Натали Андреева // 4063.73.0548
2011.02.09 11:18 | |
Аксар Чунтупай // 3752.16.5812
2011.02.09 17:36 | |
Пĕр хĕрарăм такмакĕсем - уникальнăй! Вĕсене сайта лартрăм. Наталия Андреевăн такмакĕсем ытти такмаксенчен уйрăлсах тăмаççĕ çав. | |
Пер херарам // 2553.48.0790
2011.02.09 22:58 | |
Сарă чечек,сарă чечек
Сарă чечек вăхăчĕ вун çиччĕре. вун саккăрта Хĕрпе каччă вăхăчĕ. Трактор суха сухалать Сухаламан çĕрсене Эп савнине сдавать турăм каччă курман хĕрсене. Хапха умĕнче вăкăр тăрать Мăйракипе мухтанать Хăй пĕчĕк, хырăмĕ пысăк Каччă тесе мухтанать. Пĕрре çапать, иккĕ çапать Çавă сехет пулать-и? Пĕр каç килет, пĕр каç килмеси, Çавă савни пулать-и? Эх, савниçĕм саттана, Хуть те ăçта хур мана, Хуть те шыва, хуть те вута, хуть те хупа ил мана. Çарма хĕрринчи валашки кĕпе кивсе сарăхнă. Çакă ялăн каччисем чĕлĕм туртса сарăхнă. Хура пурçăн тутрине Хурап чăматан тĕпне. Эп савнишĕн макăрап сухан шуратнă чухне. Трактор суха сухалать, сеялки акса пырать. Авланайман каччăсен Сухалĕ шăтса пырать. Урайĕнчи хăмăшне Илсе çакăр пăтана. Çакă ялăн ачисене Тĕртсе ярăр çырмана. Мана савни тиркерĕ, Хура, пĕчĕккĕ терĕ, Кайса туптăр саррине, Хăмла шалчи тăршшĕне! Трактор путнă çырмана Бензин тесе кăшкăрать. Ман свнине пыйтă ернĕ, Мунча тесе кăшкăрать. Эс те хура костюмпа, Эп те хура юбкăпа. Эсĕ урăх хĕрпе пулсан, Эп те урăх каччăпа. Эх, пуласчĕ, пуласчĕ, шофер арăм пуласчĕ. Хам курайман çынсене Кабинăран сурасчĕ. Кайсан-кайсан юпа пур, Татах кайсан тата пур. Мана савни пăрахсан Савакансем татах пур. Кăмакари шарккăвĕ Ула кушак юлашки. Çакă ялăн каччисем инке-арăм юлашки. Эп савнине хитререн Сдавать турăм лавккана. Продавецĕ сутса янă Пĕр ланчашка майрана. Хĕрсем, кайăр пасара, Илĕр хура саппун. Качча кайăр,калла килĕр, Халь çавăн пек саккун. Çап-çутă сăмавар Пĕр пуса та кирлĕ мар. мăн кăмăллă каччăсем тархасшăн та кирлĕ мар! | |
Аксар Чунтупай // 3776.46.4755
2011.02.10 14:42 | |
Пысăк тав, Пĕр хĕрарăм! Кунта лартса ятăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load | |
Натали Андреева // 4063.73.0548
2011.02.22 09:38 | |
Пулă çирĕм, пулă çирĕм,
Тепре шыв ĕçес килет. Хам пĕчĕккĕ пулсассăн та - Качча каяссăм килет. Кай, кай Ивана. Ма каймастăн Ивана? Кайса куртăм Ивана - Тăваймарĕ вăл мана. | |
Пер херарам // 3730.01.2162
2011.02.22 18:14 | |
Турĕ,турĕ,турĕ,турĕ,
мана кăна тумарĕ. мана та тăватчĕ пуль, алиментран хăрарĕ. | |
Аксар Чунтупай // 7341.6.5104
2011.02.23 09:16 | |
Тавтапуç, Наталия Андреева! Такмаксене кунта лартса ятăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load/natal ... _takmakesem/1-1-0-55 Татах çырма хавал пултăр! | |
акулина // 9745.9.1000
2011.03.11 19:19 | |
Савни, часрах качча ил,
Хырăм ÿсе пуçларĕ. Те Алтатти, те Çтаппан Йăшăлтата пуçларĕ. | |
Галина Семёновна // 3474.1.6430
2011.03.12 10:05 | |
Аякка, аякка
Юпа лартса хăвартăм. Юпаран та аякка Савнă туса ăсатрăм. Военкомат, военкомат Пăрах воевать тума. Вун саккăрти са ачине Пар мана гулять тума. Военкомат крыльци çинче Начальниксем тăраççĕ. Çавсем ĕнтĕ ман савнине Салтака ăсатаççĕ. | |
Аксар Чунтупай // 4222.49.9688
2011.03.12 20:30 | |
Çĕнĕлле такмаксем кирлĕ! Кусем кивĕлле... |
Цивильский районĕсем.
Начар хĕрсен каччисене
Туртса илекенĕсем.
Ах, савни, сатана,
Юрататăп эп сана.
Кушак çури пулнă пулсан
Хăйма парăттăм сана
Эх, шăм-шакки
Яш чухне те,
Вилсен тăпра пулмалла -
Унччен усă курмалла.