Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.3 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.
(Ф. Бэкон)
 

Софья Савнеш: Упӑте пире мӗнпе савӑнтарӗ?

Софья Савнеш29.11.2015 19:593180 просмотров

Ҫӗнӗ ҫул тесен кашнинех чунӗнче ырӑ туйӑм вӑранать. Ача чухне вӑл темӗнле асамлӑ уяв пек туйӑнать-ҫке-ха. Халӗ те, аслисене, уяв асамлӑхӗпе илӗртет. Кашниех ҫӗнӗ ҫулран ырӑлӑх, улшӑнусем кӗтет. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ уява кӗтсе илмелли йӗркене тӗпе хурса ӑна пӑхӑнать.

 

 

Ҫитес ҫул — Упӑте ҫулталӑкӗ. Ӑна мӗнле кӗтсе илмелле? Мӗнле хатӗрленмелле? Упӑте ҫулталӑкӗ 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫланать пулин те Ҫӗнӗ ҫула халӑх йӗркене пӑхса кӗтсе илет.

Упӑте халӑха мӗнпе савӑнтарӗ-ха? Вӑл — ӑслӑ, темӗн те пӗлме юратакан чӗрчун. Халӑх хушшинче пулма юратать. Ҫулталӑка ҫутӑ ӑс-тӑнпа кӗтсе илмелле. Кун пек майпа ҫитес ҫул Упӑте сире ӑс енчен пуянлатӗ.

Упӑте ҫулталӑкӗнче ҫуралнисем кирек мӗнле ыйтӑва та татса пама пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫӳлелле те хӑпараҫҫӗ, персе те анаҫҫӗ. Анчах яланах ура ҫине ҫирӗппӗн тӑраҫҫӗ вӗсем, малаллах ыткӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ 2016 ҫула тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ тумпа кӗтсе илмелле. Тумтирӗн илемлӗ пулмалла. Кӗпе хӑйӗн патне илӗрттӗр. Ҫӳҫе лаша хӳри пек ҫыхмалла е ямалла. Пит-куҫа ытлах сӑрламалла мар. Арҫынсен тӗттӗм е ылтӑн тӗслӗ костюм тӑхӑнмалла.

Ҫитес ҫул патшалӑх переворотне тумашкӑн, политика тӗлӗшӗнчен ыйтусене уҫӑмлатмашкӑн ӑнӑҫлӑ. Ҫавӑн пекех Упӑте ҫулӗ юрату валли лайӑх.

Сӗтел ҫине мӗн лартмалла? Паллах, мандаринсӑр ниепле те. Упӑте сӗтеле илемлетнине тата тутлӑ апат-ҫимӗҫ лартнине килӗштерет. Хаклӑ йышши ҫимӗҫсем лартни кирлех те мар. Кашӑксене хӑюпа, салфеткӑпа илемлетни, тӗслӗхрен, вырӑнлӑ.

Упӑте пахалӑхлӑ ҫимӗҫ юратать. Какай, ҫӑмӑрта, пулӑ… Ку чӗрчун пылак килӗштерет. Салатсене ешӗл пахча ҫимӗҫпе илемлетмелле. Улма-ҫырла та ытлашши мар. Пӳлӗмре тин пӗҫернӗ ҫӑкӑр шӑрши кӗрсен питӗ лайӑх пулӗ. Анчах эрех-сӑрапа иртӗхмелле мар. Упӑте ӳсӗр ҫынсене юратмасть.

Астрологсем 2016 ҫул интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Уйрӑмах ӗҫлеме юратакансене ӑнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫулталӑк ҫемье ҫавӑрма, ача-пӑча ҫуратма лайӑх. Хӗрлӗ тӗс юрату тӗсӗ-ҫке-ха. Упӑте кашнинех пурнӑҫне лайӑх енне улӑштарма май парӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики