Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Создание - всегда подсознательный портрет создателя.
(А. Вознесенский)
 

Аçтахар Плотников: Кӑмӑллӑ

Аçтахар Плотников17.04.2012 22:283730 просмотров
Ҫуркунне. Ҫӗрпӳ. Ейӳ.
Кӗҫнерникун хӗвелӗ пӗлӗтсем хыҫне пытанчӗ пулин те, хӑйӗн ӑшшипе таврана самай савӑнтарчӗ. Юрӗ те тинех, шӑнкӑр-шӑнкӑр тутарса путӑксемпе те варсемпе, ҫырмасемпе те лупашкасемпе юхса кая пуҫларӗ. Ман ҫул вара вӑл кун Ҫӗрпӳ хулине выртрӗ — пӗрре те пулин ейӗве ӳкерсе илес килчӗ.
Чӑн та, хӗвелӗн ӑшшине туйсах пулӗ, ҫул ҫинче тӗл пулакансем пурте ман кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Тинех ҫак пулӑма фотоаппарат ҫине ӳкерсе илме пултарни те савӑнтармасӑр пултараймарӗ. Унсӑр пуҫне — водителӗ те мана кӑмӑллӑскер лекрӗ, ыйтнӑ вырӑнта антарса хӑварчӗ.
Чи кӑмӑлли вара вӑл кун чӑвашла калаҫакан хӗрсене итлесе пыни пулчӗ. Чӑн та, хулара пурӑнакан хӗрсен пуплевӗ тӑван чӗлхепе пулни, кӑмӑла питӗ ҫӗклет. Мӗншӗнни те паллӑ — хӗрсем вӗт, пирӗн ытла та васкаҫҫӗ. Тен ҫавӑнпах пулӗ, каччӑсенчен маларах вырӑсла пуплешме пуҫлаҫҫӗ. Хулара чӑвашла калаҫакан каччӑсене тупма йывӑр мар пулсан — хӗрӗсене шырасси вара — питӗ хӗн. Чӑн та, ҫавӑнпах пулӗ, хӗрсен чӑвашла калаҫӑвӗ чуна кантарать те.
Хӗрсем, чӑвашла калаҫма ан вӑтанӑр! Хулара ӳҫме тивет пулин те. Чӑваш чӗлхи хулара та янрамаллах!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 2303.53.9535
2012.04.18 09:57
Чăнахта ĕнтĕ, тăван чĕлхемĕре фоанци халăх чĕлхипе ахальтен мар танлаштараççĕ. Астăватăр-и, пĕр вăхат, 80-мĕш çулсенче, Шупашкар урамĕсенче "Паха тĕрĕ" çĕлесе кăларнă кĕпе тăхăннă хĕрсем курăнкалатчĕç. Чĕрене çÿçентерекен, асран кайми туйăмсем халĕ те çуратаççĕ вĕсем.
Владимир // 2303.53.9535
2012.04.18 10:12
Çинçе кĕлеткеллĕ, кăвак пĕлĕт е хурлăхан евĕр вăтанчăк куçлă чăваш хĕрĕсем, ăçташи эсир? Юнашар чăваш сассине илтсессен чарăнсах сăмах хушас килет, чăвашпа чăваш калаçнине итлесе килленес туйăм çирĕпленсех пырать. Ватăлатăп пули..

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики