Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Лучше в любой момент умереть человеком, чем вечно жить скотом.
(Джек Лондон)
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852248 просмотров
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 1039.8.4424
2013.02.04 19:16
И.Саймана: Рустам МИННИХАНОВ: «Мы возлагаем большие надежды на будущее татарского народа» Источник: http://ati-times.tatar-inform.ru/-тутарсен конгресăнче калани.
Agabazar // 6654.3.6217
2013.02.05 00:14
Agabazar
Якур хăта, сирĕн каçăн хÿри темшĕн татăлса ÿкнĕ. http://ati-times.tatar-inform.ru/ne ... /603/?sphrase_id=795
Agabazar // 6654.3.6217
2013.02.05 00:20
Agabazar
Куратăр-и, Тутар Президенчĕ Чăвашстанри Шăнкăртам ялне асăнать. Шăпах çавăнта ĕнтĕ иртнĕ çул пирĕн Михаил Игнатьев "Сандугач" ятлă ача садне пырса уçнă. Сандугач=Шăпчăк.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.07 09:38
Тутар ялне асăнать- питĕ лайăх, Н.Федоров 17 çул хушшинче тутарстанри пĕр чăваш ялне те асăнма вăй-хăват çитереймерĕ çеç.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.16 10:49
Акасапар: "Сăмах Хаматова пирки мар, Тутарстанри хуласенчи ТУТАР ТАТА ВЫРĂС ЧĔЛХИСЕН ВЫРĂНĔ тĕлĕшпе пырать" - эcĕ хирĕç-и, эпĕ пĕртте хирĕç мар. Е эсĕ Тутарстанра наци пулăмĕсем пирĕннинчен хавшакрах аталанни пирки пĕлтересшĕн.
Игорь Сайман // 1631.77.1003
2013.03.02 22:21
"Хыпар", март,2,2013, Стр.8.Шупашкарти 180-мĕш ача сачĕ "Тăрнашка" тенĕ.ЧĂНАХ ТА ÇАПЛА-ШИ Хаçат пире суймасть-ши? Ача сачĕн чăн ячĕ "Журавушка" мар-ши? Кам пĕлет — пĕлтерер, тархасшăн!!! Хаçат çинче çеç чăвашлатни —ниме тăман япала! Ултавпа тан!
Игорь Сайман // 3603.75.4899
2013.03.03 01:11
Пур-и Шупашкар хулинче "Тăрнашка" ятлă 180-мĕш номерлĕ ача сачĕ?
якур // 1039.8.4424
2013.03.03 10:26
И.Сайман, иртсе çÿренĕ чухне хăв кĕрсе пăхма вăтанатни 180-мĕш ача пахчине. Ан шиклен çак адреспа кĕр: пр.Мира, 94-а çурт, ертÿçи Исакова Валентина Алексеевна, çыхăну №638-632. Кĕрсе калаç, ыйтса пĕл мĕнле шухăш кăмăлпа пурнаççĕ, мĕнле сывлăшпа сывлаççĕ.
Якур // 1039.8.4424
2013.03.03 10:31
Хыпар хаçат хăй кайса курнă-ши унта. Хаçат ертÿçи А.Леонтьев тата ун çумĕ Г.Максимов шотсăр нумай ĕçлеççĕ. Вĕсен кун пек вĕтĕ ĕçсемпе шăкăртатса çÿреме вăхăт çук. Çав ĕçсене Сайманпа ытти хастарсенех тума тивет. А.Леонтьев вăл президиумра,тĕрлĕ презентацисенче хастар.
Игорь Сайман // 4092.25.2521
2013.03.03 12:39
"Вăтаннипе" мар, Якур. Эп Шупашкарта мар вĕт, çавăнпа ыйтрăм.ИНтернетра тупрăм-ха ăна. Ача садне "Журавлик" теççĕ иккен. Эппин "Тăрнашка" тени суя пулса тухать мар-и? Усал тăвас тесе мар ĕнтĕ, анчах çапах та ултав...

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 16

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики