Суздаль хулинчи пĕр ахаль кăна çурт вилла ятне... йытта пула тивĕçнĕ. Унтан та ытларах - йытăллă пÿрт туристсене чи килĕшекен хăна çурчĕсен йышне кĕнĕ.
40 миллион турист хаклавĕ тăрăх йĕркеленĕ The Booking’s Best Awards текен танлашăма пирĕн çĕршыври виçĕ хостел лекнĕ. 26 категорипе палăртакан танлашăмра тĕнчери чи лайăх хăна çурчĕсенчен пуçласа алшăллинчен хатĕрленĕ оригами таранах хак панă.
Асăннă танлашăмра Раççейĕн туриндустрийĕ икĕ номинацире кăна палăрнă. Çапах та тĕнчери чи лайăх 10 хостелтен виççĕшне пирĕн патрисем йышăннине палăртма кăмăллă.