МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ. Дина Гаврилова
Отрывок из книги "В бане с нечистым"
Ваҫук‚ хӑйӗн пулас арӑмӗ ҫине пӑхса‚ тарӑн шухӑша путрӗ. Пит-куҫ енчен Наҫтука тиркеме ҫук-ха‚ вӑт ун тумтирӗ айӗнче мӗн- мӗн пытанса тӑнине вара пӗлсе пулмасть. Наҫтук‚ ялти ытти хӗрсем пекех‚ темиҫе хут тӑхӑнса ҫӳрет. Вӑрӑм кӗпи аллипе урине пӗтӗмпех витсе-хупласа тӑрать‚ ҫине уртса янӑ тумтир вара хӗр кевти-кӗлеткин ытти илӗртӳллӗ пайӗсене те шанчӑклӑн пытарать. Сарлака кӗпе арки айне кукӑр урасем те‚ пур пулсан – хӳре таврашӗ те пытарӑнать. Тумтир тени Наҫтук ҫинче купӑста ҫулҫинчен те нумайрах-тӑр?