Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.
(В. Скотт)
 

Л.Е. Андреев-Лесник: Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах

Л.Е. Андреев-Лесник11.05.2019 14:315980 просмотровИзменить Удалить

1992-1994 ҫулсенче И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ушкӑнӗ хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин орфографине йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ. Тата сӑмахӑн кӗскетнӗ формисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин тасалӑхне, тӗрӗс калаҫассине пӗтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять.

Чӑваш чӗлхин 1938 ҫулхи чӑн орфографине аркатма пулӑшакансем камсем пулнине Чӑваш халӑхӗ пӗлмелле, вӗсем ҫаксем:

- А.П.Хусанкай — 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине пӑрахӑҫласа «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырса хатӗрленӗ тӳнтерле орфографие вӑя кӗртес ӗҫе хирӗҫ каймасть.

- П.С.Краснов — 1992 ҫулта халӑх депутачӗ пулнӑ. 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине хӳтӗлес вырӑнне «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырнӑ Тӳнтерле орфографишӗн сасӑлать.

- А.П.Леонтьев — 1992-1994 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Вӑл тӑрӑшнипе хаҫатра учительницӑсем И.А.Андреевпа Ю.М.Виноградов ҫырнӑ Тӳнтерле орфографие мухтаса статьясем нумай кӑларчӗҫ. Вӗсем пурте ҫӗнӗ правилӑсемпе диктант ҫырма епле ансат иккенни ҫинчен кӗрлерӗҫ: ӗлӗкхи правилӑсене урокра епле тӑрӑшса вӗренсен те тӗрӗс диктант ҫырма пултарайман; ҫӗнӗ правилӑсемпе вӗренме ансат, тӑрӑшмасӑрах, вылямаллах вӗренеҫҫӗ, диктант тӗрӗс ҫыраҫҫӗ.

Мӗншӗн сасӑ пухса иртнӗ-ха ҫак тӳнтерле орфографии парламентра? Пулман-им Хӗветӗр Мадуровсӑр пуҫне сӑтӑрҫӑсен ушкӑнне хирӗҫ тӑма пултаракан? Пулнӑ. Анчах та писательсем, поэтсем тата журналистсем шӑпӑрт лараҫҫӗ. Вӗрентӳ министрӗ те 1938 ҫулхи орфографие хӳтӗлесе сасӑ кӑлармасть; вӗренӳ ӗҫне ансатлатса правилӑсене вылямалла вӗренсен те диктанта тӗрӗс ҫырни министрӑн пуҫне те ҫавӑрнӑ пулмалла.

Ҫӗнӗ министр Юрий Исаев та чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ тата тӑван чӗлхене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗрентесси пирки ырми-канми шухӑшлать пулас. Министрӑн ҫумӗ Алевтина Федорова 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра интервью парать. «Чӗлхене вӗрентес енӗпе пысӑк улшӑну ҫук», — тесе йӑпатать вулакансене.

Чӑвашла калаҫакансен шучӗ ҫултан ҫул чакса пырать. Ҫакна Чӑваш Республикин Конституцине ҫыракансем лайӑх ӑнланнӑ. 8 статйинче чӑваш чӗлхине Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхи тесе ҫирӗплетнӗ: аталантар, чӑваш, чӗлхӳне. Калаҫакансен шучӗ, чӑваш шучӗ ҫулран ҫул чакса пыни Вӗрентӳ министерстви епле ӗҫленинчен те килни пирки иккӗленмелле мар. Республикӑра пурӑнакан халӑхсенчен чӑвашсем 70 процента яхӑн, анчах та 1-мӗш класран пуҫласа чӑвашла вӗрентекен шкулсем 51 процент ҫеҫ. Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхи те патшалӑх чӗлхи, ҫавӑнпа чӑваш ачисем шкулсенче пурте ҫӗр проценчӗпех пӗрремӗш класран пуҫласах чӑвашла вӗренмелле. Анчах та 51 проценчӗ кӑна чӑвашла вӗренет. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ вӗрентӳ министрӗсенче: вӗсем трибуна ҫинче «чӑваш чӗлхи — патшалӑх чӗлхи» тесе янрама пултарнӑ, анчах та ҫак Законпа усӑ курма пӗлмен. Министр Конституцие акки-тӗкки кӑна ӑнланать пулсан министерствӑри чиновниксем те министр пекех ӑнланаҫҫӗ. Ҫакӑн пек министрсем чӑваш ҫырулӑхне питех те хакла лартаҫҫӗ: вӗсем тӑрӑшнипе чӑваш шкулӗсенче чӑвашла вӗрентесси ҫултан ҫул чакса пырать, вӗсем тӑрӑшнипе шкулсенче чӑваш чӗлхине вӑйӑ мелӗсемпе усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. 1992-1994 ҫулсенче йышӑннӑ «орфографи» чӑваша ансат ҫырулӑх парать те ҫавӑнпа усӑ курса шкулсенче чӑваш чӗлхине вӑйӑ мелӗпе вӗрентме пуҫлаҫҫӗ, халӑха ҫак орфографирен пистереҫҫӗ. Ҫавна пула 198 шкулта кӑна 1-мӗш класран пуҫласа чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырнӑ Тӳнтерле орфографийе пӑрахӑҫласа 1938 ҫулхи орфографипе усӑ курма пуҫламасан чӑвашла вӗренес текен шкулсен шучӗ малалла та чакать.

Чӑваш ачисем килӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Выляса-кулса, пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫса савӑнса ӳсеҫҫӗ. Вӑхӑт ҫитсен вӗсене садике вырнаҫтараҫҫӗ. Воспитательницӑсем вӗсемпе чӑвашла тата вырӑсла программӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак программӑсемпе воспитательницӑсем тӑрӑшнипе ҫак ачасене садикрен тухнӑ ҫӗре чӑвашла калаҫма пӑрахтараҫҫӗ.

Пушкӑрт Республикинче те, Тутар Республикинче те ачасем садикрен тухнӑ ҫӗре вырӑсла тата пушкӑртла е тутарла та калаҫаҫҫӗ. Анчах та Чӑваш Республикинче вырӑсла кӑна. Ҫакӑ чӑваш чӗлхине, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне эпир хамӑрах, чӑвашсем, садикренех пӗтерме пуҫланине кӑтартса парать.

Тата тепӗр сӑлтавпа чӑваш чӗлхине садиксенчех пӗтерме пуҫлаҫҫӗ. Паянхи кун чӑваш чӗлхинче 1992-1994 ҫулсенчи чӑваш чӗлхине пӗтерекен, чӑваш халӑхӗн ӗмӗрне кӗскетекен орфографи хуҫаланать. Ҫак орфографине ҫыракансене чӑвашла тӗрӗс калаҫакан, тӗрӗс ҫырма-вулама пӗлекенсем кирлӗ мар. Вӗсен правилисем ҫаксем пулаҫҫӗ:

— чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем ҫук, вӗсем пурте сӑмах майлашӑвӗсем пулса уйрӑм ҫырӑнаҫҫӗ;

— апла каласан та, капла каласан та, апла ҫырсан та, капла ҫырсан та тӗрӗс пулать.

Учебниксене 1992-1994 ҫулсенчи орфографипе усӑ курса ҫырнӑ. Ҫакӑнта ҫырни ачасен калаҫӑвӗнчен уйрӑлса тӑрать. Ҫавӑнпа ачасем вӑл кӗнекесене вуласшӑн мар. Ҫак кӗнекесене вулама хӑнӑхтарасси йывӑр пырать. Урока вӗренменшӗн класри мӗнпур ачана «2» паллӑ лартаймастӑн. Ҫавӑнпа 1-4-мӗш классенче чӑваш чӗлхине отметка лартмасӑр вӗрентмелле. Ҫакӑн пек отметка лартмасӑр вӗрентсен учитель ӗҫӗ те ҫӑмӑлланать. Паллах, кун пек вӗрентнине «вӗрентӳ» тесе калама йывӑр, мӗншӗн тесен вӗрентӳ пекки пур, анчах та вӗрентӗвӗ ҫук. Кун пек вӗрентни чӑваш чӗлхине пӗтерни, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтерни пулать.

1992-1994 ҫулсенчи Чӑваш чӗлхин орфографи словарьне конкурссӑр йышӑнаҫҫӗ, ҫавна пула чӑваш чӗлхине хирӗҫле орфографи словарӗ пулса тухать. 1992-1994 ҫулсенчи орфографи словарӗ чӑваш чӗлхине, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне вӗлерекен наркӑмӑш. Ҫак чиртен хӑтӑлмалли меслет: вӑраха ямасӑр Чӑваш чӗлхин орфографи словарьне ҫырма конкурс уҫмалла.

1992-1994 ҫулсенчи Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ диктанта тӗрӗс ҫырма пулӑшать пулсан та чӑвашла калаҫма мантарать, чӑваша хӑйӗн тӑван чӗлхинчен сивӗтет. Ҫавӑнпа та И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ҫырнӑ орфографи словарӗпе усӑ курма пӑрахса 1938 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗпе усӑ курма пуҫламалла. Ҫавӑн пек туни чӑваш чӗлхине малалла аталанма пулӑшӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 9345.5.3585
2019.05.11 14:52
Agabazar
Вăрманçă! Акапасар статйисене вула! Вара пурне те ăнкарса илен!

Çĕнĕ статья та çырса пама хатĕр, анчах та ăна Админ "ямасть" пулĕ.
Agabazar // 1869.62.7892
2019.05.11 20:19
Agabazar
Атнер Петрович Хусанкай мĕншĕн <<орхвокрахви рехвормине>> хирĕç тăманнине ăнлантарса паратăп.

Чĕлхе Саккунĕ пулнă. Çав Саккуна пурнăçа кĕртме Программа кирлĕ тесе шутланă.

Çав программăна А.П.Хусанкай Иван Андреевич Андреевпа пĕрле майлаштарма тапратнă. Çапла вара вĕсем ку енĕпе ĕçтешсем пулса тăнă.

Ĕçтешсемпе вара хирĕçсе пурăнма май пур-и?

Кашкăрсемпе пурнатăн — кашкăрла улатăн.
Акулина // 1771.34.5815
2019.05.12 08:05
Ĕмĕр тӑршшĕпе шкулта чӑваш чĕлхи вĕрентрĕм, анчах та, каҫарӑр та, чӑвашла калаҫма пӑрахасси орфографи правилисенчен килменнине ҫирĕплетсех калатӑп. Кам валли улӑштаратӑр каллех правилӑсене?
Левен // 3470.3.5344
2019.05.12 14:37
Сорос американец укçипе сăтăр тунă Андреева, Винрградова, Леонтьева, Хусанкая, министрсене Чернована, Иванова, тепĕр Иванова, Исаева Намăс хăми çине çакмалла.
Халăха вĕсем, шкул тата пресса ухмаха кăларчĕç.
Алибасов // 1430.8.8049
2019.05.12 16:22
Ку енӗпе чи ҫылӑхлӑ ҫынна итлесе пӑхас килет. Ҫак хушӑра шухӑшӗ улшӑннӑ-ши Вино градовӑн?
Вот и // 1136.31.3334
2019.05.13 16:59
Л.Е.Андреев-Лесник питĕ тĕрĕс çырать... Чăвашра хальхи вăхăтра пурте тÿнтерле... Акапасар, Аçтахар тата ытти нумай çак сайтра çыракансен ĕçĕсене вулама йывăр, питĕ йывăр. Мĕн асăрхарăм. Чăвашра чăвашла калаçаççĕ пĕр майлă, а çыраççĕ тепĕр майлă, питĕ йывăр чĕлхепе çыраççĕ. Çыракасем ПИТĔ КУШТАН ÇЫНСЕМ ПУЛМАЛЛА. Эпĕ çапла шутлатăп, çавăнпек туятăп. Мана ку япала питĕ тĕплĕн туйăнать, мĕншĕн тесен эпĕ чăвашра питĕ нумай хушă пурăнман. ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ПИТĔ, ЫТЛАШШИ ЙЫВĂРЛАТНĂ.
Agabazar // 1096.00.7440
2019.05.14 05:42
Agabazar
Ачам, Акапасар еплерех çырнине тиркен-ха та, çапах та вуласа пыратăн, авă.

Вуламан пулсан пĕлес те çукчĕ ун пирки.

Тепĕр тесен, кунта чăвашла çыракансем Акапасарпа Аçтахарсăр урăх никамах та çук.

Пурте вырăсла çырассишĕн тапаçланаççĕ. Никам та чăвашла пит çырасшăнах мар. Станьял пичче те пулин вырăсла çырать ытларах.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики