Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Не могут понять жизнь в этом мире те, кто никогда не жил в нем.
(Дж.М.Джилберт)
 

Статьи

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ

  22.07.2022 15:49 | Изменить | Удалить | 7495 просмотров

Ку калав историйӗ, хӑйне ҫырас вӑхӑт пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ калав ҫырас шухӑш ман пуҫа 1933—1934 ҫулсенче пырса кӗчӗ пек астӑватӑп. Таҫта пӗр-ик предложенипе ҫырса хуни те пурччӗ пулас хутсем хушшинче. Ун чухне эпӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчеччӗ ӗнтӗ.

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха.

Далее...

 

Фарида ҫине чӑваш хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…

  25.01.2019 11:24 | 9559 просмотров

Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ.

Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида.

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)