Иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Ку ӗҫе ахаль чухне ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑваттӑмӑр-ха та, ҫавах та кӑшт каярах тусан та пӑсмӗ тесе шутлатпӑр.
2017 ҫул малтанхинчен ҫӑмӑлрах пулчӗ. Укҫи-тенки енчен те, ытти тӗлӗшпе те. Енчен те унччен пирӗн сайта кунне 200-300 ҫын кӗретчӗ пулсан, 2017 ҫулта ҫак кӑтарту 300-500 ҫын таран хӑпарчӗ. Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр.