Аксар Чунтупай // 9820.1.4494
2012.04.21 23:46 | |
Атьăр-ха утопист пулар мар. Пĕрисем пире 70 çул хушши йăнăш çулпа чуптарчĕç (чăвашсене самай усă пачĕ-ха вăл, эп кăна йышăнатăп, анчах наци интеллигенцине - элитине пĕтерчĕ вăл, çавна пула наци ăнланулăхĕ пĕтсе ларчĕ; халĕ ăна тем пек мекĕрленсен те çуратаймăпăр. | |
Людмила // 1816.3.3688
2014.02.12 20:10 | |
Пирĕн наци пуласлăхĕ çинчен калаçни питĕ аван, анчах та хамăр чăвашла тĕрĕс çырма та вĕренсе çитеймен! Чăвашла вулама, çырма пĕлмесен пуласлăх çинчен мĕн калаçмалли пур! Каçарăр та, статья авторĕ чăвашах-ши? | |
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:26 | |
ГЛОБАЛИЗАЦИ ТЕНИ НИМĔНЛЕ ÇĔНĔ ЯПАЛА ТА МАР. ВĂЛ АДАМПА ЕВА ВĂХĂТĔНЧЕХ ПУЛНĂ. | |
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:26 | |
СЫВĂ ПУЛТĂР ГЛОБАЛИЗАЦИ!!! | |
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:41 | |
Аксар Чунтупай // 9820.1.4494
2012-04-21 18:00<<Ялти шкулта ачасен çурри ытла вырăсла калаçать пулсан (чăваш чĕлхипе укçа... пысăк укçа... тăваймастăн теççĕ вĕсем, мана ĕненмесен - ыйтăр) ку глобализаци чăваша та ярса илнине пĕлтерет.>> Чăваша глобализаци мар, вырăслану процесĕ ярса илнĕ. Вырăслануран чăваша глобализаци çеç сыхласа хăварма пултарать. Эппин, сывă пултăр глобализаци! | |
Галина Зотова // 2126.50.7868
2014.02.12 20:52 | |
Статья авторĕ чăваш -и чăваш мар-и, ыйтăвне вырăнлă тапратнă.
Автор тăван чĕлхене хисеплесси пирки сăмах çĕклет, чăваш халăхĕн тăван нацишĕн, тăван халăхшăн, тăван ялшăн мăнаçланмалла, -тесе чĕнсе калать. | |
Якур // 2912.3.9313
2014.02.12 21:52 | |
Аксар Чунтупай каланипе килĕшмелле. Глобализаци япалипе усă курмасан эпир кунта çырса та ларас çук. Анчах та усă курмалла е çук çав глобализаци тĕрекĕпе? Кун пирки хурав никам та татăклăн паримаç. | |
Agabazar // 4241.8.5650
2014.02.13 21:57 | |
Чăваша нишлĕлĕхрен глобализаци çеç çăлса хăварма пултарать. | |
Якур // 1315.02.4127
2014.02.14 00:24 | |
Чăваша нишлĕлĕхрен Акапасаризаци çеç çăлса хăварма пултарать. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.14 17:05 | |
" Чăваша нишлĕлĕхрен глобализаци"- кунашкал çыркаласа Акасапар каллех сăмаха пăрса ярать.Ăçта "по-существу" мĕн те пулин каламалла Акасапар аякра. Ку вара-АКАСАПАРизаци чăнах та, тĕрĕс Якур хăта. |