Тимер Акташ // 2202.11.7895
2026.04.22 20:02 | |
станьял // 3369.22.8249
2026.04.23 00:42 | |
Мана вырӑсла ҫырнӑшӑн ятлаҫҫӗ. Ман ноутбукра чӑваш чӗлхи ҫукран ҫылӑха кӗме тивет... Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теҫҫӗ те ! Тата эпӗ хам пӗлекен пур чӗлхесемпе те ҫыркалама тӑрӑшатӑп. Сире те кут шӑтӑкӗнен ҫут тӗнчене тухса пӑхма сунатӑп. Чӗлхене чирлӗ ватӑ ҫынна кӳрентернипе хӳтӗлейрес ҫуках. Сӑлтавӗ капла шӑрпӑкланнипе кӑна уҫӑлмасть ҫав, суя туссем, каппайчӑксем... | |
Вырак // 3014.74.7853
2026.04.23 07:10 | |
Америка уҫма кирлӗ мар.Кам чӑваш чӗлхишӗн "кӗрешсе" вӗрентӳ системинче ӗмӗр ирттернӗ , паллах,хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе тӑван чӗлхепе калаҫмасть.Вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшнӑ иккен. | |
Атила // 2552.78.7502
2026.04.23 10:41 | |
Все понимают, что чувашский язык очень скоро изчезнет.Просто словоблудие о защите языка, тем более о изучению языка в школах- чистейшая спекуляция.У них профессия такая.Должности, звания, зарплата.А так, в повседневной жизни дома или в магазине,например,чувашский им абсолютно не нужен. | |
Шĕшлĕ // 2334.46.9025
2026.04.23 10:51 | |
Пичке çине кăшăл çапса ан ларăр-ха эсĕр кунта.
Паллă ĕнтĕ социолингвистика саккунĕсем пурне те пырса тивеççĕ. Нимĕнле улăп та çав сккунсенчен пăрăнса юлаймасть. Пурин те ку тĕлĕшпе килти шкапра скелетсем пур. Купипех выртаççĕ. Тĕнчере темле хллапри пек «чăн чăвашсем» пуррине эп ĕненместĕп. Малалла Петĕр Хусанкай сăввине илсе кăтартатăп.Эпир пурте çылăхлă, пурте, Анчах кам хайне чăн-чăнах Çĕршывăн хура ĕçне кÿртĕ — Каçарĕ кăра самана çав çынна. (с) | |
Пăшатан // 2334.46.9025
2026.04.23 11:00 | |
Вырак: Америка уҫма кирлӗ мар.Кам чӑваш чӗлхишӗн "кӗрешсе" вӗрентӳ системинче ӗмӗр ирттернӗ , паллах,хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе тӑван чӗлхепе калаҫмасть.Вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшнӑ иккен.Халлĕхе вĕренÿ системинчен хайсем чăвашла пĕлекен çынсем пур-ха. Начар, апла-капла кăна. анчах кăштах пĕлкелеççĕ. Çак тĕлĕшпе тав ту!!! Хытă тав ту!!!Мĕншĕн тесен малашне ун пеккисем те юлмĕç-ха!!! Хальхи çутĕç министрĕ чăвашла пĕлет-и? Тоттă! Атту ав эсĕ темĕнле вĕтĕр-шакăрсемпе кĕрешем пекки тăвасшан. ((( | |
Anatri // 2157.84.2737
2026.04.23 21:58 | |
Хисеплĕ Аçтахар, хăтарсамччĕ çылăхран хисеплĕ Станьяла, мĕнле те пулин май тупса лартса парсамччĕ ноутбукĕ çине чăваш чĕлхи! | |
Аçтахар Плотников // 2407.42.9290
2026.04.23 22:17 | |
Акапасара комментари ҫырас йӗркене часа-часах пӑснӑшӑн тепӗр хут хуплама тиврӗ те вӑл «Шӗшлӗ», «Пӑшатан» ятсемпе ҫыра пуҫларӗ иккен.
Эп ку чӑваш ҫамрӑкӗсемпе, чӗлхе хастарӗсемпе пӗрре те кӗрешместӗп вара. Вӗсем пурри питӗ аван. Йӑнӑшасран пулӑшасшӑн. Канаш парса. Ҫав кӑна. Тем тесен те сайтӑн чӑвашла вариантне тума пулатех ӗнтӗ. Анатрине: мансӑр пуҫне урӑх чӑваш ҫук-им? Мансӑр та лартса параҫҫӗ ӗнтӗ. Ман хальхи вӑхӑтра хулана тухма та вӑхӑт ҫук... Вырака: пурне те пӗр виҫепе виҫмелле мар ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хушшинче чӑннипех чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем сахал мар. Ачисем чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗнӗ тӗслӗхсене сахал мар пӗлетӗп. | |
Вырӑк // 3014.74.7853
2026.04.24 07:30 | |
Эп каларӑм чӑвшлӑх пирки лекцисем вуласа ӗмӗр ирттернӗ шурсухалсем пирки. | |
Аптри // 2334.46.9025
2026.04.24 09:23 | |
Anatri: Хисеплĕ Аçтахар, хăтарсамччĕ çылăхран хисеплĕ Станьяла, мĕнле те пулин май тупса лартса парсамччĕ ноутбукĕ çине чăваш чĕлхи!Пĕррехинче Станьяла çапла ыйту патăм: "Хăта, сан патăнта таврапĕлÿçĕсем купипех, тавай, явăçтар вĕсене чăвашла Bикипедире чăвашла статьясем çырмашкăн!". Унăн хуравĕ тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Таврапĕлÿ енĕпе вырăсла кĕнеке хыççăн татах çавнашкал вырăсла кĕнеке (çине-çинех!) кăларакан хастарсем пурте компьютер енĕпе тăр ухмах иккен, ним те тавçăраймаççĕ, клавишшă çине пусма та пĕлеймеççĕ имĕш! Чăнах та çапла-ши? Ухмаха пени çеç мар-ши ку? | |

Мана та 1950-меш сулсенче Шупашкарта вырасла кана верентне. Анчах Перестройка чух, 1980- меш сулсенченрен тепер хут таван челхене веренме пусласа тарашрам.