Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.
Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те.
Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.
Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.
Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ.
Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВНЕ кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/9.html
Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн
ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли
СӖНӲСЕМ
3-мӗш пунктра:
- ачасене чӑвашла воспитани пама пултаракан ӗҫченсене (воспитательсене) вӗрентме тата чӑвашла воспитани памалли меслетлӗхе хатӗрлеме
- вӗренӳ учрежденийӗсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма
3 е 4-мӗш пунктра:
- чӑваш чӗлхине аталанма йывӑрлатнӑран республикӑра сарӑлакан программӑсенче чӑвашла ҫӑмӑллӑн усӑ курмалли майсем туса парас, вӗсене чӑвашлатас тӗлӗшпе ӗҫлеме — Windows, Android операци системисене чӑваш раскладкине хушма производительсем умне сӗнӳсемпе тухма; тӗрлӗ программӑсен чӑвашла интерфейсне хушма
- чӑвашла программӑсене анлӑлатас тата аталантарас; компьютерпа чӑвашла ҫӑмӑллӑн ӗҫлеме майсем туса парас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме
5-мӗш пунктра:
- кулленхи ӗҫ хучӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине анлӑлатма
- чӑвашла воспитани паракан ача пахчисене, уйрӑмах хуласемпе район центрӗсенче, хута кӗртме
9-мӗш пунктра:
- сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма сӗнес
Уйрӑм пунктпа:
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине халӑха турттаракан транспортра кӑтарту хатӗрӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума хистеме ыйтас
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников
25.
Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐНА кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/10.html
Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна
улшӑнусем кӗртмелли
СӖНӲСЕМ
1. «Упраса хӑварас» ҫаврӑнӑшсемпе пӗрлех «Аталантарас» сӑмаха ытларах усӑ курмалла. Ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗ мӗн аталантарнипе кӑна ҫырлахмалла мар, ҫав пурлӑха хальхи самана ыйтнипе малалла ӳстермелле.
15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.
- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман.
МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ. Дина Гаврилова
Отрывок из книги "В бане с нечистым"
Ваҫук‚ хӑйӗн пулас арӑмӗ ҫине пӑхса‚ тарӑн шухӑша путрӗ. Пит-куҫ енчен Наҫтука тиркеме ҫук-ха‚ вӑт ун тумтирӗ айӗнче мӗн- мӗн пытанса тӑнине вара пӗлсе пулмасть. Наҫтук‚ ялти ытти хӗрсем пекех‚ темиҫе хут тӑхӑнса ҫӳрет. Вӑрӑм кӗпи аллипе урине пӗтӗмпех витсе-хупласа тӑрать‚ ҫине уртса янӑ тумтир вара хӗр кевти-кӗлеткин ытти илӗртӳллӗ пайӗсене те шанчӑклӑн пытарать. Сарлака кӗпе арки айне кукӑр урасем те‚ пур пулсан – хӳре таврашӗ те пытарӑнать. Тумтир тени Наҫтук ҫинче купӑста ҫулҫинчен те нумайрах-тӑр?
Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ В.А.Иванов юпан 12-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат корреспондентне панӑ интервьюна вуланӑ хыҫҫӑн тунсӑх шухӑшӑмсем пушшех вӑйланса кайрӗҫ. Ҫав хушӑрах Конгресс мӗншӗн хавшаса пынин сӑлтавне аванах сисрӗм. В.Иванов хӑйӗн шухӑшне «Тур лашине кӳлме пӗлтӗмӗр...» - тесе ҫирӗплетет. Анчах тилхепине камсем тата мӗнлерех тытса пыни пирки шарламасть, виҫӗ пӑнчӑ кӑна лартса парать. «Пӗр чӗлхеллӗ пуласси, пӗрле юрласси, культурӑна упрасси - пӗрремӗш вырӑнта тӑрать», - тесе ҫирӗплетет вице-президент. Ытла та пӗр енлӗ шухӑшлав мар-и ку?
Как будто бы разместил в дневнике свои стихи - венок сонетов, разместил переводы стихов некоторых чувашских авторов, но непонятливость моя осталась. 1. Почему-то, переводы стихов представляются или в виде прозы, или с непонятными изменениями.2. Вроде бы читатели и есть, но нет откликов, комментариев. Или записи пропадают?
Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.
Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.