Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.
Ку пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет.