Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +16.3 °C
Наша религия - религия неравенства.
(Арнолд)
 

Речевой этикет — Пуплев этикечĕ (ГД ИЧЯ)

    «Не стесняйтесь! Не стесняйтесь заговорить на новом для вас языке, уж как это у вас получится. Не стесняйтесь спросить у незнакомого вам человека, а у знакомого тем паче, как звучит заинтересовавшее вас слово. Помните, для человека нет ничего более интересного, чем он сам и все с ним связанное. Поэтому, если вы выкажете непритворный интерес к языку, вашему собеседнику будет приятно. Выгода обоюдная: вы узнаете новое слово, а ваш собеседник почувствует к вам расположение. Право, это не так уж мало в нашем издерганном стрессами бытии».
(Борис Бахов)

Формы вежливого обращения

    Пикеçĕм «сударыня» — пикемĕрсем «сударыни»; чипер пикесем! — милые сударыни!
    ырă çыннăм(ăр) «(уважаемый) сударь» — ырă çыннăмăрсем! «уважаемые судари!»
    хисеплĕ господинсем! — уважаемые господа!
    хаклă юлташсем! — дорогие товарищи!
    хаклă ентеш(ĕм)сем! — дорогие (мои) земляки!
    савнă тусăмсем! — милые мои друэья!
    
    С р а в н и т е:
    рус.: Господин (товарищ, гражданин) Иванов!
    чув.: Иванов господин (юлташ, гражданин)!
    
    Простите (извините) — Каçарăр.
    Позвольте вас спросить — Сир(ĕн)тен ыйтма юрать-и?
    Скажите, пожалуйста — Калăр-ха, тархасшăн.
    Покажите, пожалуйста — Кăтартăр-ха, тархасшăн.
    Дайте, пожалуйста — Парăр-ха, тархасшăн.
    Будьте добры... — Ыр çын пулсамăр...
    Вы не скажете?.. — Калаймăр-ши?..

Выражение приветствия — сывлăх сунни

    Добрый день! (Доброе утро!) — Ырă кун! (или: Ырă кун пултăр! Ырă кун сунатăп!)
    Добрый вечер! — Ырă каç пултăр!
    Здравствуй(те)— Аван-и! (Или: Сывă-и! Лайăх-и! Салам пултăр!)
    Привет! — Салам!
    Как поживаете? (Как живешь?) — Чиперех-и? (или: Мĕнле çӳретĕр? Мĕнле пурăнатăр?)
    Как здоровье? — Сывлăхсем мĕнле?
    Как ваше здоровье? — Сывлăхăр мĕнле?
    Добро пожаловать! — Хапăл тăватпăр! (или: Хапăлласа кĕтетпĕр! Килĕрех!)

Знакомство — паллашу

    Познакомьтесь, пожалуйста. Это... — Паллашăр тархасшăн. Ку...
    Позвольте вас познакомить (разрешите вам представить). — Паллаштарма ирĕк парсамăр.
    Разрешите познакомиться (позвольте представиться), Меня зовут... — Хампа паллаштарма ирĕк парсамăр. Эпĕ... ятлă.
    Очень рад (очень приятно) с вами познакомиться. А меня зовут... — Сирĕнпе паллашма питĕ хавас (питĕ кăмăллă). Мана вара... теççĕ.
    Я много слышал о вас. — Эпĕ сирĕн çинчен нумай илтнĕ.

Выражение благодарности — тав туни

    Благодарю вас — тавтапуç сире;
    большое спасибо — пысăк тав (или: чунтан тав тăватăп);
    спасибо тебе — тавах сана;
    пожалуйста — тархасшăн [тархашшăн];
    на здоровье — сывлăха пултăр;
    не за что (не стоит благодарности) — тем мар-çке
    Низкий вам поклон! — Тайма пуç сире!

Выражение извинения — каçару ыйтни

    Извини, прости — каçар, айăп ан ту;
    извините — каçарăр (айăп ан тăвăр);
    извините за беспокойство — чăрмантарнăшăн каçарăр;
    прошу прощения за опоздание — кая юлнăшăн каçару ыйтатăп;
    разрешите извиниться перед вами — сирĕнтен каçару ыйтма ирĕк парсамăр;
    прости(те) меня, пожалуйста — каçар(ăр) мана, тархасшăн;
    простите за нескромный вопрос — килĕшӳсĕр (или: сăпайсăр) ыйтушăн каçарăр;
    извините, что перебиваю вас — сире пӳлнишĕн каçарăр;
    прости, мне пора — каçар, манăн каймалла.
    Ничего. Не беда. — Юрĕ. Темех мар.

Выражение прощания — сывпуллашу

    До свидания — сывă пул(ăр), букв. «будь(те) здоров(ы)»;
    до встречи — тепре куриччен;
    до завтра — ыранччен;
    всего доброго (всего хорошего) — чипер çӳрĕр;
    пока! — чипер!
    разрешите попрощаться — сывпуллашма ирĕк парсамăр;
    приходите — килсе çӳрĕр;
    не забывай(те) — манса ан кай(ăр);
    счастливого пути — чипер кай(ăр); чипер çит(ĕр);
    счастливо оставаться — чипер юл(ăр).

Выражеиие поздравления — саламлани

    Поздравляю с днем рождения — çуралнă кунпа (или: çуралнă кун ячĕпе) саламлатăп;
    поздравляю с наступающим праздником — çитес уяв ячĕпе саламлатăп;
    горячо поздравляю с ... — ... ячĕпе хĕрӳллĕн саламлатăп;
    от всего сердца (от всей души) поздравляю с ... — ... ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп;
    позвольте (разрешите) поздравить вас с ... — сире ... ячĕпе саламлама ирĕк парсамăр.
    С днем рождения! — Çуралнă кунпа салам!
    С приездом! — Килнĕ ятпа салам!
    С Новым годом! — Çĕнĕ Çул саламĕ!
    С праздником! — Уяв саламĕ!

Выражение пожелания — сунăм сăмахĕ

    Желаю крепкого здоровья — Çирĕп сывлăх сунатăп;
    желаем счастья (удачи) — телей (ăнăçу) сунатпăр;
    успехов вам — ĕçĕр ăнса (или: ӳсĕнсе) пытăр;
    береги себя — упра хăвна;
    будь(те) счастлив(ы) — телейлĕ пул(ăр);
    приятного аппетита — апачĕ тутлă пултăр (букв. «пусть пища будет вкусна»).
    От всей души желаю ... — Чун-чĕререн ... сунатăп.
    И вам того же (желаю)! — Сире те çавнах сунатăп!

Ыр сăмах (Доброе слово)

    ...Ыр сăмах калама ан ӳркенĕр,
    Пулмасан та хăш чух ун усси —
    Пулас çуккă сиен. Ан хĕрхенĕр!
    Ыр сăмах чылай чух — чун уççи.
    Ыр сăмах калама ан ӳркенĕр!
(Раиса Сарби)

Юмор (шӳтсем)

    Урамра пĕр çамрăк çын Светловран ыйтать:
    — Каçарăр, эсир Михаил Светлов-и?
    — Çук, çук. Эпĕ — Вера Инбер.
     * * *
    Студент экзамен пама кĕрет.
    — Сывă-и, Иван Петрович!
    — Сывлăх сунатăп. Билет илĕр.
    — Тавтапуç, манăн — «проездной».
     * * *
    Икĕ çулхи Сашăна конфет параççĕ.
    — Ну, Саша, мĕн каламалла-ха?
    — М-м... тата парăр!

Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)

    Ĕлĕк пĕр спаççипăшăн пĕр çул ĕçленĕ теççĕ.
    Шăнса килекене ăшăтса яр, выçса килекене тăрантарса яр.
    Ырă çын çынтан кулмасть, усал çын çынтан кулать теççĕ.
    Юлташ çук пулсан — шыра, тупсан — упра.

 
 
Ссылка статьи :: Версия для печати

Последние изменения внес Admin (2008-10-18 13:46:15). Просмотрено: 14167.
Orphus

Баннеры

Счетчики