Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Бог - это то бесконечное, что требует от нас праведности.
(Мэтью Арнольд)
 

Аçтахар Плотников: «Шурӑ акӑш ҫулӗ». Николай Максимов

Аçтахар Плотников07.05.2010 22:054935 просмотров
Нумай пулмасть Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗм. Хӑй хайлавне «Тӑван Атӑлтан» илсеччӗ — виҫӗ номер хушши пичетленчӗ.
Кунашкал романсене Юхма Мишши (вӑл вӗсене историллӗ ромен тет-ха та...), Анатолий Кипеч (ыттисене алла тытса вуламан) ҫырма юрататчӗҫ. Халӗ ак, тепӗр автор ҫак анана кӗчӗ.
Мӗн калас? Пӗр енчен килӗшрӗ пек. Анчах тем ҫитмест пек туйӑнать. Пӗрремӗш пайӗ пӗтӗмӗшле илсен Керимпа ҫыхӑннӑ — Уксах Тимӗр Пӑлхара аркатса кайнипе пуҫланать («Пулат хан тӑхӑмӗ») те вӑл вилнипе («Вӗҫленмен сӑмах») вӗҫленет. Хайлава ытларах летопись евӗр йӗркеленӗрен ӑна ҫавнашкал пӑхмалла пулӗ. Тӗп харкамҫӑсен вырӑнне Керим, Юсуф, Пинеслу йышӑнаҫҫӗ пулсан (хайлав вӗсен пурнӑҫ тӑршшӗпе тӑсӑлать), иккӗмӗшле вырӑн йышӑнакан харкамҫӑсем улшӑнсах пыраҫҫӗ — пӗри-теприне улаштарсах пыраҫҫӗ.
Хайлавра мана драматизм ҫукрах пек туйӑнчӗ. Алсу вилӗмӗ сӑнланни пур-ха, малалла вара — вулакана кӑшт та пулин пӑлхантаракан самант ҫук. «Ҫӗнтерӳ» хыҫҫӑн «ҫӗнтерӳ» пырать. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ӗҫ «ҫӗнтерӳсӗр» иртет пулсан та пурнӑҫа вӑйлӑ инкек-синкек кӳни палӑрмасть — вулакан чунне ҫӳҫентерме пултаракан пулӑм пулса иртмест.
Истори тӗлӗшӗнчен те хайлав ҫыхӑнаймасть пулӗ. Керима Патӑрьел вырӑнӗнче пытарнӑ тесе ҫырать автор, анчах та, Ҫӗрпӳне чӑн та вӑл вӑхӑтра никӗсленӗ пулсан, хула хальхи вырӑнта вырнаҫнӑ пулсан, ӑна ту ҫине пытарас шухӑшлӑ пулсан халӑх хальхи Туҫи ялӗ ҫывӑхне суйласа илӗччӗ пулӗ тетӗп — Ҫӗрпӳрен унти сӑрт аякранах курӑнать. Туҫирен те хула алӑ лаппи ҫинчи пекех. Патӑрьел районӗнче пулса иртекен ӗҫсем пирки калаймастӑп — те унашкалах пулнӑ, те те тӗрлӗ халапсене кӗртсе яни ҫех...
Юхма Мишшин хайлавӗсене вулама юратакана ку роман килӗшетех пулӗ тетӗп.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики