Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +22.2 °C
Одна мысль зажигает тысячу свечей.
(Ральф Эмерсон)
 

: Памятник пулать!

04.05.2010 20:532304 просмотров
Штанаш тӑрӑхӗнче паллӑ вырӑнсем нумай. 1842 ҫулта уҫнӑ шкул зданийӗ ҫине 1968 ҫулта ҫак шкулта 1871 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче И. Н. Ульянов тӗрӗслевпе килни пирки асӑну хӑми ҫапнӑ. Кунтан инҫех мар вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк ларать. Упӑкушкӑнь ялӗнче пирӗн шкулта вӗреннӗ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Романович Логинов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫал Упӑкушкӑнь ялӗнче вӑрҫӑра пуҫне хунӑ паттӑр салтаксен ячӗпе палӑк уҫасшӑн.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2010.05.04 21:03
Аçтахар Плотников
Унччен лартман-им?
Эп вăл палăксем кашни ялтах пулĕ тесеччĕ (пирĕн патра — Лапсарта, Çатракассинче тата Вăрманкасра пур. Ассакассипе Чăркашсем пирĕн патра, Лапсарта пухăнаççĕ).
Лартаççĕ пулсан — мухтамалла!
2010.05.08 20:33
Кăçал республикăри чылай районта çĕнĕ палăксем лартни пирки хаçатсенче те интернетра та вуласа пĕлтĕм.
2010.05.12 21:37
Уяв чаплă иртрĕ.Совет Союзĕн Геройĕ Логинов Алексей Романович ячĕпе хисепленекен парка обелиск вырнаçтарнă,ун çине çак ялтан вăрçăра хутшăннă кашни çын ятне çырса хунă, 89 ят.Йĕри-тавра чечексем ешереççĕ.
Палăка çак ялта çуралса ÿснĕ Романова(Осипова) Ираида Михайловна пуçарнипе çĕкленĕ.Ăна унăн мăшăрĕ Романов Владимир Геннадьевич ,тăванĕсемпе ял халăхĕ хавхалантарса пулăшса пынă.Спонсорсем чылай.
Обелиска Штанаш тата Раскильдино пачăшкисем светить турĕç.
Уява район тата Шупашкар представителĕсем, палăк тума хутшăннă спонсорсем,вырăнти салтак арăмĕсем,пĕртен-пĕр вăрçă участникĕ Степанов Григорий Алексеевич, ял халăхĕ,телевидени, Шупашкарти артистсем хутшăнчĕç.Салтак яшки, салют...Шкул ачисем обелиск умĕнче почетный караулта тăчĕç.Обелиск тума хутшăннă пур çемьене те Ираида Михайловна Тав хучĕпе чысларĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики