Тунтикун пӗрремӗш хут судра пултӑм, унччен хам пурнӑҫра вӑл кантурпа ҫыхӑнма тивменччӗ-ха. Хальхинче те хамӑн ӗҫпе мар, Илле Ивановӑн судне ҫул тытрӑм.
Муркаш сучӗ пӗр енчен ман кӑмӑла кайрӗ — тунтикун эп кая юлса ҫитрӗм, ҫавӑнпа та ларӑвӑн пӗрремӗш пайне кӗреймерӗм. Ҫавах та кантур алӑкне сыхлакансем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫни, суда килекенсемпе чӑрсӑррӑн тытманни ман кӑмӑла тивӗҫтерчӗ. Тунтикун эп паспорт чиксе кайсаччӗ, анчах вӗсем ун чухне ыйтмарӗҫ, ман сумккасене тӗрӗсленипе ҫеҫ ҫырлахрӗҫ (юнкун паспорта манса кайнӑччӗ, анчах унсӑр та кӗртрӗҫ).