Ку комикса эп «Пионер сассин» 1989 ҫулхи кӑларӑменче шыраса тупрӑм. Вӑл вӑхӑтра эп астӑвасса кашни килте нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илетчӗҫ. Эпир те мӗн кӑна ҫырӑнмастӑмӑр пулӗ — «Пионерская правда», «Пионер сасси», «Советская Чувашия», «Юный натуралист», «Хатӗр пул» тата ытти хаҫат-журнал.
Шӑпах ҫав вӑхӑтра хаҫатсенче ман шутпа пӗрремӗш комикссем туха пуҫларӗҫ. Анӑҫри культурӑра ку ӳнер самай сарӑлнӑ пулсан пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш утӑмсем кӑна тӑватчӗҫ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн калама пулать — ҫирӗп ура ҫине тӑраймарӗ ҫак ӳнер.
Ачалахри комикссене аса илсе ӗнтӗ эпӗ паян наци вулавӑшне кайса вӗсене тупас терӗм.