Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Cмех - сущность человека.
(Ф. Рабле)
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852644 просмотров
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Игорь Сайман // 1835.41.6544
2012.11.20 18:33
Патăрьелĕнчи Кепе çырмине манкуртсем "Девичья" суя ят пама хăтланса пăхрĕç. Слапух Турра, çак ирсĕрлĕхе çирĕппĕн хирĕçлекен çын тупăнчĕ. Вăл - Виталий Киданов(Каçарăр, ашшĕ ячĕпе мĕнле чĕнмеллине пĕлместĕп). Çапла вара чăн-чăн ят халлĕхе сыхланса юлчĕ. Ача сачĕн чăвашла ячĕшĕн кар! тăракансем те тупăнмаллах пек.
Якур // 1169.99.9400
2012.11.21 00:10

Вассана: эсĕ ача-пăча çуртне нумай пулмасть çÿреме пăрахнине тÿрех ăнлантăм эпĕ. Манăн хăшпĕр шухăшсене Админ çырса кăлармĕ. Кăшт ăнлануллăрах пул, смешанный единоборствăсем Японире питĕ сарăлнă, унта кайса кил.
Атнер // 3792.8.1678
2012.11.21 11:42
Çук пуль тăванăм Игорь.Халиччен тупăнатчĕç ĕнтĕ вĕсем.Кунта хут çырмалла.Тюре-шара патне нумай çÿремелле.Тимер тĕрĕс калать.Лурте хастар трибуна çинче.
Игорь Сайман // 1201.65.1906
2012.11.21 14:29
Алина Лукиянова статйинчи тĕслĕхсем тĕпрен илсен Патăрьел районĕнчен. Сăмахран унта Туçара(Тури Туçара тесе ăнланмалл) ача сачĕ "Сар хĕвел" тенĕ. Анчах та пĕр 20 çул каялла унăн ячĕ "Солнышко" пулнă. Эппин тупаннă "такам" - тĕрĕсмарлăха туйса илекенни!
Васса // 3794.54.6709
2012.11.21 17:09
Якура: эс арçын пулса хĕрарăмпа çапăçмастăн ĕнтĕ паллах, çăвăншăнах Японие каяс -ши вара, тен, çапăçма пĕр-пĕр калуш ăшне шăракан арçын кунтах тупăнĕ?
Якур // 1039.8.4424
2012.11.21 18:20

Васса, эсĕ вĕтĕ çын пулнине тÿрех сисрĕм. Вăрçмалли, çупса ямалли пирки çырма(калуш пирки çырма пуçларăн, ăнман хĕрарăм--намăса пĕл!)кам пуçларĕ тетĕн. Админ вырăнче кĕртмен пулăттăм санăн намăса пĕлмен çырава.
Якур // 1039.8.4424
2012.11.21 18:24

Сайман, тĕрĕс. Çавăн пек тумалла та хастар çынсен. Конгресс, культура министерстви тата ыттисем çине шанса пурăнмалла мар. Вĕсене хĕтĕрмелле паллах.
Васса // 3794.54.6709
2012.11.21 21:21
Якура: мана вĕтĕ çын пулни те юрать,эп хĕрарăм - эп ухмах,( хотя мĕнле çынсене вĕтĕ тесе калан-ши эс, кунта паллă мар),çапах та сан пек ВĔТТИ кунта çыракан арçынсенчен, чăнах та , никам та çук.Тимĕр те пулсан хĕрарăмсене асăрхаман пек пулать.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.21 22:31
Шель пулин те конгресра ларакансен тăван ялĕсене те чăвашла çырни çук Шкулĕсенче те "Добро пожаловать"çырнă.Вĕсем ăна курмаççĕ.Курсан та хал çитместь йĕрке тума.
Якур // 1039.8.4424
2012.11.22 09:59

Васса, эс ухмах мар. Ухмаха пеме ан тăрăш. Эп сана курман та,пĕлместĕп те.Вĕтĕ тени мĕне пĕлтерет: сан пек амăшсем "Кураковсене" çитĕнтереççĕ: вăл Шупашкарта çĕкленекен çĕнĕ чиркĕвĕн тĕп меценачĕ иккен( Админ мана çын укçине ан шутла тесе ятлассине пĕлсех тăратăп-эпир ăçтаннине чухлатпăр).

Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики