑп». Светӑ ассӑн сывларӗ те сивӗ чейнике чӗтрекен аллисемпе кӑмака ҫине лартре. Газ чӗртме вӗренмен ха вӑл, хӑрать пушар тухасран. –Чӑтас пулать ӗнтӗ. Тепӗр ик-виҫ сехетрен анне те ҫитӗ акӑ. Тепӗр кунне Маринӑ юлташ хӗрачисене Светӑна мӗнле пулӑшни пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Вӑл лайӑх пӗлет ӗнтӗ гриппа чирленӗ чух мӗн кирлине.

Лайӑх ача.
Антун ирхи хӗвел куҫран шӑтарасла пӑхнипе вӑранчӗ. Хӑтӑлас тесе вырӑн тепӗр енне куҫса выртрӗ. Хӗвелӗ вара ачаран хӑпмарӗ: пуҫран та хӗртет, хӑлхаран та кӑтӑклать. Антун вырӑн ҫинчен яраланса тӑчӗ те чӳрече патне пычӗ. Пӑхсан кун паха пуласса шантарчӗ. Ҫакна кура ачан хӗйен те мӗн те пулин чуна савӑнтаракан ӗҫ тӑвас килсе кайрӗ. Чӳшек ҫине ларчӗ те шутлама тытӑнчӗ: « Вӑт, калӑпӑр, эпир пӗве хӗрне йӑмӑкпа кайрӑмӑр та вӑл асӑрхамасла шыва кӗрсе ӳкрӗ те пута пуҫларӗ. Эпе, паллах, шутласа тӑмасӑрах, мӗнпур халӑх умӗнчех, шыва чӑматӑп та ӑна ҫӑлатӑп. Пурте мана ырлаҫҫӗ, пурте ыталаҫҫӗ, пӳрнепе тӗллесе мухтаҫҫӗ». Ҫак самантра пӳлӗме йӑмӑкӗ кӗрсе тӑчӗ те; «Антун, пахчана уҫӑлма манпа тухсам. Пӗччен питӗ кичем». –Ай, эсӗ тата, хӑвӑн вӑйусемпе. Курмастним, кирлӗ япала пирки шутлатӑп. Йӑмӑкӗ салхуллӑн алӑка хупрӗ те тем мӑкӑртатса урамалла тухса утрӗ.Антун малалла шутлать: «Вӑт, калӑпӑр, кукамая кашкӑрсем тапӑннӑ. Эпӗ вара вӗсене сенӗк аврипе хӑваласа яратӑп. Пурте, паллах, мана ырлаҫӗ, мухтаҫҫӗ. Ытти ачасене ман пек пулма хистеҫҫӗ». Ҫав вӑхӑтрах кукамай кӗчӗ те пӳлӗмри ҫуп-ҫапа пуҫтарма хушрӗ. Хӑйӗн вӑхӑт ҫук терӗ, Антунӑн пушмакӗсене ҫумалла имӗш. –Вӑт, ват супнӑ, тупрӗ мана чӑрмантарма сӑлтав. Эпӗ кирлӗ ӗҫпе асаппаланнине курмасть те вӗтха! Мӗн шутласа тупас ши? Пурте курӑчӗҫ, Антун мӗнле маттур пулнине!

Эпир пурте ҫынсемех.
Пӗр ялта пӗр тӑлӑх ача пурӑннӑ тет. Паян, сӑмахран, ку пӗр ялта анчах мар, сӗршывӗпех ӗнтӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пулман пирки вӑл яланах выҫӑ ҫӳренӗ, яланах хырӑма тултарас шухӑшпа кун ирттернӗ: ӑна ялан камта пулин вӑрҫнӑ,е вӑл камран та пулин тарнӑ, ялан ӑна кам та пулин кӳрентернӗ, е вал хӑй мӑшкӑл тунӑ. Унӑн пӗр тус та пулман, никам та унпа ҫыхланасшӑн пулман. Вӑл та хӑранӑ, унран та хӑранӑ. Пӗррехинче ял лапки умӗнче вӑл пӗр хӗр ачан кӗсьинчен укҫа кӑларса илнӗ. Савӑннипе тӑраниччен пӗремӗк тата канифет илсе ҫинӗ. Каярахпа урам тӑрӑх утнӑ чух пӗр пӳрт умӗнче пӗрене ҫинче пасӑрхи хӗрача макӑрса ларнине асӑрхать хальхи. Шӑпӑрлан хӗрача мӗншӗн кулляннине ҫийӗнчех туйна ӗнтӗ, ҫавӑнпата ним те пулман пек туса малалла иртсе каясшӑн пулнӑ. Анчах та хӗрача ун ҫине куҫҫуллпе тулнӑ куҫӗсемпе пӑхса илнӗ те кайлах кӳренсе пуҫне ҫӗрелле уснӑ. Паллаймарӗ пулас, шутларӗ вӑрӑ. Пӗрене ҫине юнашар ларчӗ.-Мӗн пулчӗ? Мӗн ӳлесе ларатӑн кунта? – Укҫа ҫухатрӑм. Мамак юлашки укҫипе мана ҫӑкӑрпа сахӑр туянма хушрӗ. Эпӗ вара ҫухатрӑм. Мӗн калас-ши халӗ мамака? Хӑйӗн пӗчек ӗмӗрӗнче вӑррӑн пӗр хут та хӑй ӗҫӗсемшӗн намӑс туйӑмӗ ҫуралман. Нихӑҫанта! Паян вара вӑррӑн пӗчӗк чӗринче темле хӳхемлӗх вӑранчӗ. Ӑна путарас тесе вӑл малалла уттарӑсшӑнччӗ. Тӑрса утрӗ те, анчах пӗр вунӑ утӑмран таврӑнче те хӑй сисмесӗрех: - Эпӗ санӑн укҫуна вӑрларӑм терӗ. Анчах та пӗчӗк хӗр ун сӑмахӗсене ӗненмерӗ. –Ан суй, терӗ вӑл, кун пек япӑх ачасем пулмаҫҫӗ. Эсӗ ку укҫана ҫул ҫинче тупнӑ та мана пама вӑтанса ларатӑн. Ку сӑмахсем хыҫҫӑн вӑрӑна япӑх пулса тӑчӗ, вӑл малтан хӑрелсе кайран шуралса кайрӗ. Хӑйӗн ӑшӗнче вӑл текех ӗмӗрне те ҫын япалине тытмастӑп, никама та кӳрентерместӗп тесе хӑйне хӑй сӑмах пачӗ. Сисмесӗрех пӗчӗк каччӑ хӑй шухӑшне саспах каларӗ.- Эпӗ вӑрламасӑр пурӑнаймастӑп. Вӑрламасассӑн эпӗ выҫса вилетӗп, урӑх нимте тума пултараймастӑп. Мӗн тӑвас ӗнтӗ халӗ манӑн?

Вӑйӑра
Пурте кӗтнӗрен-ши, паян урамра ҫанталӑк паха. Ял ачисем хур-кайӑкла вылляҫҫӗ. Кашкӑр пулма пысаках мар лаптак сӑмсаллӑ ачана суйланӑ. Ачи кӑсйинче тулли пулнӑ пирки пӗрмай йӗмне турта-турта хӑпартать. –Хур-кайӑксем килелле, -кӑшкӑрать амӑшне выллякан хӗрлӗ тутӑрлӑ мӑнтӑрккарах хӗрача,- Кашкӑр вӑрмантан тухрӗ, килелле! Пирӗн «кашкӑр» вара ик-виҫ утӑм тӑвать те ҫӗр ҫине ларать, кӑсйерен темӗскер кӑларать те ҫӑварне хыпать. Чӑмлать. Пӗр ик-виҫ хутчен кӑшкӑркаласан «хуркайӑксем» «кашкӑр» тавра пуҫтарӑнчӗҫ. Ятлаҫаҫҫӗ:,- эсӗ мӗн пире хӑваламастӑн, ялан пӗр вырӑнта ларатӑн. Эсӗ кашкӑр пулсассӑн санӑн пире хӑваламалла, пирӗнтен тарса лармалла мар.- Кун пек кашкӑрпа пирӗн нимӗнле вӑйӑ та пулмаҫҫӗ паян,-тет тепри, хур аҫине выллякан хытканрах ача. – Хӑрамастӑп эпӗ сирӗнтен,-хуравлать тулли ҫӑварпа "кашкӑрӗ",- ак ҫак панулмие ҫисе яратӑп та сире хӑвалама тытӑнатӑп та ӗнтӗ. Хӗвел тӳпене ҫитет ӗнтӗ. Пирӗн хур-кайӑксем пӗр вырӑна пуҫтарӑнса ларнӑ. Вӗсен варринче лаптак сӑмсаллӑ «кашкӑр» черетлӗ панулмине кӑшласа ларать. Пӗтерет пулӗ ха.

Хуҫа
Пӳлӗмре ача-пӑча вӑйисем валли тем те пур. Чукун ҫул тӑрӑх пӗчӗк пӑравус ураписене турттарса ҫаврӑнать, ун ҫийӗн самолечӗсем вӗҫсе иртеҫҫӗ, пӗчӗк тӳшексем ҫинче капӑр тумлӑ пуканесем выртаҫҫӗ. Пур ачи те савӑнӑҫлӑ тата килӗшӳллӗ вылляҫҫӗ. Пӗр ача кӑна выллямасть, савӑнмасть, никампа та хутшӑнмасть. Хӑй тавра теттесем пуҫтарнӑ та вӗсене сыхласа ларать. Никампа та выллямасть, никамата выллятармасть. Пӗр ачи ун патне пырсассӑнах вӑл: «Манӑн, ан тӗкӗн, веҫех манӑн»,-тесе кӑшкӑрать ҫеҫ. Ачисем тавлашмаҫҫӗ, айӑккалла пӑрӑнса хӑйсемех вылляҫҫӗ: теттесем пурне валли те туллиех ҫке. Пӳлӗмре нянечкӑ сӑнаса ларать. Ачисем ун тавра пухӑнчӗҫ те пӗри теприне пӳлсе хӑйсемпе вӑйа хутшӑнма сӗнеҫҫӗ, савӑнҫлӑ кулаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ.Ҫак ача кӑна хӑй кӗтессинче кичеммӗн ларать. – Эсӗ мӗншӗн выллямастӑн, санӑн мӗн чухлӗ тетте?, -ыйтрӗ унтан нянечка,- Пӑх-ха, пурте савӑнаҫҫӗ, вылляҫҫӗ. – Мана кичем. тет лешӗ –Мӗншӗн сана кичем вара? Анчах та лешӗ хӑй кичемлӗхне ӑнлантарса паримарӗ. – Мӗншӗн тесен вӑл выллямаҫҫӗ, вӑл сыхлать, хыткукар -терӗ ачасенчен пӗри.

Пӗремӗк.
Амӑшӗ тӗпелтен кӗчӗ те сӗтел ҫине пҫр чашӑк пӗремӗк лартрӗ. -Халӗ чей ӗҫӗпӗр. Кукамай савӑнӑҫлӑн чей чашӗкесене ларта пуҫларӗ. Пурте сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ. Вӑлатӳк чашӑка хӑй патнерех куҫарчӗ. – Пурне те пӗрер пайла,- терӗ ӑна пичӗш Мишук. Пӗремӗксене сӗтел ҫине тӑкрӗҫ те икӗ пая хӑвӑрт пайласа хучӗҫ. –Пӗрпекех –и? – Пӗрпекех. Шутласа пӑхма пултаратан, иксӗмӗрӗн те пӗрпекех. Мишук купасем ҫине пӑхрӗ те,- кукамай чей яма пултаратӑн,- терӗ. Часах чей кашни умне пырса ҫитрӗ те. Сӗтел хушшинче шӑпланчӗ, чӑмлани кӑна илтӗнсе тӑрать. Купасем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех чакма пуҫларӗҫ. -Тутлӑ вӗт?,-ыйтать пӗри. - Аха, пит пылак,- хуравлать тепри. Амашӗпе кукамай весем ҫине пӑхса ним шарламасӑр ларчӗҫ. Юлашки пӗремӗке ҫинӗ хушӑра Мишук амӗш еннелле пӑхса илчӗ. Лешӗ пӗр аллинче типсе кайнӑ кулач татӑкне тытнӑ, теприпе чей чашӑкне кашӑкпа пӑтратать. Кукамайӑн та чейпе ҫиме типсе кайнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ пур иккен.

Пӗрремӗш ҫумӑрччен.
Таняпа Маша питӗ туслӑ теҫҫӗ. Яланах пӗрле: шкулта та, урамра та. Паян Маша Таня патне хӑнана кӗрет, ыран Таня юлташне ӑсатса ярать. Пӗррехинче Таняпа Маша урампа шкулалла утнӑ чух ҫумӑр айне лекрӗҫ. Машӑна нимте мар, унӑн вӑрӑм плаҫӑ пур, вӑл ҫумӑртан та ҫилтен те хӑрамасть. Таня вара паян ҫара кӗпепе кӑна тухнӑ - ирхине хӗвел шӑратса пӑхатчӗҫке. -Хыв плаҫуна, пӗрле витӗнӗпер, - кӑшкӑрать Маша юлташне. – Ҫук, манӑн йӗпенме юрамасть, эпӗ чирлеме пултаратӑп. Анне вара мана ятлать. Ҫапла ҫумӑр айӗнех хӗрпӗрчисем класа вӗтеленсе кӗрсе тӑчӗҫ. Вӗрентекенӗ ачасене курсассӑн, – Тӗлӗнмелле. Маша тип типех, эсӗ вара, Таня, йӗп-йӗпех. Эсир пӗрле шкула килтӗр вӗт. – Машӑн плаҫӑ пур, манӑн вара паян ҫук. Вӗрентекен Маша ҫине пӑхса салхуллӑн пуҫне силлекелесе; «Сирӗн туслӑху, пӗрремӗш ҫумӑрччен ҫеҫ пулас»,- терӗ кӑна. Иккӗшӗ те хӗремесленсе тӑчӗҫ. Мӗншӗн-ши, пӗлейместӗр-и?

Эмел.
Пӗчӗк ҫеҫ Настйӑн амӑшӗ чирлесе ӳкнӳ. Тухтӑра киле чӗнмеллех пулнӑ. Хайхи пӳлӗме кӗрет те ҫакӑнпек тӗлӗнтермӗш курать. Амӑшӗ пӗр аллипе ыратакан пуҫне тытнӑ, теприпе урайӗнче сапаланса выртакан теттесене пуҫтарать. Хӗрачи вара хӑй тенкелӗ ҫине ларнӑ та амӑшне: «Ку пуканине илсе пар, теприне каялла хур. Вырӑнҫинчен купиксем килсе пар!»,- тесе кӑшкӑрса кӑна ларать. Шеремет амӑшӗ унталла-кунтала чупнипе йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ. Хӗрӗ ҫаплах лӑпланаймасть ха:- Ку пукани мана килӗшместь,- тет, -ман юратнӑ Маша тепӗр пӳлӗмӗнче ларать. Илсе кил хӑвӑртрах тет. Тухтӑр ку мыскарана пӑхса тӑчӗ- тӑчӗ те: « Ҫук, ку ача хӑй япалисене пуҫтарса тирпей кӗртме вӗренеймерӗ тӑк, амӑшӗ сывалаймасть пулӗ!»,- терӗ кӑна.

Ҫӗнӗ Ҫул.
Кашни Ҫӗнӗ Ҫула Санюкпа Ванюкта чунран кӗтеҫҫӗ. Ҫак кун кашнинех хаклӑ кученеҫ кӗтет. Ку ҫулӗнче ашшӗ ывалӗсем валли ултӑ пысӑк шоколад туяннӑ та хӑй сунтӑхне хунӑ. Ачисене ку пӳлӗме кӗме юрамасть тесе хытарсах каланӑ. Иккӗше те шоколад питӗ юратаҫҫӗ, анчах та, атте тӗкӗнме хушман пулсассӑн Ванюк эрне хушши ашшӗн пӳлӗмӗ патне те пырса пӑхман, чӑтнӑ. Санюк Ҫӗне Ҫула кӗтсе тӑрас темен, кашни кун, никам асӑрхиччен, вӑл ашшӗн сунтӑхӗнчен пӗрер шоколад илсе тухса эрне хушшинче вӑрттӑн ҫисе янӑ. Санюкшӑн кӑҫал Ҫӗнӗ Ҫул эрнелӗх тата самай иртерех килчӗ. Акӑ ҫитрӗ те Кӗтнӗ Кун, пурте тулли сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ. Мӗн лартман- шик унта: пӗремӗкӗ те, тӗрлӗрен тӗрлӗ кукӑлӗ те, ӑшаланӑ хурӗ те, тортпа чей те. Ванюк вара ҫавара нимте хыпмасӑр юратнӑ кученеҫне кӗтнӗ. Акӑ шоколад вӑхачӗ те ҫитрӗ, ашшӗ хыпаланмасӑр хӑй пӳлӗмне кайрӗ. Ванюк куҫӗсем ашшӗн кашни утӑмне йӗрлерӗҫ. Ашшӗ часах таврӑнчӗ. Хӑй купӑста пек шуралса кайнӑ, хытӑ ҫилленни катаран паллӑ. -Кам шоколадсене ҫисе янӑ? -Ыйтрӗ вӑл ачисенчен. Санюк ҫиенчех тунса тӑмасӑрах айӑпне йышӑнчӗ. Тарӑхнӑ ашшӗ Санюкӑн кӑҫал Ҫӗн Ҫул кучченеҫӗ пулмаҫҫӗ терӗ. Макӑракан Ванюка ыранах шоколад парнелетӗп тесе сӑмах пачӗ. Ҫакӑнпа Ҫӗнӗ Ҫул ачасемшӗн вӗҫленчӗ те. Пурте ҫывӑрма выртрӗҫ. Пӗр Ванюк кӑна нумайччен куҫне хупаймарӗ. Тепӗр кунне, паллах, лапкасем хупӑ пулчӗҫ, Ванюкӑн кайлах кучченеҫ пулмарӗ. Тата тепӗр кунне ашшӗ ӗҫе кайрӗ, каҫхине ҫеҫ таврӑнчӗ. Хӑй сӑмахне вӑл паллах манман, Ванюк валли шоколад илсе килнӗ. Анчах та вӑл киле ҫитнӗ тӗле ачасен ҫывӑрма вӑхӑт ҫитнӗ те. Ҫапла вара Ванюк Ҫӗнӗ Ҫул кучченеҫне виҫӗ кун иртсен тин илме пултарчӗ. Хытӑ куреннӗскер ача шоколад ҫине пӑхасшӑн та пулмарӗ. Нумай вӑхӑт хушши кучченеҫ сунтахӗнче типсе выртрӗ. Ачан вылляс та савӑнас та килмерӗ. Эрнипех ӑна пӗр ыйту чӑрмантарчӗ. Мӗнлеха капла, шутларӗ Ванюк, эпӗ атте хушнине пурнете тунӑ, аташман, аслисене итленӗ, кӗҫӗннисене пулӑшнӑ. Анчах та Ҫӗнӗ Ҫул кучченеҫӗ мана кӑна лекмерӗ? Каникул юлашки кунне ҫеҫ вӑл урама тухма хал ҫитерчӗ. Санюк вара икӗ эрнипех савӑнчӗ, вылляре. Уна Ҫӗне Ҫул кучченеҫӗ лекеймерӗ пулсассӑн та, вал ултӑ ҫын тӳпипе тӑранчӗ. Вӑл хӑйне киревсӗр тытрӗ пулсассӑн та, аслисене итлемерӗ пулсассӑн та, кӗҫӗннисене кӳрентерчӗ пулсассӑн та хеллехи кану кунӗсене Ванюкран савӑнӑҫлӑрах ирттерчӗ.

Ҫынлӑх.
Иртнӗ эрнере Сашукпа Пашук вӗреннӗ шкулта Африкӑри выҫлӑхпа аптранӑ ачасем валли пулӑшу пуҫтарма пуҫларӗҫ. Сашук класӗнче те ҫак ӗҫ хӗрсе пырать. Вӑл та кашни кун уроксем хыҫҫӑн хӑй пурӑнакан урамри ҫуртесем тӑрӑх ҫаврӑнса килет. Пайтах пуҫтарчӗ, кашни пусне шутласа ашшӗне упрама ыйтрӗ. Ҫак ӗҫ ӑна питӗ килӗшрӗ: ҫынна ҫын пулӑшни яланах кӑмала хӑпартать, вӑй хушать. Киле Сашук пӑч тӗттӗмле лӑсӑр-лӑсӑр ывӑнса таврӑначчӗ. Пашук та мӗн каҫ пуличченех хушнӑ ӗҫпе вӑхӑтне ирттерчӗ. Вӑл кӗрсе тухман пӗр ҫурт та юлмарӗ, хӑш пӗр ҫыннисем икшер хут та Африка ачисене пулӑшма кӑмӑл туӗҫс. Укҫи Пашукӑн нумай пуҫтарӑнӑчче, ҫынпа калаҫма пит лайӑх пӗлет вӑл. Пирӗн халӑх хӑй пуянах пулмасассӑн та, чухӑна вильме памасть. Сашук укҫине ашшӗ упрать, Пашук вара уксана килте тытмасть- кашни кун лапкана ҫӳрет. Пуҫтӑрна мулпа вӑл пӗремӗк, канифет, шоколад, мороженӑй туянса сывлами пуличчен тутлӑ шывпа сыпса ҫисе ярать. Кашни кун, хӑшпӗр чухне икшер хут та кайса килме май тупать маттур каччӑ. Сашука пулӑшу ӗҫӗнче чи малти пулнӑран Шкул директорӗ хаклӑ хутпа мӗнпур шкул умӗнче ырларӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ те ик эрне хушши паттӑрсен шучӗнче ҫурерӗҫ: куҫӗсем савӑнӑҫлӑ ялкӑшаҫҫӗ, пичӗсем ҫинчен хӗвел анма пӗлмест. Пашук вара ҫак эрнере мӑнтӑрланса шыҫӑнсах кайрӗ, аран-аран сывласа утма пуҫларӗ. Шоколадпа пӗремӗк ҫине хӑсӑк килмесӗр пӑхма пултарими пулчӗ.

Ҫын пулатпӑр.
Сашукпа Пашукӑн салтака кайма вӑхат ҫитрӗ. Сашук ҫак куна чӑнахах кӗтнӗ. Салтаклӑх хӑратнӑ та илӗртнӗ те ӑна. Ҫартан таврӑннӑ ҫын ҫеҫ хӑйне арҫын теме пултарать тенине вӑл сахал мар ыттисенчен илтнӗ. Хура тинӗс ҫумӗнче ҫитӗннӗ ачан хӗвел тухӑҫ енчи утравра икӗ ҫул тертленме лекнӗ. Вырӑс хӗлӗ мӗнлерех пулнине каччӑн кунта ҫеҫ курма тӳр килнӗ. Шартлама сивӗре Сашук шӑнса пӑсӑлнӑ, ӑна, ӳпкерен илнӗскерне, пульницӑна хумаллах тунӑ. Ҫур ҫула яхӑн каччӑ вилӗмпе пурнӑҫ хушшинче выртнӑ.Ҫапах та ура ҫине тӑма тур панӑ панах ӑна. Салтак вӑхӑчӗ иртсессӗн ҫартах юлма килӗшнӗ. Пашук салтакра мӗнле пурнӑҫ пулассине шкулта вӗреннӗ чухнех пӗлме тӑрӑшнӑ. Ыйткаласа пӗлне, вуланӑ, хатӗрленнӗ, пӗр сӑмахпа каласассӑн. –Мана валли салтакра ним лайӑххи те ҫук тенӗ каччӑ хӑйне хӑй. Ҫартан хӑтӑлас шухӑшпах вӑл библиотекӑра вуншар кӗнеке "кирлӗ чирсем" пирки вуланӑ. Хаӑне кирлине тупсан Пашук шкулта вӗреннӗ чухнех тухтӑрсем тӑрӑх хӑйӗн "чиресем" пирки нӑйкӑшса ҫуреме тытӑннӑ. Шыв чула ватать тенӗ ваттисем. Пашук та тухтӑрсем тӑрӑх ҫуресе - ҫуресен хӑйне салтакран хӑтаракан хут илнӗ - илнех. Шкул пӗтерсен «маттур» ача киоска ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Хальхи пурнӑҫӑн саккунӗсене пит хӑвӑрт ӑнкарнӑ вӑл: тепӗр икӗ ҫултан тӑватӑ лапка хуҫи пулса тӑна та. "Улталаймасӑр пурнамастӑн!",- тет вӑл хӑйӗн тусӗсемпе ларнӑ чухне.

Лӗпӗш.
Вӑрман варринчи кӑвак кӳлӗ тавра пӗчӗк ҫеҫ ҫаран вырнаҫнӑ. Хӗвел тухнӑ- тухман кӳлӗ хӗррине вӑрман халӑхӗ пуҫтарӑнать: пыл хурчӗсемпе сӑпсасем, йӗп варрисемпе шӑрчӑксем, кӑткӑсемпе нӑрӑсем, шӑнасемпе вӑрӑм тунасем те кунтах явӑнаҫҫӗ. Ҫакӑнтах пӗчӗкҫеҫ лӗпӗш хурчӗ те кӑнтӑралла тайӑнсан шукаласа ҫитнӗ. Пурте пуҫтарӑнсассӑн туй пуҫлланчӗ. Кашни кун ташӑ ӑмӑртӑвӗ пырать. Лӗпӗш хурчӗ кунта мӗн ҫухатнӑ тата, тесе ыйтас килет пулӗ сирӗн. Вӑл вӗҫме пӗлмест вӗт ха. Чӑнах та пӗлмест. Анчах пӗлесче сирӗн, мӗн тери унӑн та вӗҫме тата ташлама вӗренес килнине! Ҫавӑнпата ҫак сӑнсӑр хурт-кӑпшанкӑ симӗс ҫулҫӑ хыҫне пытанса сехетӗ - сехетӗпе тухма именсе сӑнаса тарать. Акӑ паянхи ӑмӑртусем те пуҫланчӗҫ пулас, пирӗн лӗпӗш хурчӗ те хӑйне меллӗ вырӑн йышӑнчӗ. Чи малтан сӑпса ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ. Ун ҫунаттисен сасси катана илтӗнет. Сӑпса хӑй ташшине вӗҫлеймерӗ, ҫаран тӑрах хура шӑна сасси янраса кайрӗ:- "Эсӗ мӗн кунта тӑватӑн, усал шӑршлӑ хурт! Сана кам кунта чӗнчӗ? – Эпӗ… Эпӗ.. Ахаль кӑна. Сирӗн ҫине пӑхса савӑнаттӑм кӑна. - Кама кирлӗскер эсӗ, усал сӑнсӑр хурт. Сана кайӑк та ҫиме лӗкленет. Эсӗ вӗҫме те пултараймастӑн. Тасал кунтан! Халех ҫухалнӑ пултӑр пирӗн туйран. Чӑнах та! Шӑна тӗрӗс калать. Эпӗ никамата кирлӗ мар, ниме юрӑхсӑр усал хурт. Вӗҫме те пултараймастӑп вӗт,- текелесе кичеммӗн шӑвӑнче хайхи хӗвеллӗ ҫаран ҫинчен. Пирӗн йышшисене таса вырӑна кӗртмеҫҫӗ. Кичем! Ҫав тери тунсӑх та кичем пулнипе лӗпӗш хурчӗ самай тӗттӗм вырӑна пытанчӗ те макӑрса ячӗ. Ҫак самантра хӑйне хӑй курайманнипе унӑн вилес килсе кайрӗ. Кама кирлӗ ши эпӗ: сӑнсӑр, вӗҫме пӗлмен хурт кӑпшанкӑ,- тесе куллянса выртрӗ вӑл. Сисмесӗрех хайхи ҫывӑрса кайрӗ. Тӗлӗкре вӑл кайлах хӑйпе хӑй калаҫрӗ. Хӑйне хӑй вӗҫме вӗренмеллех тесе ӳкӗтлеме тытӑнчӗ. Вӑл ҫав тери хӑйне пулӑшма тӑрӑшнипе сисмесӗрех пӗтӗм кӗлеткипех макӑрма тытӑнчӗ. Анчах та куҫҫульпе мар- темле ҫыпӑҫулла шурӑ ҫипсемпе. Пӗртӑкран хурт шурӑ кӗпепе витӗннӗ евӗрлех пулса тӑчӗ.Хыҫҫӑн вара хурт тӑна та ҫухатрӗ. Ӑшӑран тата сывлӑш ҫитменнипе хурт вӑранса кайрӗ. Хӗсӗке тата тӗттӗмлӗхе чӑтаймасӑр вӑл хӑй тӗрмине ҫурса ячӗ те ирӗке тухрӗ. Хӑйне хӑй ниепле те паллаймарӗ вӑл. Самантрах ҫил тухрӗ те ӑна ҫурӑмӗнчен йӑтса ҫӳлелле ывӑтрӗ. Пӗтрӗм халӗ, вилетӗп ҫӗре ӳксе,- шутласа илчӗ вӑл. Анчах та ӳкес вырӑнне хӑй ҫӑмӑллӑн веҫрӗ. Вӗҫетӗп! Эпӗ вӗҫетӗп,- варман ҫурса ярасла кӑшкӑрса янӑ пек туйӑчӗ ӑна. Ҫӑмӑл та сарлака ҫунаттисем лӗпӗше пӗр самантрах кӳлӗ хӗрне илсе ҫитерчӗҫ. -Пӑхӑр ха, пӑхӑр! Епле хитре лӗпӗш вӗҫет,- илтӗнчӗ аялтан. Кун пекки пирӗн ҫаран ҫинче ҫук. Паллах, ташлама та ку пирӗнтен пахарах пултарать ӗнтӗ. Пӗрремӗш вырӑн парас! Пӗрремӗш!, - ҫине- ҫине илтӗне пуҫларӗ саран тӑрӑх. - Нивушлӗ кусем мана калаҫҫӗ,- тӗлӗнчӗ лӗпӗш. Чӑтаймасӑр ҫутӑ кӳлӗ ҫине анчӗ те. - Ах! Тесе кӑшкӑрчӗ. –Эпэх-и ку! Эпех-им ҫак илемлӗ лӗпӗш











 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 1613.66.7450
2012.09.16 14:34
Кĕнеке кăларса пăхмалла-ши?
Игорь Сайман // 2337.11.4098
2012.11.11 02:30
Володя, "Наш Николай Васильевич Фёдоров" страницăна мĕншĕн хупрăр?
Владимир // 1040.74.8653
2012.11.17 18:36
Куçпа куçăн калаçманшăн.
Игорь Сайман // 5447.2.1970
2012.11.17 19:16
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Н.В.Ф. Шупашкарта пулнă. Эп çак пулăмпа çыхăннă пулĕ тесе...
Игорь Сайман // 5447.2.1970
2012.11.17 19:27
Ача-пча калавĕсем мана килешрĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, - сăмахран, пĕрремĕшĕ, - Илле Тăхти çырнисене аса илтерет.
Georgebeelf // 2661.22.9674
2017.07.22 22:00
Этот комментарий удален. Причина: спам

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики