Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +16.3 °C
Жизнь - борьба.
(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Софья Савнеш: Ҫул хӗрринче сӗт-турӑх сутни килӗшӳллӗ-и?

Софья Савнеш04.11.2016 19:293638 просмотров

Кашни кунах Тӗп пасар умӗнче иртме тивет. Ирхине унта яланах ялтан килнӗ кинемейсемпе хӗрарӑмсем, арҫынсемпе стариксем йывӑр кутамккисене йӑтса килсе лараҫҫӗ те сутаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫулла тата кӗркунне нумаййӑн вӗсем. Пасар умӗнче мӗн сутнине ӑнлантарма та кирлӗ мар пулӗ: сӗт-турӑх, ҫу, какай, панулми, пахча ҫимӗҫ… Пӗр сӑмахпа, темӗн те пӗр: ыхраран пуҫласа хур таранах. Ялтан вӗсем сӗте темиҫе кӗленче тултарса килеҫҫӗ. «Нивушлӗ йӑлтах сутса пӗтереҫҫӗ? Нивушлӗ ҫынсем палламан ҫынсенчен сӗте ним хӑрамасӑрах туянаҫҫӗ?» - яланах ҫапла ыйту ҫуралать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хам ҫул хӗрринче, урайӗнче, ларакан сӗт таврашне туяниччен пин хутчен шухӑшлӑттӑм. Ара, темӗн те илтме тӳр килет те вӗсем пирки. Пӗррехинче тусӑм пӗр карчӑк ҫӳп-ҫап контейнерӗсенче пластик кӗленчесем пуҫтарса ҫӳренине каланӑччӗ. Кинемей вӗсене яла илсе каять, унтан сӗт тултарса килет те ҫынсене сутать. Тепрехинче троллейбусра кондукторпа кинемей калаҫнине илтрӗм. Ватӑскер Тӗп пасар патӗнче транспорта ларчӗ. Хӑй таса мар тӑхӑннӑ, кӗпи хуп-хура. Хайхискер сӗт сутса пӗтернӗ те яла каять. «Эсир сӗт сутатӑр, нивушлӗ ҫын умне тухмашкӑн пӗр 100 тенкӗлӗх кӗпе те илсе тӑхӑнаймастӑр? Капла аван мар-ҫке, эпӗ пулсан сирӗнтен пӗр тумлам сӗт те туянас ҫук», - кондуктор чӑтаймарӗ, ҫапла каларӗ. Тӗрӗс калать вӑл. Тирпейсӗр тумланнӑ ҫынран камӑн сӗт туянас килтӗр. Ҫын мӗнле пурӑнни пӗрре пӑхсах курӑнать вӗт: сӗт витрине лайӑх ҫӑвать-и вӑл?

Нимӗн те каламастӑп: ял ҫыннин килте туса илнӗ ҫимӗҫне сутса тупӑш тӑвас килет. Шупашкарта вӗсем валли ятарлӑ вырӑнсем, тӳлевсӗррисем, туса лартнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче унашкал икӗ вырӑна пӗлетӗп. Унта яланах суту-илӳ хӗрсе пырать. Шел те, Тӗп пасар умӗнче ун пекки ҫук. Ялтан килекен кинемейсем шала кӗрсе вырӑншӑн укҫа тӳлесшӗн мар. Эпӗ илтнӗ тӑрӑх, пасарти вырӑншӑн 30 тенкӗрен пуҫласа кӑларса хумалла. Ку намай та мар пек. Пасар умӗнче те тӳлевсӗр вырӑнсем пулсан, паллах, лайӑх. Ара, ҫул хӗрринче, транспорт 1-2 метр аякран ҫеҫ иртсе ҫӳрет, сутӑ туни гигиена тӗлӗшӗнчен таса мар вӗт. Кинемейсене полицейскисем хӑваланине пӗрре мар курнӑ. Анчах пакунлисем ҫухалсанах лешсем хӑйсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

Пасара «Ача-пӑча тӗнчи» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте нуски, колготка, аялти тум таврашӗ сутаҫҫӗ. Вӗсем те тӳлевсӗр вырӑнсене куҫ хывнӑ та ним пулман пек суту-илӳпе аппаланаҫҫӗ. Тепер тесен, вӗсен мӗншӗн пӗр пус кӑларса хумасӑрах кӗсйине укҫа чикмелле? Пасарта тӑракансем вырӑншӑн кашни кун укҫа тӳлеҫҫӗ вӗт.

Сӑмах май, кӑҫал урамра сутӑ тӑвакансене тӗрӗслемешкӗн 432 рейд ирттернӗ. Пӗтӗмпе 788 протокол ҫырнӑ, 1,5 миллион тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Хула администрацийӗ ҫынсене кашнинчен ҫакна асӑрхаттарать: ятарлӑ вырӑнсенче (унта тӑрри те пур) укҫа тӳлемесӗрех сутма пулать. «Фиалка» суту-илӳ центрӗнче те тӳлевсӗр вырӑнсем пур. Тӗп пасарта та хаклӑ мар: 30 тенкӗрен пуҫласа. Апла пулин те тӳре-шара санкцилемен вырӑнсенче сутӑ такансем йышланнине палӑртать. Алексей Ладыков ку йӗркесӗрлӗхпе кӗрешмеллине каланӑ. Полицейскисен ку енӗпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемеллине палӑртнӑ вӑл.

 

Сӑн ҫинче: пасар ҫумӗнче сутакансене Гугл.картта та асӑрханӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики