Раҫҫейре кунашкал ҫурт урӑх ниҫта та ҫук. Унӑн илемӗ вырӑнти ҫынсене кӑна мар, ирен-ҫӳрене те питӗ тӗлӗнтерет. Вӑл Екатеринбургпа Невьянское хушшинче – Кунары ялта - вырнаҫнӑ.
Унпа ҫумӑн автоҫул иртет. Ҫавӑнпа вӑл водительсене те илӗртет. Ҫак ҫурта Сергей Иванович Кириллов тимӗрҫӗ тунӑ. Унпа вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫленӗ.
1951 ҫулта туй хыҫҫӑн ӑна аслашшӗнчен еткер юлнӑ – кивӗ ҫурт. Икӗ ҫултан вӑл тайӑннӑ.