Ярмак текен антропоним Магницкий, Федотов пуххисенче пур-и?
Ашмарин словарĕнче пур.
Алексин // 2621.19.5120
2024.04.03 16:22
Раççей патшалăх архивĕнчи авалхи документсенче те пур Ермак ят. Сăмахран, хальхи Татмăш ялĕсенче те православи тенне йышăниччен ачасене çак ята панă. Ку документ фильмра пур.
Евразиец // 3447.04.5759
2024.04.03 19:34
Ермак, очевидно и по мнению многих чувашей, тоже чувашом был.
Каллималлин // 2621.19.5120
2024.04.04 08:54
Фильм текстне кĕнеке (брошюра) туса кăлармалла. Тĕлĕнмелле фактсем!
Ермак çинчен калакан калавсене чăвашсенчен ытларахăшĕ, паллах, пачах та пĕлмест. Пĕлме те пит кирлех мар.
Ермаков хушамат чăвашсем хушшинче анлăн сарăлнă ĕнтĕ. Таçта тат пур вăл. Паллах, вăл хушамат христианлăхченхи ятсенчен пулса кайнă. Анчах хушаматăн паянхи управçисем (çав хушаматлă çынсем) çавна та пĕлмессе-тавçăрмасса пултараççĕ.
Калăпăр, Сурков хушаматлă чăвашсем пур. Вырăсла «сурок» (сăвăр) тенинчен имĕш. Анчах ку тĕрĕс мар. Чăннипе Сăркка е Сĕркке ятран пулса кайнă.
Ашмарин словарĕнче пур.