Аксар Чунтупай // 1145.16.3912
2012.06.02 21:05 | |
Ку поэма 18-19 ĕмĕрте пурăннă чăвашсен пурнăçне уçса парать, çавăнпа та хальхи чăваш пурнăçĕн паллисене кунта шырама кирлĕ мар. Серте Унтри, чăн чăваш ялĕсемех вĕсем (Силпи, Хушăлка, Слакпуç). Эп хам вĕсенче пулса курнă, çыннисем калаçнă. | |
Аксар Чунтупай // 1145.16.3912
2012.06.02 21:06 | |
Мăнаçлă та çирĕп чăвашсем çеç хăй вăхăтĕнче кунтан унта куçса кайма пултарнă. Нишлисем, ман шутпа, кунта юлнă. Эп унтан тĕлĕнсе те хавхаланса килтĕм. Эс кайса курман пулсан, кайса кил. Саншăн та тĕлĕнмелли пурах аякри чăваш çĕрĕнче. | |
Вол // 4253.11.9616
2012.06.03 11:27 | |
Шекспир 16-мĕш ĕмĕрте çырнă, анчах та ун сăнарĕсем 21-мĕш ĕмĕрте те вăхăтлă. | |
Вол // 2213.17.8113
2012.06.03 17:37 | |
Кунтан тухса тарнисем. Таракан мăнаçлă пулма пултаримасть. | |
Вол // 2213.17.8113
2012.06.03 17:40 | |
Литература хăйлавĕ яланах пурнăçлă. Е уна никам та вуламаççĕ. | |
Вол // 2213.17.8113
2012.06.03 17:43 | |
Таркăан яланах пăсăк, ятсăр, тымарсăр. Чăвашлах чăваш çĕрĕнчех. | |
Аксар Чунтупай // 1725.38.1313
2012.06.05 01:09 | |
Нарспипе Сетнер сăнарĕсем паянхи куна тивĕçтермеççĕ пулсан - эпир паян вĕсем çинчен калаçман та пулăттăмăр. Вĕсем калаçтараççĕ пире, вĕсем... Тата вĕсен шухăшлавĕпе тыткаларăшĕ, чунлăхĕ (чунлăхĕ - чун-чĕре тасалăхĕ). "Нарспие" 100 çул иртсен вуласан та ăна тĕпĕ-йĕрĕпе никам та ăнланса çитереймĕ. "Нарспи" - вилĕмсĕр! Ăна кашни хăй шайĕнче ăнланать. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.06.05 19:14 | |
>>Кунтан тухса тарнисем. Таракан мăнаçлă пулма пултаримасть.
Тарман вĕсем. Вĕсем çĕнĕ пушă вырансене куçнă. Куçма çăмăл пулнă теттĕр-им? Пушкăрт чăвашĕсенче мĕн чухлĕ маттурлăх, мĕн чухлĕ хастарлăх. Пирĕннисен çавăн чухлĕ пулсан тахçанах мĕскĕнленмесĕр, чĕлхене сутмасăр пурăнмалла. | |
Васса // 2174.33.4150
2012.06.06 18:42 | |
Эп те çаплах шутлатăп,Пушкăртри Треппел ялне пирĕн Тăхăрьял чăвашĕсем куçа кайнине калаççĕ ватăсем,унта та маххă паман Тăхăрьялсем! | |
Вол // 1553.32.0588
2012.06.06 19:21 | |
Айтăр эппин куçса каятпăр. Ăçталла? Кама хамăрпа илетпĕр? |