Agabazar // 2328.87.5624
2025.12.13 21:12 | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.14 11:07 | |
Вулакан: "Сӑвӑҫ вӑл рифмӑпа аппаланса ларакан кӑна". Ай, епрех чаплă та тĕрĕс шухăш!!! Ай, савăнтартăн-тăк, вулакан, савăнтартăн!!! Паллах Пушкин та, Çеçпĕл те, Хусанкай та рифмăпа кăна аппаланса ларнă! Паллах, вулакан, паллах! Эс çĕр хут, пин хут тĕрĕс!.. ... Анчах та темшĕн-çке çав Пушкинах, Çеçпĕлех, Хусанкаях чаплă палăксем лартса панă, вĕсен ячĕсемпе хуласемпе урамсем хисепленеççĕ!... Мĕншĕн-ши?.. Тен, эс пĕлен сăлтавне, вулакан?.. Валери ТУРКАЙ. 14.01.26 | |
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.15 18:18 | |
Туркай юлташ,ман сӑмахӑм Пушкин пики мар,хальхи чӑваш поэчӗсем пирки.Акӑ эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр.Халӑх чунне,ӑс-тӑнне,тавракурӑмне хускатса вӑй паракан поэмӑсем пур-и срӗн? Пур пулсан кала-ха.Библиотекӑна чупса кайсах вуласа пӑхӑттӑм. | |
Agabazar // 1484.04.8497
2026.01.16 18:43 | |
Библиотекăна пырса абонементра кĕнеке илме е, çавăнтах, вулавăшра, унпа паллашма, никама та чармаççĕ.
Çапах та, вулакан юлташ, эп санăн сарказмна ăнланатăп. Ара, кĕнеке текенни библиотекăсене те çитет-ха, те çитмест. Калăпăр, Ашмарин словарĕсене те çунтарса яни пирки илтнĕччĕ (ĕненмелле те мар пек, анчах ĕненмех тивет). Типографирен тухнă-тухман библиотекăсене саланмасть вĕт кĕнеке, бюрократи чăрмавĕсем темĕн чухлех. | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.19 06:08 | |
Вулакан: :",Эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр(...).
Савăн, тăванăм, савăн, чăваш халахĕн паян Асамат, Сарпи тата Туркай пурришĕн! Юрать-ха пур вĕсем! Вĕсем те пулмасан, тата кам паян"Халăх поэчĕ" ятпа çÿретчĕ?.. Кам?.. Эс-и?.. Куçма кум-и?.. Валери ТУРКАЙ, Чăваш халăх поэчĕ. 19.01.2026 | |
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.19 19:24 | |
Туркай юлташ,эпӗ санран паянхи пурнӑҫа сӑнарласа кӑтартнӑ поэма пур-и сирӗн тесе ыйтрӑм.Каламарӑн.Паллах,ҫукран.Чӑваша паян ят мар,чуна тивекен ӑслӑ хайлавсем кирлӗ.Пӑкки шаннӑран ҫыраймастӑр ӗнтӗ.Юлашки 20ҫул хушшинче мӗнле поэма тухнӑ вара санӑн?Библиотекӑра курмарӑм.Ҫыр-ха,тархасшӑн,сан шухӑшна пӗлес килет. | |
Алмуш // 1759.0.4566
2026.01.22 17:33 | |
Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук. | |
Леонид Кевер // 1370.87.6713
2026.01.23 03:49 | |
Хальхи поэзи, чӑнах та, вӑхӑтран юлса
пырать.Анчах ку поэмӑсем сахал ҫырнинчен мар, темӑсем ӑшӑх, кивӗ пулнинчен, васкаса, лайӑх ҫырас тесе тӑрӑшманнинчен чылай килет.Хӑшӗн тата Турӑ пани те ҫитеймест. Культура шайӗ чакни патшалӑх ун ҫине мӗнле пӑхнинчен те нумай килет.Выҫӑ ҫерҫин юрлама та кӑмӑлӗ ҫук.Халӗ ӗлӗкхи пек литературӑпа пурӑнаймастӑн, чапа тухма та йывӑр.Самана урӑхла! | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.23 05:03 | |
Алмуш: "Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук".
Туркайăн пăкки шаннă пулсан, сан - ПĔТĔМПЕХ шаннă!.. Мĕн тери хăрушă инкек!.. Мĕнлерех инкек!.. Валери ТУРКАЙ. 23.01.2026 | |
Agabazar // 4226.92.4990
2026.01.23 08:31 | |
Пăкки шанни — питĕ йĕркеллĕ япала.
Пăккăн унăн ĕçĕ çавнашкал — шанасси. Анчах та этем тени пĕртен-пĕр «пăкă» текен япаларан çеç тăмасть. Унăн урăх «инструментсем» те пур (сăмахран, «Путинăн шаннă çынни» текен инструмент). Ну леш пăккине те наччасрах улăштарма пулать. Шаннă пăкă вырăнне шанман пăкă лартса хур. Туркайăн «халӑх поэчӗ» текен ят пур ĕнтĕ. Вăл ята эсĕ те, эпĕ те туртса илейместпĕр. | |

Ĕнтĕ акă Туркайĕ хăй кунта килет те наччасрах сан Киб(п)ечне лăскаса тухать...
Эс пур вара, «тема», «тема» текелетĕн....