Виҫӗмкун эпир Алпарухпа пӗрле хамӑр пӗлекен республикӑри тӗрлӗ кӑсӑклӑ объектсене пӑхса ҫӳреме тухрӑмӑр. Чи малтанах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗн икӗ арманне кайса пӑхрӑмӑр. Вӗсем пирки эп хам пӗлеттӗм те шыраса тупма йывӑр пулмарӗ.
Армансене илес пулсан вӑхӑт вӗсене самай тустарни сисӗнет. Юрать-ха чи киввине, Ҫатра-Хочахмат енчине, унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пуҫарӑвӗпе профнастилпа витнӗ, ҫиелтен кӑштах тирпейленӗ, илемлетнӗ.