Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Нет оли сильнее, чем та, что причиняют друг другу влюбленные.
(С. Коннолли)
 

Статьи

Уяв сӗтелӗ мӗн хака ларать?

  27.12.2015 19:08 | 4329 просмотров

Ҫӗнӗ ҫул умӗн лавккасенче, гипермаркетсенче халӑх хӗвӗшет. Пурте уява хатӗрленеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен темиҫе кун кӑна юлчӗ. Раштавӑн 30–31-мӗшӗсенче лавккасенче мӗнлерех хӗвӗшӳ пулӗ-ши тата?

Кризис, кризис теҫҫӗ… Ҫапах хырӑм выҫать, Ҫӗнӗ ҫула пушӑ сӗтелпе кӗтсе илеймӗн. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗсенче ӗҫре шалу вӑхӑтра паманни пирки чылай пӗлӗшрен илтме тӳр килчӗ. Апла-и, капла-и — этем сӗтел хатӗрлеме май тупать. Лавккасене хам та кӗретӗп, хаксемпе паллашатӑп.

Кӑҫал, тунмастӑп, уяв сӗтелӗ самай хака кайса ларӗ.

Далее...

 

Упӑте пире мӗнпе савӑнтарӗ?

  29.11.2015 19:59 | 3569 просмотров

Ҫӗнӗ ҫул тесен кашнинех чунӗнче ырӑ туйӑм вӑранать. Ача чухне вӑл темӗнле асамлӑ уяв пек туйӑнать-ҫке-ха. Халӗ те, аслисене, уяв асамлӑхӗпе илӗртет. Кашниех ҫӗнӗ ҫулран ырӑлӑх, улшӑнусем кӗтет. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ уява кӗтсе илмелли йӗркене тӗпе хурса ӑна пӑхӑнать.

 

 

Ҫитес ҫул — Упӑте ҫулталӑкӗ. Ӑна мӗнле кӗтсе илмелле? Мӗнле хатӗрленмелле? Упӑте ҫулталӑкӗ 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫланать пулин те Ҫӗнӗ ҫула халӑх йӗркене пӑхса кӗтсе илет.

Упӑте халӑха мӗнпе савӑнтарӗ-ха?

Далее...

 

Хӗл Мучи ҫӗршывӗ ӑҫта?

  29.11.2014 23:44 | 13957 просмотров

Хӑшпӗрисен шучӗпе Хӗл Мучин ҫӗршывӗ Вологда облаҫӗнчи Аслӑ Устюг хулинче.

Анчах та ҫакӑ тӗрӗс мар.

Мӗншӗн тесен асӑннӑ хула Хӗл Мучин мар, Дед Мороз текен персонажӑн тӑван ҫӗршывӗ.

Хӗл Мучи вара Атӑл леш енчи, Йӑлӑмри ӗнтӗ, Северный поҫҫолӑкӗнче. Мӗншӗн тесен ҫак поҫҫолӑк Чӑвашстанӑн чи ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ ҫынсемлӗ вырӑнӗ шутланать.

Акӑ вӑл, хайхи поҫҫолӑк

Ку сӑна ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр: http://infojd.ru/28/zavoljskoe-severny.html

 

Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

  02.01.2014 18:09 | 25674 просмотров

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук.

Далее...

 
Страницăсем: 1, 2, [3]
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)