Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Любящие порицать других неспособны к дружбе.
(Демокрит)
 

Аçтахар Плотников: 2006 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников29.12.2006 14:105192 просмотров
Иртнӗ 2006 ҫула пӗтӗмлетес терӗм. Ку пӗтӗмлетӳ ӗҫне ҫӳрма пысӑк технологи сӑмахӗсене куҫарасси пуҫламӑшӗнче ҫӗҫ пулни пуҫарчӗ. Firefox'а куҫарнӑ чухне питӗ йывӑр... Куҫарма вара эпир темиҫе сӑмахне ҫеҫ куҫарма ӗлкӗрсе...

Пуҫлас вара. Малтан ҫул хушшинче мӗн тунине палӑртар:
* Чи пысӑк ҫитӗнӳ — сервера хостер площадки ҫине уйӑрса лартни.
* Ҫавӑн пекех кирлӗ сайтсем уҫӑлса: gallery.chuvash.org, slapsh.chuvash.org.
* Music.chuvash.org сайтӗнчи юрӑсен калӑпӑшӗ 4 Gb-ран иртрӗ.
* Википедин чӑваш уйрӑмӗ тутарсен уйрӑмне иртсе кайрӗ.
* Википедире темиҫе татӑш хутшӑнакан тупӑнчӗ: Chavash, Victor
* Википеди ҫине ссылкӑна cap.ru сайт ҫинче вырнаҫтарчӗҫ. //ку ман ҫитӗнӳ мар. Сӑмах май ҫыртӑм.
* Нумай ҫынпа паллашрӑм. Маншӑн чи паха паллашусем: Ф. тата Д. Мадуровсем, Алина Сосаева, Наумов юрӑҫӑ, А. Кузнецов, Лапсар ял тӑрӑхӗн ертӳҫи, Юхма Мишши тата ыттисем.
* Канашлури нумай ҫынсемпе тӗл пулса: Хавас-аппа, CRadio, Игрук, Сашук, Б. Чиндыков, ned, тата ыттисем /кама манса кайрӑм — каҫарӑр. Эпӗ пурне те хисеплетӗп/
* Чӑваш Ен фотогалерейине тултарас тесе темиҫе хут Чӑаш Ен ялӗсем тӑрӑх утса тухрӑм. Питӗ килӗшрӗ. Питӗ паха материалсем пухрӑм тесе шутлатӑп.
* Сайта нумай кӗнеке, литература ӗҫӗсене кӗртсе. Вӑл шутӗнче паллах, "Асӑнмалӑх" поэма, Ю. Мишшин "Кӗмел кӗпер", Кипечӗн "Кӗлӗсем", тӗрлӗ авалхи кӗнекесем. Ҫав шутрах хӑш-пӗр тупнӑ кӗнекесене сайта кӗртме вӑхӑт тупӑнманни — пӑшӑрхантарать.
* Чутах манса каяттӑмчӗ: чӑвашсен ячӗсене кӗртсе пӗтерсеччӗ-ҫке.
* Викиепди тӑрӑх семинар иртерсе.

Мӗнле ӗҫе туса ҫитереймен:
* Сервер ҫинче почтӑна йӗркелесси пулмарӗ.
* Электрон лавккине ҫырма вӑхӑт тупӑнмарӗ
* Паллашу кӗтесӗ ҫаплипех выртать. Ҫырса пӗтернӗ, анчах та ӗҫлемест. Рекламӑламалла.
* Википедири статьясем шучӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 5000 таран ҫитеймерӗ...
* Open Office валли хатӗрлеме пуҫланӑ орфографине тӗрӗслемелли хатӗр халӗ те пуҫламӑшӗнче ҫеҫ.
* Викиепди пирки семинар иртерсе пулин те студентсем ытлашшиех хутшӑнасшӑн мар ҫав...

Кусем пуҫсӑр — ытти ӗҫсем те пур ӗнтӗ. Анчах та вӗсене тусе ҫитереймен, вӗсем хуллен-майӗпен пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсене пӑрахман, ҫавӑнпа та вӗсем пӗрремӗш ушкӑна та иккӗмӗш ушкӑна та лекмен.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2007.01.12 21:22
Аçтахар Плотников
Кăштах кая юлса та пулин Википедири статьясене шутне 5000 çитертĕмĕрех :) Виктора пысăк тав!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики