Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.
Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Ку ӗҫе ахаль чухне ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑваттӑмӑр-ха та, ҫавах та кӑшт каярах тусан та пӑсмӗ тесе шутлатпӑр.
2017 ҫул малтанхинчен ҫӑмӑлрах пулчӗ. Укҫи-тенки енчен те, ытти тӗлӗшпе те. Енчен те унччен пирӗн сайта кунне 200-300 ҫын кӗретчӗ пулсан, 2017 ҫулта ҫак кӑтарту 300-500 ҫын таран хӑпарчӗ. Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр.
Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать.
Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.
Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.
Twitter компани Раҫҫей ҫыннисене кӑҫал уйрӑмах калаҫтарнӑ ҫынсене тата пулӑмсене пӗтӗмлетнӗ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен Владимир Владимир Путин тата Британи актёрӗ Алан Рикман ытларах пуплеттернӗ. «Евровидение» конкурспа Леонардо Ди Каприона «Оскар» преми пани те Твиттертисен хушшинчи сӑмах-юмах ҫуратнӑ.
Ҫак халӑх сечӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, блогерсен шучӗпе ҫулталӑк ҫынни тесе ҫӗршыв ертӳҫине Владимир Путина каламалла.
Британи актёрӗ Алан Рикман («Гарри Поттер» ҫинчен калакан фильмсен ярӑмӗнче вӑл Северус Снейп рольне калӑпланӑ) ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ракпа вилни те калаҫтарнӑ.
В последние годы стало модным говорить о развитии межкультурного диалога на российском пространстве и сохранении культурной самобытности народов, населяющих нашу страну. То в Калининграде, то в Уфе, то в Якутске проводятся многочисленные этнокультурные и интернациональные фестивали, съезды, форумы, и в этом фейерверке официальных событий Чувашия не осталась в стороне (http://ru.chuvash.org/news/2028.html).
Исключением чуваши стали на популярном сайте «Top-antropos.
Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп.
Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу.
Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм.
Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх?
Нумай пулмасть эп сирӗн умӑра «Чӑваш халӑх сайчӗ хупӑнма пултарать» текен хыпар лартрӑм. Ҫырасса ӑна чун ыратса килнӗ вӑхӑтра шӑрҫаларӑм. Тӗрӗссипе, Чӑваш халӑх сайчӗпе ӗҫленӗ вӑхӑтра унашкал самантсем сахал мар сиксе тухса. Ытти чухне эпӗ ҫав вӑхӑтсенче хамӑн туйӑмсене пусарма тӑрӑшатӑп, хама хам кӳренӳ тапхӑрӗ вӑхӑтлӑх кӑна тесе ӗнентеретӗп. Каҫхи пулса иртет пулсан ирхи вӑхӑтччен тӑхтамалла тесе хама-хам тытса чаратӑп. Чӑн та ирхине вӑрансан капланса килнӗ чун ҫемҫелет, тарӑхтаракан самант та сӗвӗрӗлет.
Хальхинче ма ҫыртӑм-ха? Тӗрӗс, унашкал ҫырусем вӗсем тем тесен те вӑхӑтлӑ тарӑху кӑна, вӑл шухӑшсене пусарма вӑй-хӑват ҫитерме тӑрӑшмалла.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.
Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ.
«Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ» ярӑма кӗрекен ку статья вӗҫлекенни пулмаллаччӗ, анчах та паян ҫавра сӗтел иртмеллине пула хальтерех хатӗрлес терӗм. Тен, вӑл туллиех пулмӗ, анчах тӗп шухӑшсене пӗлтересшӗн.
Хальхи вӑхӑтра порталӑн тӗп сайчӗ ытларах чӑвашла хыпарлас ӗҫпе тӑрмашать. Энциклопедиллӗ пай та, вӑхӑт ҫитменрен хутран-ситрен ҫеҫ ҫӗнӗ статьясемпе пуянланать. Хальтерехри вӑхӑтра ку ҫапла пулса пырӗ те. Кӑшт улшӑнусем кӑна кӗртме шутласа хурса.
Пӗрремӗшӗ, хыпарсен хушшине «Сумлӑ сӑмах» рубрика хушасси.