Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +7.3 °C
Тем, кто не оглядывается назад, не заглянуть вперед.
(Бальмонд)
 

Владимир Тимофеев: Чӑваш театрӗ йӑлтӑр-ялтӑр керменре вырнаҫни сӑпайлӑха пӗтерет

Владимир Тимофеев12.09.2021 18:14480 просмотров

Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ кермен! 1997-мӗш ҫулта вӑл керментен Вырӑс драма театрне кӑларса яма пултарайман, ӗнтӗ, эпир! Чӑвашсем сӑпайлӑ халӑх! Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫирӗм ҫул ытла тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле театр харпӑр-хӑй ҫуртлӑ пулса тӑма тивӗҫлӗ пулчӗ!

«Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ керменне Вырӑс драма театрне куҫармалла пулнӑ ҫеҫ! Пирӗн ТЮЗ — хӑйӗн юратнӑ ҫуртӗнче ӗмӗрлӗхе тӗпленнӗ пулӗччӗ! Пирӗн мухтавлӑ В.И. Павлов, В.Н. Оринов, Пӑртта, Н.А. Дмитриев, Стас Владимиров, Сергей Павлов паллӑ юрӑҫсем, П.И. Чамжаева, С.Р. Савельева, Л.Ф. Красова, Музыкантова тата ытти артистсем — ҫав Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра выляма пуҫланӑ-ҫке!

Мускав проспекчӗн 33/9-мӗш ҫурчӗн икӗ сцена! Пӗри ачасем валли, тепри аслисем валли. Иккӗшӗ те вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсене вылямашкӑн кирлӗ! Вырӑс драма театрӗ хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи паллӑ кунне шӑп ҫавӑнта кӗтсе илтӗрччӗ!

Пирӗн Вырӑс театрӗ валли ҫӗнӗ ҫурт хӑпартсан та ытлашши пулмасть! Константинов ячӗллӗ Вырӑс драма театрӗ тӑрать Йошкар-Ола хулинче! Мӗн тери илемлӗ кермен! Ҫ.М. ячӗллӗ пирӗн театр ҫав Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра тӗплентӗрччӗ кӑна!

Пирӗн ҫитменлӗхсем:

  1. «Куҫ микрохирургийӗ» ятлӑ сиплев ҫурчӗпе юнашар мӑнаҫлӑ чирку мар, К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн мӑнаҫлӑ ҫӗнӗ керменне хӑпартмалла пулнӑ!
  2. Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра юрӑ-ташӑ ансамбльне тата симфони оркестрне вырнаҫтарма майӗ пулнӑ пулӗччӗ!
  3. Историпе таврапӗлӳ музейӗ вырӑнӗнче филармони керменӗ ҫӗкленмелле пулнӑ!

Хӗрлӗ лапамра пирӗн республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ фестивальне ирттеретпӗр мар-и ҫулсерен! Чӑваш халӑхӗн илемлӗ юрри-ташшине хӑнӑхтармалла-ҫке пур этемсене те! Пирӗн мухтавлӑ режиссер В.Н. Яковлев Ҫ.М. ячӗллӗ театрта ӗҫе пикенсен спектакльсене выляттаратчӗ! Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртран унӑн килӗ ҫывӑхах!

Вырӑс драма театрӗ «Элара» заводне хирӗҫ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ йӑлтӑр-ялтӑр кермене йышӑнтӑрччӗ! Паллах, ӗнтӗ, чӑваш театрӗ йӑлтӑр-ялтӑр кермене йышӑнмалла мар! Ку — сӑпайлӑха ҫухатнине пӗлтерет ҫеҫ!

Ачасем валли вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсене вылямашкӑн Ҫ.М. ячӗллӗ театртан артистсене куҫармалла пулать! Ҫамрӑксен театрӗ вырӑс чӗлхипе урӑх выляймӗ! Ҫичӗ ют режиссерсем ҫухалӗҫ.

Вырӑс чӗлхишӗн кулянса пурӑнакан Е.В. Николаева Оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулса тӑрӗ! В.Л. Клементьев академи драма театрӗн директорӗ пулӗ! Юрий Мефодьевич Владимиров Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулӗ. В.Н. Ориновпа В.Н. Яковлев хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсемпе ылмашӑнӗҫ. Н.А. Сергеева режиссер В.Н. Яковлевпа пӗрле ТЮЗ-ра вӑй хурӗҫ.

Хӑй вӑхӑтӗнче В.Н. Яковлев ҫине тӑнипеле Н.А. Сергеева режиссера вӗренчӗ, ҫавӑнпа вӗсен яланах пӗр вырӑнта, пӗр йышра пулмалла! Пӗр 10–15 ҫултан К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссерӗ В.В. Карпов пулса тӑрӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 1529.60.3294
2021-09-13 06:39
Гениально!
Agabazar // 1550.38.9738
2021-09-13 14:54
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: дубль
Agabazar // 1550.38.9738
2021-09-13 14:54
Agabazar
Хĕниальнă!
Микула // 1077.37.9691
2021-09-13 16:38
Ты с басом, Мишенька, садись против альта,

Я, прима [Прима – здесь: лицо, ведущее первую партию в оркестре.], сяду против вторы [Втора – вторая партия в оркестре.]

Тогда пойдёт уж музыка не та:

У нас запляшут лес и горы!»

Расселись, начали Квартет;

Он всё-таки на лад нейдёт.Квартет — Басни (Крылов И. А., 1825
Микула // 1077.37.9691
2021-09-13 16:49
Мӗн ҫинчен шутлаҫҫӗ ,отнако ? Унченех ҫванисем пирки сӑмахчӗ,малтанрах медальсем пирки . Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли садиксем пулмасан ӳлӗмрен театр вырӑнче суту илӳ центӑрӗ пулсан та пултарать ? Пирӗн хыҫҫӑн хутте мӗн пултӑр пире "дирекор" пулма паччӑр кӑна ? Ҫавӑн пек шухӑшсем ,отнако, вӗтельнине пӗлтерет. Ҫӗнетмелле ,вырӑнсене унтала кунталла ылмаштарнин усси пулмӗ.
Евразиец // 1977.69.9930
2021-09-13 19:03
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.3-мӗш пункт)

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org