Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Кто выпячивает себя, лишается преимущества.
(Лао Цзы)
 

Анастасия Турлаева: Паллӑ публицист-ҫыравҫӑ

Анастасия Турлаева05.05.2012 10:295172 просмотров
Эпир вӗсене манмастпӑр!
Вӑл 1914-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист пулса тӑнӑ. «Пионер сасси» тата «Красночетаевец» хаҫатсенче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнине Ленинград ҫарӗн чаҫӗнче кӗтсе илнӗ. 1941-1942 ҫҫ. Карели фронтӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, 1943-1945ҫҫ. вӗсен чаҫӗ Мурманск патӗнче «Рыбачий» ҫурутравӗнче ҫапӑҫнӑ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденне тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутайри «Ҫӗнтерӳ ялавӗнче» вӑй хунӑ. Назаров Михаил Якимович ҫинчен Хӗрлӗ Чутай районӗн энциклопедийӗпе «Журналисты Чувашии» кӗнекинче ҫак информацие кӑна тупма пултартӑмӑр.
Анчах та вӑл кӑна мар… Вӑл – сӑвӑҫ, Михаил Айгир. Пултарулӑхӗ ҫав тери анлӑ та кӑткӑс. Хӑйӗн малтанхи пултарулӑхне вӑл «Североморец» хаҫатра кӑтартнӑ. Пирӗн алла унӑн пичетленмен сӑвӑ пуххи лекрӗ. Тетрачӗ хура тӗслӗ пулнӑран эпир ӑна «Хура хуплашка» ят патӑмӑр. Кунти сӑвӑсенче расна вӑхӑтри пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ. Ҫамрӑк авторӑн пултарулӑхӗ 30-мӗш ҫулсенчех палӑрнине «Хурӑн» сӑвви ҫирӗплетсе парать. Вулакан умне малашлӑх ҫинчен шухӑшлакан яш ҫамрӑк тухса тӑрать. Вӑл «пылак та ҫутӑ ӗмӗтре вӗҫсе ҫӳрет». Самана лӑпкӑ-ха, хӑрушлӑх тухасси асӑнура та ҫук. Тӗнче хӗвел ытамӗнчи ешӗл курӑк пек вӑй илсе пырать. Сӑвӑра юратупа туслӑх, ҫураҫу темисем уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ.
Уйрӑмах «Ҫӗршывӑм – анне» сӑвви чуна тиврӗ. Чи малтан ку хайлавра салтаксен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗнче анлӑ усӑ куракан сӑмахсене асӑрхатпӑр:
«Эпир, салтаксем, сӗм тӗттӗм ҫӗрле
Ӑна тискер тӑшманран сыхлатпӑр,
Тӳпе ҫийӗнчи ҫут ҫӑлтӑрсене
Куҫпа ытармасӑр пӑхса савӑнатпӑр…

… Хаяр шавӗнче ҫӗмрӗлми хурҫӑ пек
Чӗре картине туптама вӗренетпӗр,
Ҫак ҫирӗп, таса, вӗри чӗрепе
Анне ытамне ютшӑнмасӑр кӗретпӗр,
Чӑн-чӑн пурнӑҫри хумсене тинкеретпӗр,
Сиретпӗр умри таса мар ҫӗрӗке…
Ахаль сӑмахсем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ теме пултаратӑр, анчах та ҫук… Вӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтне ҫийӗнчех туйса илме май параҫҫӗ. Ҫакна «ҫӗмрӗлми хурҫӑ пек», «тискер тӑшман», «таса мар ҫӗрӗк», «тӗттӗм ҫӗрле» танлаштарусемпе эпитетсем кӑтартаҫҫӗ.
Сӑвӑ танлаштарусемпе те пуян: «хаяр шавӗ», «чӗре карти», «анне (ҫӗршыв) ытамӗ». Вуланӑ май салтакӑн чунӗнчи туйӑмсем уҫӑлса пыраҫҫӗ. Куҫ умне тӑван кӗтес, юратнӑ анне тухса тӑрать. Салтакӑн тивӗҫӗ пысӑк, ун ҫинчен вӑл нихӑҫан та манмасть. Ӑна ҫак йӗркесенче те асӑрхатпӑр:
«Ҫӗршывӑм – юратнӑ тӑван анне,
Нихҫан та ӑна хӗн-хурлӑх айне
Путмашкӑн памастпӑр!
Пӗтмешкӗн памастпӑр!»
Риторикӑлла кӑшкӑрусемпе усӑ курни вырӑнлӑ та меллӗ. Вӗсем урлӑ поэт тӑван кӗтесе юратни, ӑна аркатма парас марри туйӑнать. Сӑвӑри паттӑрлӑх хавхи ҫамрӑк салтаксене ҫӗнтерӳ патне талпӑнма вӑй пани сисӗнет.
Поэт сӑмахӗ вилӗмсӗр. Ҫӗкленӳллӗ тупа сӑмахӗсем урлӑ палӑрнӑ шухӑш пире те ҫак ҫамрӑк пек ҫирӗп, паттӑр пулма хистеҫҫӗ. Ҫапла, Михаил Айгирӑн (Назаровӑн) сӑввисенче тарӑн философиллӗ шухӑшсене асӑрхарӑм.
ЧППУ ЧФФ 5 курс студентки,
А. Турлаева .
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики