Эпхам // 1603.33.9622
2024.09.11 22:52 | |
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт) | |
Вырак // 3593.2.9862
2024.09.13 08:27 | |
Марина тахҫанах халӑх поэчӗ ӗнтӗ. | |
Вулакан // 1564.16.9091
2024.09.13 15:50 | |
В.Станьял темшӗн Кибече аса илет.Карягинӑна чӑрмав кӳрекенӗ тесшӗн-ши.Кибеч ун пек пулас ҫук,Р.Сарпипе С.Асамата тава тивӗҫлӗ ят пама вӑл та тӑрӑшнӑ теҫҫӗ.Кибеч-халӑх писателӗ,драматург,сценарист,поэт/"Ӗмӗр сакки сарлака"юрӑпа сӑвӑласа ҫырнӑ романӗ мӗне тӑраҫҫӗ/,ученӑй,халӑх академикӗ,чӑвашлӑха хӳтӗлесе ҫыракан публицист,депутат пулса хулари шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентессине йӗркелекенӗ,"Шупашкар"хаҫат та,транспорт чарӑнӑвне чӑвашла пӗлтересси те,Ҫеҫпӗл вилтӑпри патӗнчи йӑмра та,ВаттисенКанашне,"Канашсем"ентешлӗхе нумай ҫул хушши ертсе пырасси те ырӑ ӗҫсемех."Думы о чувашском","Свет истины,или Словарь прозрений чуваша","Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар"кӗнекесем,Ентешсене чӗнсе калани те,Б.Ельцин,В.Путин,А.Белоусов патне ҫырнисем те,ООН штабне тепӗр ҫӗршыва куҫарма сӗнӳ тӑратни те-Кибечӗн Раҫҫей шайӗнчи шухӑшлавӗ, хӑюлӑхӗ.Ҫаксене Л.Филиппова кӗнекинчен пӗлтӗм.В.Станьял вара Кибеч ӗҫне хӑйшӗн "тапалашни" тет.Килӗшместӗп.Кибечӗн нумай енлӗ талантне тӗрӗс хак пама таврапӗлӳҫӗ шайӗ ҫителӗксӗр мар-ши.Ҫамрӑках мар Кибеч паян та ӗҫре,паллӑ эстетик кӑҫал "Эстетическая школа Яковлева"ятлӑ кӗнеке кӑларчӗ. Хурлакан та тупӑнатех ҫав. Ҫынна ҫапла кӳрентернӗшӗн каҫару ыйтма В.Станьял хӑюлӑх ҫитерӗ-ши. | |
Лидия // 5157-3461
2024.09.13 15:51 | |
Эпĕ Марина Карягина хисеплĕ ята тивĕçлĕ тесе шутлатăп! Çакăн пек пултаруллă çынсене шыр хĕрне тĕртсе хăварас марччĕ. | |
Станьял // 2078.27.7592
2024.09.13 18:38 | |
Вулакан Ятпа кам ҫырнине тӗшмӗртетӗп
Кипечпе пӗрле пайтах ҫаврӑнтӑм эпӗ, унӑн ырӑ енӗсене тиркеместӗп. Чӑваш малашӗшӗн тӑрӑшнӑшӑшӑн вёл тава тивӗҫӗллӗ. Поэзире вара Кипеч пачах графоман! Нимле те Элкер, Хусанкай, Ухсайпа юнашар мар. Тата эп. ӑна хӑй кӗнекисенче "вёрҫӑ ачи" ячӗпе суйса витӗннӗшӗн, "Нарспие" шёпаналла тиркенӗшӗн тарёхатёп . Манӑна ахальтен мар тӗрӗс КАЛАНӑ СӑМАХШӑН Анатолий Ефимович умёнче Каҫару ыйтма йӳтӗм ҫук1 | |
Евразиец // 3447.04.5759
2024.09.15 10:17 | |
Этот комментарий удален. Причина: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11,1.12) | |
Сергеев // 4889.7.7060
2024.09.17 15:16 | |
Ман шутпа , Василий Кервене " Чаваш халах поэче " хисепле ят памалла . Чапла , илемле сырать. Аста талмач. | |
Agabazar // 3438.04.2035
2024.09.19 09:09 | |
Хисеплĕ ятсем, наградăсем, пайташлăхсенче тăнисем пултарулăх çыннине, лешĕ çавсене чăнах та тивĕçлĕ пулсан, питĕ кирлĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем çук пулсан тепĕр чухне пĕтĕм ĕçпуç чарăнса ларать. | |
Керов // 3359.89.0670
2024.09.19 10:41 | |
Тӗп ыйту кунта нацин ӑслӑ ачисем валли ШКУЛ КИРЛИ ҫинчен. | |
Аçтахар Плотников // 1331.20.2962
2024.10.13 10:35 | |
https://smallpdf.com/ru/file#s=25c1 ... 98-9e2b-8bd984cd40a4 — В. Станьял ӑна хуравланине ярса пачӗ. |