>Пĕсмĕлле, амин, Турă, ача ячĕ хураппăр, "Курак" хураппăр. Ырлăхлă-сывлăхлă пултăр, суха сухалакан пултăр, пирĕн пек ватăличчен-сӳтĕличчен пурăнтăр, çăпатине кутăн сыриччен пурăнтăр, ватта курсан тетей тетĕр, çамрăка курсан тăван тетĕр, ашшĕне-амăшне пăхакан пултăр, ырлăхлă-сывлăхлă пултăр, пысăк пултăр, пиртен тăван, ывăл-хĕр малалла ятăр. Пирĕн ăру ан пĕттĕр, ĕмĕртен-ĕмĕре пытăр. Эпĕр ватăлăпăр, вилĕпĕр, пирĕн пеххил çиттĕр, Ырлăхлă, пурлăхлă пултăр, амин. | >Пĕсмĕлле, аминь, Боже, Нарекаем имя ребенку - Нарекаем его "Курак" ("Грач"). Да будет при здравии и благополучии, Да будет пахарем, Да проживет до седой старости, до потери памяти, Да проживет до тех пор, покуда не начнет обувать лапти задом наперед. Старших да будет величать дядями, Младших да будет величать родичами. Да будет опорой отцу и матери, Да будет при здравии и благополучии, Да вырастет большим, Да будет продолжателем рода, Да продлит род своими сыновьями и дочерьми, Да не скончается наш род, Да продлится из века в век. Мы состаримся и умрем, Да дойдут до него наши благие пожелания, Да будет с благополучием, с Богатством, аминь. |